Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.09.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 746 - 748 мм, 6 - 8 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПĔТĔМПЕХ ЗАКОНПА КИЛĔШӲЛЛĔ

А.П.БИКМУРЗИН юрист ăнлантарать.
Пирĕн аннене 2010 çулхи январь уйăхĕнче вăрçă инваличĕн тăлăх арăмĕ тесе çурт-йĕрпе тивĕçтерме списока кĕртрĕç. Март уйăхĕнче списокран кăларни çинчен пĕлтерекен хут ярса пачĕç. Малтан БТИрен килсе виçсен 23 процент таран кивелнĕ тенĕччĕ, тепре килчĕç те 58 процента хăварчĕç.
2000 çулта аннен пӳрчĕ пурăнма юрăхсăр пулнипе пурăнма хам пата илсе килтĕм. Пирĕн патра вăл пропискăра тăрать. Хăйĕн çуртне вара 6 пин тенкĕпе пĕр тăванне пачĕ.
Районта мана: «Эсир пĕр çемье, пурăнма вырăн çитет», – теççĕ.
Ăçтан эпир пĕр çемье пулар-ха? Манăн хушамат Ятманова, унăн – Макарова. Енчен те эпĕ ун патĕнче пурăнатăп пулсан ăнланма пулать-ха. Вăл вĕт ман патăмра пурăнать. Манăн хамăн çемье, 4 ача. Пĕри хампа пурăнать. Мĕнле интереслĕ вĕт-ха, упăшкисемпе пенсие çитиччен пурăнакансене, ачисене пĕрле пăхса ӳстерекенсене, халĕ ывăлĕсемпе пурăнакансене хваттер пачĕç.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
канашланă.
E-mail: sveta-elshel@mail.ru

АМĂШ КАПИТАЛĔ

Пурнăç кăтартнă тăрăх, законсемпе постановленисене никамăн та вуласси килмест темелле. Çавăнпа та «Сувар» вулаканĕсене эпир тĕплĕн тенĕ пек ăнлантарса пама тăрăшатпăр. Паян сăмах амăш капиталĕ çинчен пырать. Ку юлашки çулсенче питĕ нумай çынна кăсăклантарать, паллах.
Амăш капиталĕ вăл – ача пур çемьесене патшалăхран паракан пулăшу. Çав укçапа усă курмашкăн патшалăх сертификат парать.
Патшалăх сертификачĕ вара патшалăх пулăшма яваплă тенине çирĕплетекен ятлă документ.
Çав документа амăшĕ иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачашăн илме пултарать. Паллах, ачи те, амăшĕ те Раççей гражданинĕсем пулма тивĕç. Ашшĕ кам пулни вара никама та интереслентермест.
Амăш капиталĕн сертификатне иккĕмĕш ачашăн илеймен аннесем (ăна 2007 çултанпа çеç пама пуçланă) виççĕмĕшĕшĕн те, тăватăмĕшĕшĕн те пĕр хутчен илме пултараççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
канашланă.
E-mail: sveta-elshel@mail.ru

МĂШĂРЛАНУ КИЛĔШĔВĔ

Юлашки çулсенче мăшăрлану килĕшĕвĕ çинчен питĕ нумай калаçаççĕ. Мĕнлерех документ вăл тата пурнăçра мĕнле усă парасси пирки Аксу районĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ Тольятти хулинче пурăнакан Александр БИКМУРЗИН юрист тĕплĕн ăнлантарса парать.
– Мĕнле-ха капла, çемье çавăрма ĕлкĕрейместĕн, уйрăлу пирки тата укçапа пурлăха пайласси çинчен шутламалла? – пăшăрханать нумайăшĕ.
– Çапла çав, малтанах шутласа хумалла! Мĕншĕн тесен вăл çынна йывăр лару-тăрусенчен хăтăлма тата çемье çирĕплĕхне тытса тăма пулăшать, – теççĕ килĕшӳ йĕркине пурнăçласа тăракансем.
Ют çĕршывсенче çакăн пек йĕрке тахçанах йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Уйрăмах иккĕмĕш хут çемье çавăракансем малтан – мăшăрлану килĕшĕвĕ, унтан тин пурнăç тăваççĕ.
Раççейре ун йышши килĕшӳ тăвасси çĕнĕлĕх-ха.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
канашланă.
E-mail: sveta-elshel@mail.ru

ЧИРПЕ КАНУ ПĔР ВĂХĂТА ЛЕКСЕН ...

Кĕрĕвĕн инсульт пулчĕ. Шăп та отпуск вăхăтĕнче больницăра пулма тӳр килчĕ унăн (майăн 14-мĕшĕнчен отпуска кайма заявлени çырса панă хыççăн укçине те илнĕ, анчах та майăн 8-мĕшĕнче больницăна лекрĕ). Ĕçĕнче больничнăй тӳлемерĕç. Отпускпа больничнăй пĕр вăхăта лекнипе тӳлемелле мар тесе ăнлантарнă. Тĕрĕс-и ку?
Любовь Григорьевна.
Нурлат.
Тĕрĕс мар, паллах. Отпуск укçи вăл пособи мар. Чирлесе ĕçе тухман çыншăн, больничнăй пулсан, ĕç вырăнĕнчен тӳлесен те, патшалăх шутĕнчен тухать. Ку ĕçлевлĕ мар, социаллă тӳлев шутланать. Çавăнпа та ĕç паракан кунта хăйне кирлĕ пек тума пултараймасть.
Енчен те больничнăй отпускпа пĕр вăхăта лекрĕ пулсан, отпуск малалла тăсăлать. Çав кунсемшĕн, паллах, унăн тӳлеме те тивет. Кун пирки РФ Ĕç кодексĕн 124-мĕш статйинче каланă.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru