САН ЧУНУ ЯЛАНАХ ÇАМРĂК
Виталий Елтов 75 çул тултарнă май
Çирӗм çул ытла каялла Хусанта тин уçăлнă «Сувар» хаçатра ӗçлеме пуçласан унăн ятне пирвайхи хут илтнӗччӗ. Виталий Филимонович ун чухне хаçатра ӗçлетчӗ, анчах çав вăхăтра ӗçре çукчӗ – больницăра выртатчӗ. Суварçăсен сăмахӗсем тăрăх, ума тăрăшуллă, ӗçчен, пултаруллă, хăйӗн ӗçне тӗплӗн туса пыракан талантлă чăваш тухса тăнăччӗ.
![]() |
ХАЛĂХ СĂМАХЛĂХӖН УПРАВÇИ
Нурлат районӗнчи чăваш ялӗсенче пӗлтӗр экспедицире çӳренӗ чухне Лачака (Абрыскино) ялӗнче те пулса курма тӳр килчӗ. Лачакара ӗлӗкхи йăла-йӗркесене çирӗп тытса пыракан, халăх сăмахлăхне пӗлекен çынсем пурри савăнтарать. Хаклă вулакансене чăваш халăх юррисене пӗлекен, юрлакан (уйрăмах уяв юррисене) Мария Федоровна Александрова çинчен каласа парас килет.
![]() |
УПИРИ АНШЛАГ
Çӗпрел районӗнчи Упи ял тăрăхӗ паллă çынсемпе пуян. Хăйсен вăрçăпа ӗç паттăрӗсемпе чăнтан мухтанма пултараççӗ кунта пурăнакансем. Çӗршывăн историйӗнче кăна мар, паянхи кун-çулӗнче те çитӗнӳсем тăвакансем пушшех савăнтараççӗ ентешӗсене. Вӗсенчен пӗри – çак кунсенче хăйӗн юбилейне паллă тунă Раççей культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Валентина Тарават. Тин çеç юсаса çӗнетнӗ Культура çурчӗн пысăк залӗнче августăн 20-мӗшӗнче çынсене ларма вырăн çитеймерӗ. Нумай çын курасшăн хăйӗн тăрăшулăхӗпе тата таланчӗпе чапа тухнă Кӗçӗн Упи хӗрне Валентина Музыкантовăна (ялӗнче ăна çак хушаматпа чӗнеççӗ).
![]() |
Хаçата пичете парас умӗн редакцие тӗлӗнмелле хыпар çитрӗ. Августăн 23-мӗшӗнче Аслă Нагаткинра юбилейне паллă тăвакан Валентина Тарават патне хăнана Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Морозов тата облаçри Закон кăларакан пухăвăн председателӗ Анатолий Бакаев килсе чечек çыххисем панă.
Текста малалла вулăр...
60 ЫТЛА ЮРĂ АВТОРӖ
Валентина ТАРАВАТ (Валентина Николаевна Игнатьева) 70 çул тултарнă май
1995 çултанпа Раççей Писательсен союзӗн членӗ Валентина Тарават çинчен «Сувар» вулакансем, паллах, пурте илтнӗ, унăн пултарулăхӗпе те паллашнă, мӗншӗн тесен унăн калавӗсемпе повеçӗсем, сăввисем пирӗн хаçатра тăтăшах пичетленеççӗ. Кунсăр пуçне ытти кăларăмсем, радиопа телевидени те тăтăшах çутатса тăраççӗ пултаруллă сăвăç, çыравçă, композитор, куçаруçă ӗçӗсене.
![]() |
Николай СТОРОЖЕВ: «ЭПӖ ТЕЛЕЙЛӖ ÇЫН»
Амăшӗ ун пирки ахальтен мар кӗпепе çуралнă тесе каланă. Кӗпепе çуралакан телейлӗ теççӗ халăхра. Хăй пирки те Н.Сторожев çаплах калать, шăпана пуриншӗн те тав тăвать. Ун çине пăхсан чăннипех те телейлӗ, пурнăçпа кăмăллă çирӗп çынна куратăн, хăйне ялан тирпейлӗ тытать, сăмаха виçсе, шутласа калать. Николай Николаевич ку эрнере 70 çулхи юбилейне паллă турӗ.
![]() |
Николай Сторожев 1946 çулхи июлӗн 20-мӗшӗнче Алексеевски (каярах Чистай) районӗнчи Анат Кăтратара çуралнă. Хусанти патшалăх педагогика институчӗн физикăпа математика факультетне пӗтернӗ. Анат Кăтрата шкулӗнче учительте, каярах шкул директорӗнче ӗçленӗ. Вырăнти «Заря» хуçалăх председателӗ, Алексеевски районӗн парти комитечӗн иккӗмӗш секретарӗ пулнă, кунти профучилищӗне ертсе пынă.
Текста малалла вулăр...
АСРАН КАЙМИ ТАЙГА
Эпир унпа пӗрле вӗрентӗмӗр. Авалхи Хусанăн университетӗнче, историпе филологи факультетӗнче. Тюменьри тайгара, ӗç отрядӗнче çывăхрах паллашрăмăр. Асран кайми 1966 çул. Çуллахи вăрăм кунсем, лăпкă та çутă поляр каçӗсем. Пире, 250 çамрăка – КГУ, КАИ, КХТИ, строительнăй, медицина институчӗсен студенчӗсене – самолетпа десант пек килсе пăрахрӗç. Ăçта пăхатăн, унта хыр чăтлăхӗ, ура айӗнче шурлăх. Çӗр каçма палаткăсем картăмăр, вӗсен хушшисене хăмаран çул сартăмăр. Пӗр айккинче хăмаран çапса анкар çӗклерӗмӗр. Алăкӗ çине художник «Трактир «Храмой заецъ» тесе çырса хучӗ. Пурăнма пулать! Кӳршӗре Харьков, Ӗпхӳ студенчӗсем вырнаçнă. Çапла Çӗпӗрти сӗм вăрман варринче пулас Урай хулин пирвайхи çыннисем ура ярса пусрăмăр.
ЮРАТУ ВĂЙӖПЕ...
Нивушлӗ пирӗн Николай 75 тултарать?! Шанмастăп. Тепӗр тесен... РИА агентствинче çирӗм çул ытла ӗçлетӗп. Эпӗ килнӗ вăхăтрах çӳçӗ шурала пуçланă Сорокин корреспондентсем хушшинче чи асли пулни палăратчӗ. Ытти çыравçăсем, çамрăк хӗрсем çумӗнче вăл ача садӗнчи воспитатель евӗр курăнатчӗ. Акă пӗр самант асра: пӗррехинче Германирен сумлă делегаци Хусана килнӗччӗ. Вӗсемпе мӗнле калаçмалла, мӗнле ыйту памалла? Çамрăксем хумханаççӗ, шикленеççӗ. Николай Михайлович вара шăп-шăпăрт, лăпкă, тӗлӗрсе кăна ларать. Нимӗçсем пӳлӗме кӗнӗ-кӗменех вăл яшт сиксе тăчӗ те чи кирлӗ, пӗлтерӗшлӗ ыйту пачӗ те. Ют çӗршыв хăнисемпе çапла самантрах тарăн калаçу-интервью пуçланчӗ. Çакăн пек вăл ТАСС корреспонденчӗ Николай Михайлович.
![]() |
БЕЛОВКА 95 ÇУЛТА
Аксу районӗнчи Беловка ялӗ çак кунсенче хăйӗн 95 çулхи юбилейне сумлăн паллă турӗ. Пухăннисене çăкăр-тăварпа кӗтсе илсе пуç тайнă хыççăн, «Асран кайми аки-сухи» чăваш гимнӗ янăрарӗ. Унтан уява уçмашкăн сăмах Беловка ял хутлăхӗн пуçлăхне Ильсур Махмутова пачӗç.
![]() |
Николай СОРОКИН: «ЧĂВАШ ЭП»
Николай Михайлович Сорокин паллă журналист, писатель, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ пулса 5 çул ӗçленӗ. Çав хушăрах 1995 çулта редакци çумӗнче «Шурăмпуç» журнал кăларма тытăннă. Пурнăçра ялан çӗннине, интереслине шыраканскер ку ӗçсемпе кăна лăпланса ларман, 1996 çулта Аксу районӗнчи тӗне кӗмен чăвашсем çинчен «Вера древнего народа» документлă кино ӳкернӗ. 1997 çулта Хусанта чăваш чиркӗвне уçас çӗре активлă хутшăнать. Унтан Николай Михайлович чăвашсен автономине йӗркелес ӗçе кӳлӗнет, çак тӗллевпе районсене нумай тухса çӳрет. Вăл вăхăтра Тутарстанра ытти халăхсен автономийӗсем пулман-ха, чăвашсем пӗрремӗш пулнă. 2013 çулта Николай Сорокин Тутарстанри чăваш çыравçисен пӗрлешӗвне йӗркелесе ярать, председатель тивӗçӗсене илсе пырать. 2015 çулта вӗсем Евгений Турханпа «Тутарстан чăваш çыравçисем» справочник кăлараççӗ.
Текста малалла вулăр...
ВӖСЕМ ÇӖНЙӖЛМЕЛСЕМ
Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗн шывӗ сиплӗрен-ши, ку ялтан пултаруллă çынсем нумай тухнă. Ульяновск хулинчи «Канаш» хаçатăн редакторӗ Н.Ларионовпа ялти шкулăн директор çумӗ пулса нумай çул ӗçлекен Г.Карсаков та çак ялтах çарран чупса ӳснӗ. Вӗсене пӗрлештерекенни вара тăван ялсăр пуçне тата журналистика. Николай Ларионов çак кунсенче – 55, Геннадий Карсаков 60 çулхи юбилейӗсене паллă турӗç. Хисеплӗ ентешсене суварçăсем эпир те чӗререн саламласа çирӗп сывлăх, телей, пултарулăх анинче тата пысăкрах çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр!
![]() |
ХАЛĂХ ПАТРИОЧӖ
1968 çул. Эпӗ ун чухне Вăрнарти совхоз-техникумăн виççӗмӗш курсӗнче вӗренеттӗм. Диплом илесси те нумаях юлманччӗ ӗнтӗ. Ача чухне кӗнекесем вулама питӗ юрататтăм пулин те вăл вăхăтра илемлӗ литературăпа кăсăкланма вăхăтлăха пăрахнăччӗ тесен те юрать. Умра экзаменсем, çӗнӗ тӗллевсем-çке. Библиотекăна хамăн пулас специальноçпа экзаменсене хатӗрленме кирлӗ литература суйлама çеç кӗреттӗм. Хăçан та пулин хам та сăвăç-çыравçă е журналист пуласси пирки шутламан та ун чухне. Пӗтӗм тӗллев – техникумран ăнăçлă вӗренсе тухса яла каясси, зоотехникра ӗçлесе ял хуçалăхне ура çине тăратас тесе ырми-канми ӗçлессиччӗ. Пӗррехинче библиотекăра ытти кӗнекесем хушшинче Юхма Мишшин «Мускав çулӗ» кӗнекине асăрхарăм.
Текста малалла вулăр...
Ентеш-драматурга 120 çул
Чăваш театрне йĕркелеc ĕçре тутарстансен тӳпи питĕ пысăк, Иоаким Максимов-Кошкинскис ĕр пуçне ытти çыравçăсем те хастар тăрăшнă. Вĕсенчен пĕри – Николай Сидорович Ефремов. Чăваш театрĕн историйĕнче вăл Чĕмпĕрте чăваш театрне йĕркелекенсенчен пĕри пек паллă. Хусанта йĕркеленнĕ театр репертуарĕнчи пĕрремĕш драмăсен «Пуян Карук», «Аниççа» тата ытти пьесăсен авторĕ шăпах Николай Сидорович.
10 кĕнеке авторĕ
Авăн уйăхĕн иккĕмĕшĕнче чăваш тĕнчи хăйĕн мухтавлă ывăлĕн çуралнă кунне паллă тăвать. 85 çул каялла паянхи Тутарстанри Пăва районĕнчи Кипеккассинче Валем Ахун (Валентин Осипович Максимов) çуралнă.
Ачалăхĕ çăмăл пулман унăн, 12 çулта чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Ача-пăча пулсан та пысăк çын пекех ĕçлеме тивнĕ Валем Ахунăн. Литература ĕçне вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче пикенет: очерксем, калавсемпе сăвăсем, чăваш фольклорне пухма, тĕпчеме тытăнать. Кайранхи пултарулăх çулĕнче шăп çак халăх фольклорĕпе мифологийĕ çине таянса çырнипе чăвашла тĕнчекурăмпа палăрса тăнă та Валем Ахун. Унăн пĕрремĕш калавĕ Пăва районĕн «Çĕнĕ çул» (халĕ «Ялав») хаçатĕнче 1956 çулта вырăсла пичетленсе тухнă, шăп çавăнта ĕçлеме вырнаçать те вăл çак çул. Валентин Осипович ăста куçаруçă пулни те паллă, вырăс, белорус, азербайджан, тутар, турккă тата ытти чĕлхесенчен нумай хайлав куçарнă вăл.
Текста малалла вулăр...
Çĕпрел 85 çул тултарчĕ
Чаплă уявпа, тулли кăмăлпа кĕтсе илсе ирттерсе ячĕç çĕпрелсем районăн 85 çулхи юбилейне. Савăнмашкăн вĕсен уявсăр пуçне те сăлтавĕсем çителĕклех-ха, анчах уявра тата та çивĕчрех сисĕнеççĕ. Тахçанах кĕтнĕ, ĕмĕтленнĕ кунсем çĕпрелсемшĕн çитнĕ темелле. Юлашки пилĕк çулчченхи тапхăрта район Тутарстан рейтингĕнче кайрисен ретĕнче пулнă-тăк, паян вăл самай çӳлелле çĕкленнĕ.
Район центрĕ палламалла мар улшăннă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен шучĕ кунсерен тенĕ пек ӳссе пырать. Юлашки пилĕк çулта «Акчарлак» бассейн, çĕнĕ ача сачĕсемпе шкулсем, культура учрежденийĕсем, суту-илӳ центрĕсем, спорт объекчĕсем уçăлнă, çулсене, тротуарсене юсанă, урамсене чечексем лартса илемлетнĕ, çутă кĕртнĕ, фонтан тунă. Ĕлĕкрех шурлăх сарăлса выртнă лаптăксенче паян парксем илем кӳрсе лараççĕ. Кивĕ Çĕпрелте вĕсем виççĕ: Çĕнтерӳ паркĕпе Паттăрсен аллейи, П.
Текста малалла вулăр...
Сасă юрăçа çеç мар, çар çыннине те кирлĕ
ТР Чăваш наципе культура автономийĕн Кама леш енчи полномочиллĕ представителĕ, отставкăри генерал-майор Анатолий Петрович Молоствов августăн 22-мĕшĕнче 70 çулхи юбилейне паллă тăвать. Тутарстанра пурăнакан чăвашсемпе тачă çыхăнса ĕçлекен ентеш çинчен тĕплĕнрех пĕлес шутпа хăйпе тĕл пулса калаçрăм.
– Анатолий Петрович, пире, чăвашсене, сирĕн çар тата харпăр пурнăçăр питĕ кăсăклантарать. Хăвăр çинчен каласа параймăр-ши?
