Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.09.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 746 - 748 мм, 6 - 8 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЯЛ ПЫЛЧĂКРАН ТАСАЛАТЬ

Хулаçырми ял хутлăхӗ республикăри социаллă программăсене пурнăçа кӗртессипе Çӗпрел районӗнчи тӗрӗслев полигонне çаврăннă пекех туйăнать. Поселени пуçлăхӗ Сергей Ананьевич Салифанов нумай пулмасть пирӗн ыйтусем çине хуравларӗ.

– Эсир Хулаçырми ял хутлă­хӗн пуçлăхӗ пулса хăçантанпа ӗçлетӗр?

– Манăн ку вырăнти ӗç стажӗ пысăк, часах 17 çул пулать, 2000 çулта тытăннăччӗ.

– Мӗнле çитӗнӳсем тума пултарчӗ ял тăрăхӗ çак вăхăтра?

– Çак вăхăт хушшинче пирӗн ял тӗпренех улшăнчӗ темелле. Эпир питӗ пысăк ӗçсем турăмăр. Ял халăхӗ тăрăшнипе, спонсорсем пулăшнипе. Кунта Н.Ф.Угасловăн пысăк пулăшăвне палăртса хăвармалла. Чи пӗл­терӗшлӗ çитӗнӳсенчен çак­на палăртас килет – яла пыл­чăк­ран тасатрăмăр. Ялти çулсене цеолит сарса тухрăмăр, пӗтӗм урама. Тăкăрлăксене те хăвармарăмăр.


Текста малалла вулăр...
■ Константин МАЛЫШЕВ калаçнă.
А.Наумов сăнӳкерчӗкӗсем.

ТУСЛĂХПА ÇЫНЛĂХ – ЫТАРАЙМИ ЫРЛĂХ

Елчӗк каччине Сергей Карамаликова Хусанти медицина институтне вӗренсе пӗтерсенех Элметри «Татнефть» АОУ медсанчаçне ӗçлеме ярасси çинчен пӗлтерсен çамрăк тухтăр хирӗç пӗр сăмах та каламан. «Ара, патшалăх мана вӗрентсе мӗн чухлӗ тăкак курнă та»,– тенӗ те Хусантан тӳрех направленире кăтартнă хулана тухса вӗçтернӗ. Унтанпа сахал мар вăхăт иртнӗ ӗнтӗ, Сергей Александрович халӗ пысăк опытлă тухтăр. Республикăри онкологи клиника диспансерӗн Элметри филиалне ертсе пырса усал шыçă аталанассине чарас, сиплес енӗпе тăрăшать.

■ Анатолий ТИМОФЕЕВ.
Пичет ветеранӗ,
ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ.

Галина Спиридонова: «ФРАНЦИ РАÇÇЕЙ МАР, КӲРШЕ КАЯЙМАСТĂН»

Çак кунсенче редакцири телефон вăрăммăн шăнкăртатрӗ те трубкăна илсенех чăвашла «Салам!» тени илтӗнсе кайрӗ. Францири Денвиль хулинче пурăнакан тусăмăр, маттур чăваш пики Галина Спиридонова иккен. Анат Камăра чăваш центрне, чăваш ачисен вырсарни шкулне, ансамбльсене йӗркелеме хутшăннă çак хастар хӗрарăм Францире те тăван культура çинчен манмасть. Пӗлтӗр вăл тепӗр йăхташпа пӗрле «Аванград» чăваш центрне йӗркелесе янă. Францири пурнăçӗ çинчен хаваспах каласа пама килӗшрӗ вăл.

■  Ирина КУЗЬМИНА калаçнă.
Г. Спиридонова архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

УМРА ЫРĂ МАЛАШЛĂХ КУРАТĂП

Чăваш Енри паллă ертӳçӗ, политик Анатолий Пантелеймонович Князев çинчен эпир пӗрре кăна çырман. ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ чухне Пăва районӗнче иртнӗ пысăк мероприятисене хутшăнни, ку тăрăхри культурăпа вӗрентӳ учрежденийӗсене, Тутарстанри ЧНКА хастарӗсемпе «Сувар» редакцине тӗрлӗ енлӗн пулăшни çинчен чылайăшӗ лайăх пӗлет. Çавна май талантлă журналист, «Правда ПФО» интернет-хаçатăн редакторӗ Александр Белов унран илнӗ интервью вулакансемшӗн кăсăк пулӗ тесе шутлатпăр.  

■ Анатолий ТИМОФЕЕВ куçарнă.
Сăнӳкерчӗк Правда.ПФО сайтран.

РАИЛЯ ГАРИПОВА: «ТАЛАНТСЕМ ПУР, КУЛЬТУРА ÇИТМЕСТ»

Раиля Мухаметхановна Гарипова Тутарстанра паллă çын: балет артистки, пултаруллă балетмейстер, Тутар АССР халăх артистки. Çӳлту районӗнче 1946 çулхи ноябрӗн 22-мӗшӗнче çуралнă. 1967-69 çулсенче Тутар АССРӗн юрăпа ташă ансамблӗн солистки пулнă. 1974 çулта Мускав патшалăх культурăпа искусствăсен университетӗнчен вӗренсе тухнă. 1977 çулта юрăпа ташă ансамбльне ертсе пыма пуçланă, паян кунчченех тӗп балетмейстер тивӗçӗсене пурнăçласа пырать. Тутар патшалăх юрăпа ташă ансамблӗсӗр паян пӗр пысăк мероприяти те иртмест, ют çӗршыва каймалла чухне те республика ертӳçисем вӗсене хăйсемпе илеççӗ. Ансамбль репертуарӗ анлă, чăваш ташши те пур пуян пухмачра.


