Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (22.08.2019 15:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 25 - 27 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Шутлавçăсем

ТАР ТĂКМАСĂР ТУПĂШ КИЛМЕСТ

Ял хуçалăхӗнче пилӗк авмасăр тупăш илме çук. Унта кашни килограмм тырăшăн, аш-какайшăн тар тăкмалла. Çӗршывра фермер хуçалăхӗсен юхăмӗ пуçланни 25 çул кăна-ха. Вӗсене вăй илме патшалăх пулăшсан та йывăрлăхсемсӗр мар, чи пысăк проблема – продукцие вырнаçтарасси. Аксу район фермерӗсен тата хресчен хуçалăхӗсен ассоциацийӗн ертӳçипе Петр Алексеевич Погодкинпа тӗл пулсан шăпах çакăн çинчен калаçрăмăр.

■ Ирина КУЗЬМИНА.
А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ.

Ӗнешӗн – 3000 тенкӗ

Харпăр хуçалăхра ӗне, качака тытакан тутарстансем кăçал та патшалăх пулăшăвӗсӗр юлмӗç. Кун çинчен ТР Министрсен Кабинечӗ август уйăхӗн 16-мӗшӗнче хушу кăларнă. Унпа килӗшӳллӗн, сăвăнакан пӗр ӗне пуçне – 3000, качакашăн 1000 тенкӗ укçа параççӗ.


Марат Ахметов: «ХУÇАЛĂХРИ ĔНЕ ВĂЛ – ФИЛОСОФИ»

Ял халăхĕн хастарлăхне ӳстерес, харпăр хуçалăхсене тĕрев парас тата предпринимательствă н пĕчĕк формисене аталантарас ыйтусемпе Çĕпрел районĕнче декабрĕн 18-мĕшĕнче Çĕпрел, Пăва, Теччĕ, Апас, Кайпăç, Камско-Устьински, Тури Услон, Ешĕлвар, Спас районĕсен анлă канашлăвĕ иртрĕ. Унта ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин, ТР ял хуçалăх тата апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов та хутшăнчĕç. Аса илтеретпĕр, маларах çакăн пек зона канашлăвĕсем Павлă, Балтаси, Мензеле районĕсенче иртнĕ.

■ САНТĂР Элтиярĕ.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Тар тăкмасăр тупăш пулмасть

Республикăра çур аки ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Паянхи куна хирсен 90 процентне акса пĕтернĕ, пĕтĕмпе ял хуçалăх культурисемпе 1 миллион та 600 пин гектар лаптăка йышăнма палăртнă. Ку çул çĕрулмин, пахча çимĕçсен, сахăр кăшманĕн лаптăкĕсене ӳстерме йышăннă.

«Укçа-тенкĕ, ытти йывăрлăхсем пулсан та эпир акăнакан çĕрсене чакарма шутламастпăр та. Пачах та урăхла – май пур таран анлăлатма тăрăшатпăр. Кашни кун, тĕрĕсрех каласан пĕр талăкра 100 пин гектар чухлĕ хирсене сухаласа акатпăр, республикипе 2,5 пин техника ĕçлет. Пĕтĕмлетсе каласан çур аки кампанине кирлĕ ресурссемпе япăх мар тивĕçтертĕмĕр», – терĕ ТР ял хуçалăхпа апат-çимĕç министрĕ Марат Ахметов Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ брифингра.

Ял хуçалăх министрĕн шучĕпе, кăçал çур аки кампанийĕ çӳллĕ шайра йĕркеленсе пырать. Çĕршывра финанс лару-тăрăвĕ çăмăл мар пулин те минераллă удобренисем, вăрлăх, тата ытти кирлĕ япаласене туянма 8 миллиард чухлĕ кредит илме пултарнă.


Текста малалла вулăр...

Укçаран тислĕк шăрши кĕмест

Ялсем пĕтсе пыраççĕ тесе нумай çын хăйĕн пуласлăхне хулапа çыхăнтарма тăрăшать. Сăлтавĕсем сахал

мар: хуçалăх саланнă, ĕç çук, çын сахал, шкулсене хупасшăн. Чылайăшĕ çĕр ĕçĕпе е услампа аппаланма

шикленет: хут ĕçĕ, лизинг, кредит парăмĕ тата çĕнĕ кризис ял çыннине асăрхантараççĕ, хăнăхман вăл ун

пек ĕçе… Кун пек мĕнле шăпа кĕтет пирĕн ялсене? Ĕненес килмест, тĕрлĕрен ятарлă программăсене хута

янă-çке. ФАП-сем, клубсем тăваççĕ, шкулсене юсаççĕ, фермерсене те тимлĕх. Анчах патшалăхран пулăшу

илмесĕр ялта ĕçлесе, хăй тĕллĕн аталанса, пенсири ашшĕ-амăшĕ çине таянмасăр çын ытлă-çитлĕ

пурăнма пултарать-и паянхи кун?

■ Константин МАЛЫШЕВ.
А.Наумов сăнӳкерчĕкĕ.

Ӳркенменни валли ĕç пур

Ял хуçалăхĕнчи пĕчĕк бизнес Элкел районĕнчи пек аталанни республикăра сайра-тăр. Кунта темиçе фермер хуçалăхĕ йĕркеленсе паянхи кун ăнăçлă ĕçлет. «Хузангаевский» ЯХПК, «Красный Восток» агрофирмăсем пек пысăк хуçалăхсем пурри конкуренцие кăна ӳстерет. Чăн та, фермерсен йывăрлăхĕ çук мар-ха, калăпăр, районта пушă çĕр çукки ал-урана çыхать. Хăратари мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетекен К.Миндрюковшăн та акă хăйĕн çĕр лаптăкĕ çукки пысăк чăрмав. Апла пулин те фермер маларах палăртнă планран пăрăнмасăр сăвăнакан ĕнесен шутне 100 пуçа çитерме шутлать.

Паллă ĕнтĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен хальхи тĕп тĕллевĕ – картари выльăха ăнăçлă хĕл каçарасси. К.Миндрюковăн ку енĕпе кăçала йывăрлăхсем çук, арендăна илнĕ çĕр лаптăкĕ пулмасан та çулла выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрленĕ. Улăмпа «Хузангаевский» ЯХПК пулăшнă пулсан, утта çемйипе, тăванĕсемпе пĕрле çырма-çатрасенчен çулса пухнă.


Текста малалла вулăр...

Хулара пурăнни выльăх ĕрчетме чармасть

Ял çынни хулана куçсан та чăн-чăн хула çыннинех çаврăнмасть. Пурăна киле пĕчĕк дача илсе пахча çимĕç те пулин ӳстерсе çĕрпе аппаланма тăрăшать. Çемье фермисем, фермер хуçалăхĕсем йĕркелеме патшалăх пулăшнă вăхăтра ялта хăйĕн ĕçне пуçараканнисем те пур. Анат Камăри промышленность предприятийĕсенче тăрăшакан Галинăпа Анатолий Мокинсем те акă пĕлтĕр февраль уйăхĕнче Аксу районĕнчи Саврăшпуçĕнче фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ.

Вĕсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлеççĕ. Тĕп тупăш сĕт сутнинчен кĕрет. Ĕçе пуçлакан фермерсене пулăшакан программăпа илнĕ 1,5 миллион тенкĕпе ялти юхăннă «Заря» хуçалăхăн ферма çуртне юсанă, техника тата выльăх туяннă. Хальхи вăхăтра хуçалăхра 35 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вĕсенчен 27-шĕ сăвăнакан ĕне, кунсăр пуçне тата 16 гектар çĕр, «Беларусь», Т-40, Т-75 тракторсем, сĕт турттаракан машина.


Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕнче Н.Иванова доярка.

ял хуçалăхĕ

Кăçалхи пекки пулман
Тутарстан сахăр чĕкĕнтĕрне ӳстерме тытăннăранпа та кăçалхи пек пысăк тухăç илмен. Пĕр гектара тивекен вăтам тухăç республикăра 383 центнер. Ку эрне пуçламăшĕ тĕлне 55,3 пин гектар лаптăкран 2 миллион тонна ытла пылак тымар çимĕç пухса илнĕ. Вĕсенчен 906 пин тоннине тирпейлесе 116 пин тонна ытла сахăр песокĕ хатĕрленĕ. Республикăн халăхне ку çителĕклĕ.
Ытти культурăсем пирки калас пулсан, хальлĕхе кукурузăпа хĕвел çаврăнăшне тĕшĕлесе пуçтарса пĕтереймен-ха. Вĕсен тухăçлăхĕ те пĕчĕк мар, кукурузăн, тĕслĕхрен, 40 центнер ытла. Хальхи технологисем ку культурăсене сивĕтсен те пухса кĕртме май параççĕ, çавăнпа та çанталăк япăхлансан та тухăçа хирте хăвармĕç.
Урапана – хĕлле, çунана çулла хатĕрлемелле
ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствин приказĕпе килĕшӳллĕн, 2014 çулхи çур аки валли техникăсене хатĕрлеме тытăннă та ĕнтĕ.

Текста малалла вулăр...

ял хуçалăхĕ

Юр айне юлмасть
Иккĕмĕш çăкăр Тутарстанра юр айне юлас хăрушлăх çук, ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствин оперативлă даннăйĕсем тăрăх, октябрĕн 30-мĕшĕ тĕлне республикăра 8,0 пин гектарти çĕр улмине пухса кĕртнĕ, пĕтĕмпе 8,1 пин гектар кăлармалла. Пĕр гектара тивекен вăтам тухăç 173 центнер. Чи пысăк тухăç Елабуга, Арск тата Анат Кама районĕсенче çитĕннĕ, унти пĕр гектара тивекен вăтам тухăç 250 центнер.
Октябрĕн 29-мĕшĕ тĕлне республикăра хĕвел çаврăнăша пурĕ 44,8 пин тонна çапса илнĕ. Вăтам тухăç 14,0 центнер. Çак культурăна ӳстерессипе республикăра Элкел районĕн çĕр ĕçченĕсем малта, кунти вăтам тухăç 18,1 центнер.
Тутарстан çĕр ĕçченĕсен тĕп тупăшĕсенчен пĕри – сахăр чĕкĕнтĕрĕ. Ку культурăна пурĕ 50,4 пин гектартан 1875,4 миллион тонна кăларнă, ку вăл пĕтĕмĕшле лаптăкăн 91 проценчĕ.

Текста малалла вулăр...

ял хуçалăхĕ

Францирен кроликсем кӳнĕ
Çак кунсенче Тутарстана Францирен продуктивлăхĕ пысăк «Калифорнийская белая», «Новозеландская белая» ăратлă кролик çурисене (1-10 кунрисем) кӳнĕ. Автотранспортпа илсе килнĕ чĕр чунсене тӳрех Çӳлтӳ районĕнчи «Кроликсен ăрат завочĕ» ХАОна янă. Унта малашне çак ăратсене ĕрчетме тытăнаççĕ тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА.
Хирти ĕçсем
ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствин оперативлă даннăйĕсем тăрăх, октябрĕн 22-мĕшĕ тĕлне республикăра сахăр чĕкĕнтĕрне пĕтĕмĕшле лаптăкăн 80 процентне (44,2 пин гектар), пурĕ 1640,9 пин тонна кăларнă. Пĕр гектара тивекен вăтам тухăç 371 центнер. Кăçал сахăр чĕкĕнтĕрĕн тухăçлăхĕпе Апас (450 центнер), Пăва (439) тата Заинск (438) районĕсем малта.
Кунсăр пуçне çĕр ĕçченĕсем 21,4 пин гектар (31,0 пин тонна) хĕвел çаврăнăшĕ пухса кĕртнĕ.

Текста малалла вулăр...

ял хуçалăхĕ

Хĕвелсĕр тухăç çук
Пулас тухăç çине кĕркуннехи хĕвеллĕ кунсем витĕм параççĕ-мĕн. Мĕншĕн тесен кĕрхи калчасем кăна мар, улма-çырла тĕмĕсем те çителĕклĕ ультрафиолет дози илсе юлмалла. Ученăйсен шучĕпе çитес çул тухăç нумай пуласса кĕтмелле мар-мĕн, тĕслĕхрен, 2011 çулхи сентябрь-октябрь уйăхĕсенче хĕвеллĕ кунсем сахал пулнипе 2012 çулта ӳсен-тăрансем тĕрлĕ чир-чĕрпе чирленĕ. Кăçал кĕркунне вара хĕвеллĕ кунсем вуçех те çук. Сентябрьте пурĕ те темиçе кун кăна пулнă. Çавна кура ӳсен-тăрансем кăмпаллă чирсемпе чирлени палăрать, эппин, 2014 çулта çуркунне кĕрхи калчасем пĕтесси кĕтменлĕх пулмĕ. Çителĕклĕ ультрафиолет илсе юлайманнипех панулми йывăççисем те чирлеççĕ.
Çĕртме сухи юлать
Тутарстанри хăш-пĕр районта çĕртме сухи çурри кăна пурнăçланнă. Çарăмсан, Мĕслĕм, Лениногорск тата ытти районсем планран кая юлса пыраççĕ.