– Мĕнрен пуçлас? Шкула кайма пуçланинчен тытăнас пуль. Çуралнă эпĕ Аксу районне кĕрекен пысăках мар Ерепьел ялĕнче. Шкула кайса курман ачасен яланах шкулта пулас килет, çапла вĕт. Вăхăт çитсен эпĕ те парта хушшине ларатăп тесе ĕмĕтленнĕччĕ. Çав çулхине пулмарĕ. Ялта манпа пĕр çултисем çуккипе 1-мĕш класс тумарĕç çав. Вĕрентмерĕç. Çитес çул вара эпир иккĕн пултăмăр.
Текста малалла вулăр...
Савнă мăшăр юнашар…
«… Пултăр ĕмĕр савăнмалăх савнă мăшăр юнашар», – тесе юрлать эстрада юрăçи Фарида хăйĕн пĕр юрринче. Алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрин тĕревĕ пулса ĕмĕр ĕмĕрленинчен пысăкрах телей пур-ши этемшĕн? Çĕпрел районĕнчи Кĕçĕн Аксу ялĕнчи Василий Михайловичпа Евдокия Романовна Митрофановсем кун çинчен çын сăмахĕ тăрăх кăна мар пĕлеççĕ, вĕсем çак кунсенче хăйсен ылтăн туйне паллă турĕç-çке.
Акă ĕнтĕ 50 çул пĕр-пĕрне хисеплесе тату пурăнать çак мăшăр. Вĕсен вăхăтĕнчи çынсем хăйсен юратăвне уççăнах кăтартмасан та Митрофановсен ачисем ашшĕпе амăшĕ пĕр-пĕрне хытă юратнине курса ӳснĕ. «Пирĕн атте аннене çуралнă кунпа чечек парнелемесĕр пĕр çул та юлман», – теççĕ вĕсем. Ан тив, хаклă роза та, орхидея та мар, хирти чечек çеç пултăр вăл. Кун пек чух чечек хакĕ пĕлтерĕшлĕ мар-çке, чи хакли – чунри çепĕç туйăм паянхи кунччен упранни.
Текста малалла вулăр...
«Шăнкăрав» 25 çул шăнкăртатать
Февралĕн 14-мĕшĕнче Анат Камăри «Шăнкăрав» халăх ансамблĕ 25 çулхи юбилейне паллă тунă май кунти Техника çурчĕ питĕ шавлă пулчĕ. 1989 çулта йĕркеленнĕ ансамбль чи пĕрремĕш кунранах концертсемпе çӳреме пуçланă. Тутарстан халăхĕ вара çак ансамбле «Сувар» хаçат тухма тытăннăранпа пĕлет.
Анат Камăри чăваш обществине ертсе пыракан Н.А.Атряскин (йывăр тăпри çăмăл пултăр) тăрăшнипе «Шăнкăрав» тата «Тамаша» театрĕ 1996 çулта Атăл леш енчи районсенче пулса хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнăччĕ. Кама леш енчи районсемпе хуласенче çеç мар, ялсенче те концертпа пулнă вĕсем.
Ансамбле йĕркелекенĕ – ТР тата ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Борис Петрович Никитин. Вăл вилсен «Шăнкăравăн» ертӳçисем темиçе те пулнă. Михаил Максюткин та сахал мар ансамбльшĕн тăрăшнă. Унтан Тамара Сергеева ертсе пынă.
Текста малалла вулăр...
Чăвашшăн чăваш Пултăр çывăхрах
![]() |
А. |
Текста малалла вулăр...
КИЛĔШТЕРСЕ ПУРĂННИНЕ НИМĔН ТЕ ÇИТМЕСТ
![]() |
ЕНТЕШ ЯЧĔПЕ – АСĂНУ ХĂМИ
Текста малалла вулăр...
■ Страницăсем: [1], 2.
