Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.09.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 746 - 748 мм, 6 - 8 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЧИ ТИМСӖРРИСЕМ – ÇЫРЧАЛЛИСЕМ

Ют çӗршывра кăларнă хаклă машина пӗрисен ӗмӗчӗ кăна тесе шутлатăр пулсан, хытă йăнăшатăр. Мӗншӗн тесен туяннă машинăна куçласа хуракансем нумай чухне юнашарах. Вырăссем калашле, ыйтакан пур-тăк… Çак кунсенче ТР ШӖМӗнче иртнӗ черетлӗ брифинга автомототранспорта вăрлассипе çыхăннă преступленисене уçса парассине халалланăччӗ.


Тумлам чула шăтарать

«Ӳсĕрле йĕрке пăсакансене шута илессипе Тутарстан Раççейре малта», – çапла пуçларĕ мартăн 23-мĕшĕнче иртнĕ черетлĕ брифинга ТР ШĔМĕн участок уполномоченнăйĕсен тата çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсен ĕçне йĕркелесе пыракан управленийĕн пуçлăхĕ, полици полковникĕ З.Гарафиев. Тутарстанра халăх ытти регионсенчен нумайрах эрех ĕçет тенине пĕлтермест ку. Ӳсĕрле преступленисем тăвасран профилактика кăтартăвĕ.


Укçасăр юлас килмесен ан шан!

Техника прогресĕ вĕçĕмсĕр аталанни, паллах, этем пурнăçне çăмăллатать. Мобильлĕ çыхăнăва кăна илер. Вăл пулăшнипе эпир килтен тухмасăрах хуть кампа та самантрах çыхăнса кирлĕ информаци илме пултаратпăр. Анчах мĕнле патак та икĕ вĕçлĕ тенешкел, техника çĕнĕлĕхĕпе усал шухăшпа усă куракан та пур. Юлашки вăхăтра республикăра банк картти çинчен укçа вăрланă çĕр ытла тĕслĕх палăрчĕ. ТР ШĔМĕн экономика преступленийĕсене хирĕç кĕрешекен уйрăмĕн пуçлăхĕпе Ринат Бикчуровпа Group-Ib киберразведка департаменчĕн ертӳçи Дмитрий Волков шăпах çак ыйтупа нумай пулмасть журналистсемпе тĕл пулчĕç.


Тимлĕрех пул!

Çын шучĕпе пуяс йăла, шел те, авалтан килет. Вăл хăçан та пулсан пĕтесси пирки ĕмĕтленни усăсăр. Ахальтен мар-çке РФ Уголовнăй кодексĕн çын пурлăхне хирĕç тунă преступленисемшĕн (йывăрлăхне кура) явап тыттармалли 11 статья таранах. Полици сводкине пăхас пулсан, республика территорийĕнче вăрламан, çаратман, шульăкла ĕçсем туман кун сахал. Халăха телефонпа, интернетпа усă курса кăçал 15 миллион тенке яхăн улталани хăй кăна ку преступленисем мĕнле чечекленнине кăтартать.


Вĕсен хăйсен «университечĕ»

Раççейре йытăсене полицире усă курма тытăннăранпа 150 çул ытла (Тутарстанра 1914 çултанпа) пулин те РФ ШĔМĕн кинолог подразделенийĕ хăйĕн профессилле уявне (июнĕн 21-мĕшĕ) 2004 çултанпа кăна паллă тăвать. Çак кунсенче журналистсем эпир те кинологсен ĕçĕпе ТР ШĔМĕн кинолог службин зонăри центрне кайса паллашрăмăр.

Преступление уçса памалли, тĕпчемелли мелсем улшăнсах тăрсан та служба йыттисене ылмаштараканни хальччен çук-ха. Вĕсем çулталăкра кăна пиншер преступление уçма пулăшаççĕ, сирпĕтекен, наркотикла япаласене тупса пысăк инкекрен çăлаççĕ. Тутарстанра, тĕслĕхрен, кăçал 5 уйăхра специалист-кинологс ем служба йыттисемпе 3490 преступление уçса панă. Паянхи кун кинологсемсĕр пĕр пысăк мероприяти те иртмест. Хусанăн 1000 çуллăхĕ, Универсиада… кусем чи пысăк мешехесем кăна-ха, футбол, хоккей матчĕ пек тата ытти мероприятисем мĕн чухлĕ тата.


Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
ТР ШĔМĕн кинолог службин сайтĕнчен.