Текста малалла вулăр...

ял хуçалăхĕ

Кашни ĕнешĕн 2000 тенкĕ
Çитес эрнерен харпăр хуçалăхри кашни ĕне пуçне республика бюджетĕнчен 2-шер пин тенкĕ укçа уйăраççĕ. Регионти сăвăнакан выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетме паракан пулăшу ку. Çапла майпа республика çынсене харпăр хуçалăха малалла та аталантарма хавхалантарать. Хальхи вăхăтра Тутарстанри харпăр хуçалăхсенче 120 пин пуç сăвăнакан ĕне, ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов харпăр хуçалăхсем выльăх шутне ан чакарччăр тесен сĕт туянмалли хака ӳстермеллине, вăл пĕр килограмшăн 15 тенкĕрен кая мар пулмаллине те палăртнă.
Çĕр улми йӳнелмест
Иккĕмĕш çăкăра республикăра пĕтĕмпех кăларса пĕтермен-ха. Республикăн ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов хуçалăхсене ниме пăхмасăр тымар çимĕçе хирте хăвармалла маррине каланă. Мĕншĕн тесен кăçал иккĕмĕш çăкăр йӳнелмест – ӳсет.

Текста малалла вулăр...

ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ стратеги хатĕрлемелле
ТР Президенчĕ Р.Минниханов шучĕпе, Тутарстан ял хуçалăхĕнче плана тултарманни çанталăкран кăна килмест. Тĕп сăлтав ĕçе ăнăçлă ертсе пыманнинче тата бизнес-плансене шутласа хатĕрлеменнинче. Çакна республикăри пысăк ял хуçалăх йĕркеленĕвĕсен рентабельлĕхĕ юлашки 5 çулта 3 процентран ӳсменни те кăтартать. Çав вăхăтрах кӳршĕллĕ регионсенчи хуçалăхсен рентабельлĕхĕ типĕ 2010 çулта та 5 процентран чакман. Эппин, республикăри ял хуçалăх отрасльне çĕнĕ йышши мелиораци системи кирлĕ. Çакна палăртнă та Р.Минниханов ТР Патшалăх Канашне чĕнсе каланă чух. ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствине вара 2013 çул вĕçлениччен типĕ çанталăк условийĕсенче отрасле аталантармалли стратеги хатĕрлеме хушнă.
Рустам Нургалиевич каланă тăрăх, агрохолдингсене Правительство малашне те пулăшĕ, анчах вăл тата тĕллевлĕрех пулĕ.

Текста малалла вулăр...

ял хуçалăхĕ

Ĕç нумай-ха
Сентябрь уйăхĕн чĕрĕкĕ вĕçленчĕ пулин те республикăн уй-хирĕнче ĕç нумай-ха. Мĕншĕн тесен йĕпе-сапа çанталăк самай чăрмав кӳрет. Хальхи вăхăтра 550 пин гектара кĕрхи тырăсем акнă. Пĕтĕмпе илес пулсан, кĕрхи тырăсене акас ĕç япăх мар, калчасем валли те çĕрте нӳрĕкпе ăшă çителĕклĕ. Анчах кĕрхи тырăсене лайăх сыхласа хăварас тесен уй-хирсене хурт-кăпшанкăран хими препарачĕсем сапмалла.
Уй-хирте 200 пин гектара яхăн лаптăкри кукурузăна пухса кĕртмелли юлнă. Сăмах май, унăн тухăçĕ кăçал япăх мар-мĕн. ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов республикăри ĕне-выльăх усракан хуçалăхсене кăçалах çак культура валли вырăн уйăрса çĕр хатĕрлесе хума хушнă, мĕншĕн тесен çитес çул ку культурăн лаптăкне темиçе хут ӳстерме палăртнă.
Раççейре пĕрремĕш
«Алабуга» ятарлă экономика зонинче аш-какай юлашкисене тирпейлесе выльăх-чĕрлĕх белокĕ кăларакан «Сария Био-Индастрис Волга» завода 2011 çултах тума пуçланă.

Текста малалла вулăр...

ял хуçалăхĕ

Рапс пухма тухнă
Тутарстанри хуçалăхсем рапс пуçтарма тухнă тесе пĕлтерет ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерстви. Çак культура уйрăмах Актаныш районĕнче лайăх çитĕннĕ-мĕн, унти пĕр гектара тивекен вăтам тухăç 12,5 центнер.
12 тенкĕрен кая мар
Пăва районĕнче харпăр хуçалăхсенчен сĕт пухакансем халăхран сĕте малашне литрне 12 тенкĕрен кая мар хакпа туянма калаçса татăлнă тесе пĕлтерет район сайчĕ. Çакăн пек хак палăртма район администраци пуçлăхĕ А.Айзетуллов çине тăнă-мĕн. Мĕншĕн тĕсен сĕт пухакансен хальччен пĕрлехи хак пулман, çавăнпа вĕсенчен хăшĕ пĕр литрне 10-11 тенкĕпе, тепри 8-9 тенкĕпе пуçтарнă.
Хальхи вăхăтра районти ялсенчи харпăр хуçалăхсенче 3088 пуç сăвăнакан ĕне, халăхран куллен 8 тонна сĕт пуçтараççĕ, продукцин тĕп пайне сĕт-сыр комбинатне ăсатаççĕ.

Текста малалла вулăр...

ял хуçалăхĕ

Илтсен, курсан пĕлтерĕр!
Россельхознадзорăн Тутар- станри уйрăмĕ Африка чумин профилактикине ирттерес тĕллевпе хĕрӳ лини йĕркеленĕ. Организацисен представителĕсене тата граждансене хир сыснисем е килти сыснасем вилнĕ тĕслĕхсене курсан, илтсен (843)277-65-43, 277-69-57 телефонсемпе пĕлтерме е «Интернет-приемнăйра » хыпар хăварма ыйтаççĕ.
Сăвакансен хушшинче конкурс
РФ Ял хуçалăх министерстви Ленинград облаçĕпе пĕрле сентябрĕн 18-21-мĕшĕсенче машинăпа сĕт сăвакансен XXIV Пĕтĕм Раççей конкурсĕ ирттерет. Унта регионсенчи конкурссенче пĕрремĕш вырăна тухнă çĕнтерӳçĕсем хутшăнаççĕ. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ, пĕрремĕшĕнчен, çĕнĕ технологипе тата оборудованисемпе усă курса ĕç пахалăхне лайăхлатасси, малта пыракансен мелĕсене пропагандăласси. Иккĕмĕшĕнчен, машинăпа сĕт сăвакан операторсен ăсталăхне ӳстересси.

Текста малалла вулăр...

Ĕç пур-тăк, ял пурăнать

Лениногорск районĕнчи çичĕ яла пĕрлештерекен «Агрофирма «Лениногорская» тулли мар яваплăхлă общество йĕркеленни, унта Çĕнĕ Шешкел кĕни нумай мар пулин те улшăнусем куç умĕнчех: хирте пĕр вĕçĕмсĕр техника кĕрлет (кунта яланхи пекех тыр-пул çитĕнтереççĕ), ял хыçĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен хальхи йышши комплекс çĕкленет, юнашарах йĕтем çи те çĕнелет.
Сăмах май каласан, колхоз-совхозсен вăхăтĕнче те çак ялăн хуçалăхĕ ура çинче çирĕп тăраканни пулнă-ха. Халĕ те халăх ӳркенмест. Тепĕр тесен, ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхе юлашки çулсенче вырăнти халăх питĕ кĕтнĕ. Ĕç пулмасан çемьене мĕнле тăрантармалла-ха? Ирĕксĕрех юта çӳреме е урăх вырăна пурăнма куçма тивет-çке. Юрать-ха, ку тăрăха инвестор вăхăтра килнĕ. Агрофирмăн «Шешкел» уйрăмĕнче ĕç вырăнĕсем йĕркеленни те çĕнĕшешкелсене алă çавăрса яма пулăшать.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
Автор сăнӳкерчĕкĕнче ферма заведующийĕ П.Сидюков.