Хапсăнакан яланах тупăнать

Автомобильсен шучĕ çулран-çул ӳссе пынăран-ши нумайăшĕ ют автотранспорта хапсăнакан çук тесе çăмăлттайла шутлать. Анчах ТР ШĔМĕн уголовнăй шырав управленийĕн уйрăм ертӳçи Р.Габбазов черетлĕ брифингра ку апла маррине çирĕплетрĕ. 2015 çул пуçланнăранпа кăна Тутарстанра 13 çăмăл машинăна вăрлама ĕлкĕрнĕ. 2014 çулта пурĕ çакăн пек 1062 тĕслĕхе шута илнĕ.

– Кун пек преступленисем çынсем урамра сахал чух, çĕрле 1-2-ре е ирхине 6-7 сехетсенче пулаççĕ. Вăрăсене çийĕнчех тытас тесен йĕрсене пирвайхи темиçе сехетре тĕрĕслесе ĕлкĕрмелле. Çынсем полицие вăхăтра пĕлтерменрен преступление уçса парасси йывăрланать, – терĕ подполковник кун пирки. Статистика кăтартнă тăрăх, машинăсене ытларах Хусанта вăрлаççĕ-мĕн. Кăна та ăнланмалла, Хусан – миллионлă хула.

Йĕрке хуралçин сăмахĕсемпе, тепĕр йывăрлăх вăл – преступление лайăх хатĕрленнĕ, кашнине уйрăм ĕç палăртнă преступниксен ушкăнĕсем туни.


Текста малалла вулăр...

Пăшал тетте мар

Аван-и ку е çук, кăçал республикăра пăшаллисен шучĕ тата 400 ӳснĕ. Пăшал туянмалли сăлтавсем вара
иккĕ-мĕн. Пĕрремĕшĕ, сунар чун киленĕвĕ пулни, иккĕмĕшĕ (ку ĕнтĕ травматикăлла пăшал пирки) усал шухăшлисенчен кирлĕ вăхăтра хӳтĕленме хатĕрленни тесе пĕлтерчĕç ТР ШĔМĕнче çак кунсенче иртнĕ черетлĕ брифингра.
Пăшал авăрламан пулсан та çулталăкра пĕрре перетех тени ахальтен мар-тăр çав. Çавна курах ĕнтĕ пăшалпа усă курса тунă преступленисен шучĕ юлашки виçĕ çулта пирĕн республикăра та ӳсни сисĕнет. Кăçал пилĕк уйăхра кăна 12 тĕслĕхе шута илнĕ. Чăн та, Мускаври пек урам тăрăх персе çӳренĕ тĕслĕхсемех çук-ха хальлĕхе. Çапах та… Хулиганла шухăшпа травматикăлла е сунар пăшалĕсемпе усă курнах. Тĕпрен илсен, çак пăшалсен пурин те хуçи пур, урăхла каласан, республикăри шалти ĕçсен органĕсенче регистрациленнĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru

Хаклă машина вăрăсене илĕртет

«90-мĕш çулсенче вăрăсем урамра кăнтăр кунĕнчех çынсен шашкă çĕлĕкĕсене хывса илетчĕç пулсан, халĕ машина салонĕсене çаратаççĕ», – терĕ ТР ШĔМ Уголовнăй шырав управленийĕн çаратусене уçса парас енĕпе ĕçлекен уйрăмĕн ертӳçи Н.Черных çак кунсенче иртнĕ черетлĕ брифингра.
Подполковникăн çакăн пек каламашкăн сăлтавĕ пурах çав, республикăра граждансен автомашинисен салонĕнчи япаласене çаратасси 2012 çулта 25 процента ӳснĕ. Кăçал январь уйăхĕнче Хусанта кăна, тĕслĕхрен, çакăн пек 7 преступление шута илнĕ те ĕнтĕ. «Преступниксем салона хăварнă хаклă япаласенчен (автомагнитола, сумка, телефон, ноутбук…) пуçласа ура айĕнчи кавир, умри кĕленчепе кустăрмасем таранах çаратаççĕ», – кĕскен пĕлтерчĕ кун пирки полици подполковникĕ. Шел, вăрăсене нумай чухне алăран ярса тытма та, йĕрĕ çине ӳкме те май çук.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru

Сăмаха ылтăна çавăраççĕ

Телефонпа шăнкăравласа çывăх тăвансене инкекрен хăтарма тесе пысăк сумма укçа ыйтнă тĕслĕхсем нумайланни çинчен йĕрке хуралçисем массăллă хыпар хатĕрĕсем урлă çине-çинех пĕлтереççĕ пулин те ултавçăсен серепине лекекенсем çавах чакмаççĕ. Пачах урăхла, нумайланаççĕ. Кăçал 11 уйăхра кăна республикăра çакăн пек 500 ытла преступление шута илнĕ, халăха 20 миллион тенке яхăн сиен кӳнĕ.
Шулĕксем питĕ лайăх психологсем пулнине те пĕрре мар асăннă-ха, анчах... Çынна хамăра шаннă пекех шанма хăнăхнă çав эпир. Çывăх тăван инкеке лексен мĕнле пулăшмăн? Декабрĕн 12-15-мĕшĕсенче, тĕслĕхрен, Лениногорск хулинчи темиçе ватă çынна телефонпа шăнкăравласа хăрушă хыпар пĕлтернĕ хыççăнах вĕсем урамра тăракан икĕ хĕре кĕнеке хушшине пысăк сумма укçа хурса балконран ывăтса панă. Шел, çак преступление тăвакансене, хутшăнакансене полици тытайман-ха.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mаil: irina-kzn@mail.ru

Раççейĕн пуç ыратăвĕ

Ноябрĕн 29-мĕшĕнче ТР ШĔМĕнче иртнĕ черетлĕ брифинга ӳсĕрле тунă преступленисен темипе ирттерни, паллах, ахальтен мар. Юлашки вăхăтра халăх ĕçке ярăнни вăрттăнлăх мар вĕт. ТР ШĔМ статистики тăрăх, кашни пиллĕкмĕш преступлени ӳсĕрле тунăскер-мĕн. Кăçал 10 уйăхра кăна республикăн йĕрке хуралçисем çакăн пек 4521 преступление тĕпченĕ.
«Ӳсĕр çын урамра е преступник, е преступниксенчен шар тӳсекен çын. Палламан е сахал пĕлекен çынсемпе пĕрле ĕçекенсен сценарийĕ яланах пĕр пек: хĕненĕ хыççăн çаратаççĕ е çапăçса аманаççĕ, е пĕр-пĕрне вĕлереççĕ», – терĕ ТР ШĔМĕн участковăйсен тата çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенийĕн ĕçĕсене йĕркелекен уйрăмĕн ертӳçи Ю.Белодуров полици полковникĕ. Çапла каламашкăн полковникăн сăлтавĕ пурах. Мĕншĕн тесен çынна вĕлернин виççĕмĕш пайне (160), мăшкăлланă пилĕк тĕслĕхрен тăваттăшне (58), сывлăха сиен кӳнин çуррине (283), çаратусен виççĕмĕш пайне (338) шăпах ӳсĕрле тунă.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru

Çаврăнăшра СУЯ 1000 тенкĕлĕххи

Тар тăкса ĕçлесе илнĕ укçана ахаль хут таткине çавăрас килет-и? Çук-тăк, тимлĕ пулăр. «Алла лекнĕ укçана çийĕнчех лайăх тĕрĕслемелле. Чи малтан купюрăн гербне пăхмалла. Енчен те вăл çутă çинче тĕсне улăштармасть пулсан, ан иккĕленĕр – сирĕн алăра суя укçа. Мĕншĕн тесен преступниксем хальлĕхе герба чăн-чăнни пек тума вĕренеймен-ха», – тесе пĕлтерчĕç ТР ШĔМĕн суя укçапа преступлени тăвакансен енĕпе ĕçлекен специалисчĕсем çак кунсенче ТР ШĔМĕнче иртнĕ черетлĕ брифингра. РФ ШĔМĕн экономикăлла хăрушсăрлăхĕн тата коррупцие хирĕçле ĕçсен Тутарстанри управленийĕн уйрăм пуçлăхĕ Ринат Акчурин пĕлтернĕ тăрăх, суя укçа çаврăнăшĕ республикăра çав-çавах пысăк. «Куллен икĕ-виçĕ тĕслĕхе шута илетпĕр», – терĕ вăл кун пирки. Юлашки 9 уйăхра кăна Тутарстанра суя укçа сарнă 1000 ытла тĕслĕх палăрнă иккен. Тĕпрен илсен Хусанта, Анат Камăпа Çырчалли хулисенче.

Текста малалла вулăр...