ял хуçалăхĕ

ПРЕЗИДЕНТ ПĂВА РАЙОНĔНЧЕ
ТР Президенчĕ Рустам Минниханов Пăва районĕнче вырма мĕнле пынипе паллашнă. Хирсене вертолетран сăнаса пăхса çӳренĕ хыççăн Рустам Минниханов «Ак Барс агро» агрохолдинга кĕрекен ООО «Авангард» хирĕнче районти хуçалăхсемпе ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулнă. Хальхи вăхăтра ку хуçалăх хирĕнче урпа çапаççĕ. Унăн тухăçĕ гектартан З8 центнер. Районта акнă лаптăксен 66 проценчĕ çинчен тырă çапса илнĕ. Тухăç гектартан 27 центнер тухать. Вырмапа пĕрлех кĕрхи тырăсене акма хатĕрленес ĕçсем пыраççĕ, лаптăксен 15 процентне хатĕрленĕ ĕнтĕ. Вырмана районта 10 кунтан, кĕрхи тырăсене акассине сентябрĕн 15-мĕшĕччен вĕçлесшĕн. Çав кунах Р.Минниханов вырма ĕçĕсем Çĕпрел районĕнче мĕнле пынипе паллашнă.
ЛЮЦЕРНĂН ТУХĂÇЛĂ СОРЧĔ
Тутарстанра люцернăн çĕнĕ сортне – нумай çул ӳсекен, пысăк тухăçлă «Гюзель» сорт кăларнă.

Текста малалла вулăр...

ял хуçалăхĕ

ПИРВАЙХИ ПРЕМИЕ ТИВĔÇНĔ
Апас районĕнче вырман малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх укçан пирвайхи преми панă. Ахат Загиров ертсе пыракан комбайнăн экипажĕ 6,3 пин центнер тĕш тырă çапса илнĕ. Вырмана хăвăртлатнă меслетпе ирттерме механизаторсене комбайнăн тăхăр метрлă жатки «пулăшать». Чăнах та, техника çĕнĕлĕхне хăнăхма малтанласа йывăр пулнă. Анчах та комбайнер хăй те, пулăшаканĕ – Рамиль Миннебаев та ăна кĕске срокра алла илнĕ.
ВĂРЛĂХА ХЫВАÇÇĔ
Мензеле районĕнче çĕнĕ тырра çитес çул акма вăрлăха хывма тытăннă. «Вамин Минзаля» агрофирмăн «Якты юл» хуçалăхĕнче ĕçсем ку тĕлĕшпе уйрăмах лайăх пыраççĕ. Тĕш тырă тасалать, кирлĕ кондицисене çитет, унтан ăна агрофирмăн ытти уйрăмĕсене леçеççĕ. Аю ялĕн йĕтемĕнче йĕрке хуçаланать. Йĕтемпе складсем кунта вырма тапхăрĕнче çеç мар, çулталăкĕпех ĕçлеççĕ.

Текста малалла вулăр...

ял хуçалăхĕ

Çумăр çуни пулăшнă
Республикăра кăçалччен саранча пĕчченшерĕн пурăннă. Çавăнпа ăна асăрхаман та. Кăçал, çанталăк уйрăмлăхĕсене пула, вĕсем кĕтӳпе пурăнасси çине куçнă. Елабуга районĕнче специалистсем саранчан пысăк кĕтĕвне асăрханă. Республикăн тата 16 районĕнче те саранча кĕтĕвĕсем пулни палăрнă. Васкавлă мерăсем йышăнни, сиенленнĕ вырăнсене имçамлани лайăх результатсем панă. Паянхи куна саранча шучĕ пĕр тăваткал метр пуçне 10-20 экземпляр таран чакнă. Çакă хăрушах мар. Сиенлĕ кăпшанкăсен активлăхне çумăрсем пуçланни те чакарнă, вĕсем çăмарта сахалрах хума пуçланă.
Кредит илеççĕ
Тутарстанра çулталăк пуçланнăранпа харпăр тата фермер хуçалăхĕсем 3,8 миллиард тенкĕлĕх 13,2 пин кредит илнĕ. Çак укçа-тенкĕ ял çыннисене техника, оборудовани, ăратлă выльăхпа чăх-чĕп туянма кирлĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 9.