Мелсем çеç çĕнĕ

Шалти ĕçсен системинчи малтанлăх следствин органĕ йĕркеленнĕренпе апрелĕн 6-мĕшĕнче 49 çул çитрĕ. Çулсерен вăл пин-пин уголовнăй ĕçе тĕпчет. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, следовательсем пурĕ 37 пин уголовнăй ĕçĕн факчĕсемпе çирĕплетĕвĕсене пухса хатĕрленĕ пулсан, кăçал çулталăк пуçланнăранпа – 5663. «Яланхи пекех уголовнăй ĕçсен чылай пайĕ – çаратни, вăрлани, хулиганла ĕçсем туни», – терĕ ТР ШĔМĕн Следствин тĕп управленийĕн ертӳçи Алексей Селивановский çак кунсенче журналистсемпе тĕл пулсан. Çапах та республикăн тĕп следователĕсем брифингра чи пысăк преступленисем çине ытларах пусăм турĕç.
Экстремистла ушкăнсем обществăшăн мĕнле хăрушлăх кăларса тăратни пирки калама кирлех мар-тăр, ахаль те паллă. Çавăнпах ĕнтĕ брифингра чи пирвайхи тĕслĕх вĕсем çинчен пулчĕ. Шел те, юлашки çулсенче экстремистла ушкăнсем пирĕн республикăра та палăра пуçларĕç.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru

ВĔСЕНЕ ÇИТЕКЕННИ ÇУК

«Следовательсем çинчен поэтсем, писательсем тепĕр чух манаççĕ, сăвăсем те, мемуарсем те çырмаççĕ, кинора та опер кăна пăшал тытса чупать, хăрушă преступника тытса чарать. Тĕрĕссипе, преступление мĕнле уçса парасси, преступника тивĕçлĕ явап тыттарасси следовательтен питĕ нумай килет. Ăна та тивĕçлĕ тимлĕх уйăрмалла», – терĕ ТР Прокурорĕ К.Амиров çак кунсенче «Корстон» суту-илӳпе кану комплексĕнче «ТР правăна сыхлакансен органĕсен чи лайăх следователĕ» конкурс çĕнтерӳçисене саламланă чух. Чăн сăмахăн суйи çук, кинора чăнах та ытларах опера сăнлаççĕ, калăплаççĕ. Çапах та Тутарстанра следовательсене тимлĕх уйăрмаççĕ теме çук, акă ĕнтĕ 1993 çултанпа республикăри следовательсен хушшинче чи пултаруллисене палăртаççĕ.
ТР Прокуратурипе ТР ШĔМĕн Следстви управленийĕ пуçарнипе йĕркеленĕскер, вăл çулран-çул анлăланса пырать, 1995 çултанпа унта ШĔМпе Прокуратура следователĕсемсĕр пуçне дознанин, налук полицийĕн, Федерацин хăрушсăрлăх службин, 2003 çултанпа РФ наркотикла япаласемпе психотроплă веществосене контрольлесе тăракан патшалăх комитечĕн Тутарстанри уйрăмĕн, 2008 çултанпа ТР Прокуратурин Следстви комитечĕн следстви управленийĕн сотрудникĕсем хутшăнаççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru

ШĂНМАН ПĂР ÇИНЧЕ

Йĕрке хуралçисем çине-çинех асăрхаттарса тăнине пăхмасăр халăх çавах улталанма пăрахмасть. «Шулĕксен серепине ваттисем тата тимсĕр çынсем çакланаççĕ», – тесе пĕлтерчĕ ТР ШĔМĕн оперативлă шырав ĕçне йĕркелекен управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Айрат Багауов çак кунсенче иртнĕ брифингра. Тутарстанри лару-тăру чăнах та шухăшлаттарать. Мĕншĕн тесен 2011 çулта халăхпа çыхăннă шулĕкле ĕçсен шучĕ тăрук ӳссе кайнă, пĕлтĕр 52 тĕслĕхе шута илнĕ пулсан, кăçал 239 таранах. Августра тата сентябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче кăна, тĕслĕхрен, 42 факт палăрнă.
Ултавçăсем халăха укçа-тенкĕ енчен сиен кӳнисĕр пуçне полици ĕçченĕсен таса ятне те варалаççĕ. Полици формине тăхăнса халăха çаратнă тĕслĕхсем нумай. Юлашки вăхăтра тăвансене улталас мел йышланнă, кăçал 8 уйăхра кăна пурĕ 134 факт палăрнă. Калăпăр, шулĕк куçа хупса тенĕ пек телефон клавиатури çине пусса шăнкăравлать те пăшăрханнă сасăпа вĕсен тăванĕ полицие çакланни, полици ĕçченĕсене укçа чышсан ăна çăлма май пурри çинчен пĕлтерет.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru

ВĔРЕНĔН ТЕ ВĔÇĔ ПУР

ТР ШĔМĕн ĕçченĕсен сăмахĕсенчен курăннă тăрăх, республика территорийĕнче тĕрлĕ шайри преступление шута илмесĕр пĕр кун та иртмест. Шалти ĕçсен министерствин кирек мĕнле подразделенийĕн ĕçне те хăрушă тата уйрăмах хăрушă преступленисене уçса панă тăрăх хаклатпăр. 2011 çулăн пĕрремĕш çур çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхас пулсан, республикăн йĕрке хуралçисен ĕçне япăх теме çук, вĕсем çакăн йышши преступленисен 98 процентне (Раççейĕпе 59,5) уçса пама пултарнă. «Ку юлашки 15 çулти чи лайăх кăтарту», – тесе пĕлтерчĕ ТР ШĔМĕн оперативлă шырав ĕçне йĕркелекен управленийĕн пуçлăхĕ В.Иванов нумай пулмасть журналистсемпе тĕл пулсан. Кунсăр пуçне иртнĕ çулсенче тунă 24 преступление те уçăмлатнă вĕсем.
Хăрушă тата уйрăмах хăрушă преступленисен 75 проценчĕн сăлтавĕ – ĕçкĕ. 2011 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче республикăра 158 çынна вĕлернĕ, вĕсенчен 27-шне обществăлла вырăнсенче, 26-шне урамсенче.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru

ÇЫРЛАНА КАЙНĂ КИНЕМИЕ ТАЛĂКРАН ТУПНĂ

Июль – çырла вăхăчĕ. Çак тутлă çимĕçе килĕштермен çын пур-ши? Лайăш районĕнче пурăнакан 77-ри Галия Латыпова та акă вăрман кучченеçне татма юратать, çулсерен хĕлле валли хатĕрлесе хума ӳркенмест. Анчах кăçал те çанталăкĕ шăрăх тăнипе, те çырли ытла нумай пулнипе вăл хăй те сисмен – аташса кайнă. Çаврăннă-çаврăннă – киле таврăнмалли çула вара ниепле те тупайман. Çапла талăк та иртсе кайнă.
Галия аппа çырларан килменнине асăрхасанах сехĕрленсе ӳкнĕ тăванĕсем çийĕнчех полицирен пулăшу ыйтма васканă, ара, çулĕсем сахал мар-çке, ват çынпа шăрăхра темĕн те пулма пултарать. Вырăнти шалти ĕçсен уйрăмĕ вăхăта вăраха ямасăр темиçе ушкăн йĕркелесе кинемие шырама тухнă. Кун пек ăнсăрта пуçлăхсене (министр таранах) самантрах пĕлтереççĕ. ТР шалти ĕçсен министрĕ А.Сафаров Галия аппана çийĕнчех вертолетпа шырама хушнă.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru
Сăнӳкерчĕк ТР ШĔМ пресс-службин.

ПОЛИЦИРЕ КАМСЕМ ĔÇЛЕМЕЛЛЕ?

Тутарстан Шалти ĕçсен министерстви малтан шантарнă пекех, апрелĕн 1-мĕшĕнче «Халăх аттестацийĕ» акцие пĕтĕмлетрĕ. Аса илтеретпĕр, республикăра пурăнакан кашни çын хуть мĕнле подразделенире ĕçлекен уйрăм полицейски çинчен февралĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса март уйăхĕн 31-мĕшĕччен ТР ШĔМне шăнкăравласа е çырса пĕлтермеллеччĕ.
Министерство хăйĕн сотрудникĕсем çинчен хыпарсене ултă эрне йышăнчĕ. Çак вăхăтра çынсенчен 1500 хыпар килнĕ. Акцин условийĕсем тăрăх, уйрăм сотрудник çинчен аваннине те, начаррине те пĕлтерме юратчĕ пулин те, тĕпрен илсен, ырă хыпарсем ытларах пулнă. Йывăрлăха лекнĕ çынсем йĕрке хуралçисем хăйсене мĕнле пулăшни, вĕсен паттăрлăхĕ, ĕçне пĕлсе пурнăçлани çинчен каласа кăтартнă. 226 тĕслĕхре кăна сотрудниксен ĕçне критиклени палăрнă. Çак хыпарсем тăрăх тĕрĕслев ирттереççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru

УЛТАЛАНМАСАН УЛТАЛАЙМАÇÇĔ

Преступленисен шучĕ çулсерен чакса пыни, вĕсене уçса парассипе Тутарстанăн йĕрке хуралçисем Раççей регионĕсен хушшинче чи лайăх ĕçлекенсенчен пĕри пулни республикăра закона пăсакан тупăнмасть тенине пĕлтермест, паллах. ТР ШĔМĕн уголовнăй шырав уйрăмĕн ертӳçи В.Иванов каланă тăрăх, республикăра пĕр кун та преступленисĕр иртмест. Чăн та, вĕсенчен чылай пайĕ вак преступленисем – вăрлани, çаратни. Тĕслĕхрен, кăçал февральте шута илнĕ 8560 преступленирен 5030-шĕ шăпах граждансен уйрăм харпăрлăхне хирĕç тунисем.
Çарату, хурахла тапăнни уйрăмах пысăк вырăн йышăнаççĕ. Тĕпрен илсен, преступление ниçта та ĕçлемен наркомансем, маларах пĕрре мар судпа айăпланнисем тăваççĕ. Вĕсем меллĕ вăхăт тата вырăн суйласа ытларах шкул ачисем, студентсем, хĕрарăмсем, пенсионерсем, пĕр сăмахпа, хăйсене питех хӳтĕлейменнисем çине тапăнаççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru

ИР ТАКĂНСАН — КАÇЧЕН

Çул çитмен ача тӳрĕ çултан пăрăнас хăрушлăх яланах пысăк, мĕншĕн тесен вăл хăй пысăк йăнăш тăвасса, çакă кайран пурнăçра мĕнле ура хурасса ăнлансах та пĕтереймест, ир такăнсан вара – каçчен тесе ахальтен каламан ваттисем. Çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсем профилактика ĕçĕсем илсе пыраççĕ пулин те çул çитменнисем хутшăннипе тунă преступленисем çавах палăраççĕ. 2010 çулта, тĕслĕхрен, çакăн йышши 1655 преступление (тĕпрен илсен, вăрлани, çаратни) шута илнĕ. Республикăри çул çитмен çамрăксемпе ачасен енĕпе тунă преступленисем те сахал мар республикăра, пĕлтĕр 3 пин факт палăрнă. Çак тата ытти ыйтусене Çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенипе участковăйсен ĕçне йĕркелекен управленин ертӳçи Лев Гершанов çак кунсенче журналистсемпе тĕл пулсан уçăмлатрĕ.
Ача тӳрĕ çултан пăрăнасси, паллах, чи малтан çемьерен килет.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru

АСĂРХАНĂР — УЛТАВÇĂСЕМ!

Пĕлтĕр ТР ШĔМĕн следстви подразделенийĕ пĕтĕмпе 29079 уголовнăй ĕçе тишкернĕ. Унран 4820-шĕ экономикăри преступленисем. Ултавпа кĕсьене чикнĕ патшалăх тата халăх укçине 2 миллиард тенкĕ ытла тавăрса панă. Шулĕкле ĕçсенчен чи курăмли – финанс пирамиди. Çак мелĕн историйĕ темиçе ĕмĕр тăсăлать, çапах та халăх шанăçĕпе усă куракансем хальхи вăхăтра та çук мар. ТР ШĔМĕ çакăн пек пысăк темиçе преступление уçса панă. Январĕн 27-мĕшĕнче ТР ШĔМĕнче иртнĕ черетлĕ брифингра сăмах шăпах XXI ĕмĕрĕн «Остап Бендерĕсем» пирки пычĕ.
Шулĕксем тĕрлĕ схемăпа ĕçлеççĕ пулин те вĕсен тĕллевĕ пĕр – нумайрах укçа вăрласси. Пĕрисем пĕчченех çак аферăна çавăраяççĕ, теприсем законпа хупланса ушкăнпах. Вăхăтĕнче халăхра анлă сарăлнă «МММ» финанс пирамидинех илер, ун чух çĕр-çĕр çынна çаратрĕ вăл. Шел те, çĕршывра кун пек пирамидăсем, «МММ» пекех мар пулсан та, тата та йĕркеленчĕç.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru


■ Страницăсем: [1], 2.