ОКСАНА СТАШЕНКО: «ИНТЕРЕСЛӖРЕХ РОЛЬСЕМ ТЕ ВЫЛЯМА ПУЛТАРАТТĂМ»

Оксана Сташенко Раççейӗн тава тивӗçлӗ артистки. Фортепианопа музыка шкулне пӗтернӗ, Саратоври театр училищинче вӗреннӗ. Липецкри Çамрăксен театрӗнче, Каменск-Уральскри драма театрӗнче, Мускав облаçӗнчи Островский ячӗллӗ драма театрӗнче ӗçленӗ. Телеертӳçӗ пулса Турци телевиденийӗнче «Стамбул глазами россиян« телекăларăма ертсе пынă, «Дарьял ТВра» «Веселый погребок» кăларăмăн авторӗ пек палăрнă. Кинора ӳкерӗнет. Юрлать, 2007 çулта 5 CD альбом кăларнă, «Путешествия странствующей актрисы» цикла кӗрекен «Мой Непал» кӗнеке авторӗ.

Оксана Сташенко тӗлӗнмелле актриса. Хӗвеланăç Украинăра иртнӗ концертра ăна пуçӗпех телефонсемпе планшетсен ăшне путнă ачасем те тимлӗн итлесе ларчӗç – гаджечӗсене пăрахсах. Хам унпа хăçан та пулин тӗл пуласса тата интервью илессе шутламан та. Акă сисмерӗм те эпир унпа хире-хирӗç тахçанах пӗр-пӗрне пӗлекен туссем пек калаçса ларатпăр.


Текста малалла вулăр...

Ольга ЕФИМОВА: «ÇЫВĂРАС УМӖН ВУЛАС КИЛЕТ»

Çарăмсан районӗнчи Акрель библиотекинче ял кун-çулӗпе çыхăнтарса хатӗрленӗ альбомсем нумай. «Тăван ялăм ман Акрель», «Тыл ӗçченӗсем» тата ытти те. Кӗнеке çурчӗн хуçи хăй те ял çинчен нумай каласа пама пултарать. Клуб ӗçченӗсем Çăварни, Питрав еплерех иртнин сценарийӗсене унран ыйтса пӗлеççӗ. Ольга Ефимова 39 çул библиотекарь пулса ӗçлет.

■ Константин МАЛЫШЕВ калаçнă.
А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ.

Алина НИКИТИНА: «КУЛЬТУРĂРА ӖÇЛЕКЕНСЕМ КĂТКĂСЕМ ПЕКЕХ...»

Тутарстанри «Чăваш пики-2016» конкурсра та палăрса вырăн йышăнчӗ ку хӗр, Нурлатра иртнӗ Регионсем хушшинчи «Уяв пикинче» вара I вырăн йышăнчӗ. Илемӗпе те, пултарулăхӗпе те тӗлӗнтереет. Çак районти Киклӗпуçӗнче çуралса ӳснӗ Алина Никитинăпа çывăхрах паллашас терӗмӗр.

■ Константин МАЛЫШЕВ калаçнă.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Александр ШАДРИКОВ: «ТӖП ВЫРĂНТА ÇЫНСЕМ»

Çӗпрел районӗн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвӗ паян лайăх шайра пурнăçланса пырать. Çак ырă улшăнусем чи малтан унта пурăнакан халăха савăнтараççӗ. Çӗнӗлӗхсем района Александр Шадриков ертсе пынăранпа кӗрсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Хальхи лару-тăрура ӗç çине çӗнӗлле кӗрсе пыни, çӗнӗ майсем шырани самана кирлӗлӗхӗ пулса тăраççӗ. Чи пысăк улшăну шутне район инвестицилле аталанупа нумай ӗçленине кӗртмелле. Кун пирки майăн 6-мӗшӗнче Çӗпрел районӗн пуçлăхӗпе Александр Шадриковпа курса калаçрăмăр.

■ Ирина ТРИФОНОВА калаçнă.
«Тăван ен» хаçат редакцийӗн архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

ЭРНЕРЕ ÇИЧӖ КУН КАВИР ÇИНЧЕ

Иртнӗ уйăхра Пушкăртстанри Туймазы хулинче пиçиххипе кӗрешессипе юниорсен хушшинчи Раççей первенстви иртрӗ. Унта çӗршывăн 25 регионӗнчен 200 яхăн спортсмен хутшăнчӗ. Тутарстан чысне Алексеевское хула евӗрлӗ поселокра пурăнакан чăваш хӗрӗ Диана Игнатьева хӳтӗлерӗ. Ăмăртура Диана Раççей спорт мастерӗ нормативне пурнăçланисӗр пуçне 52 килограмм виçе йывăрăшӗнчисен хушшинче I вырăна тухса ылтăн медальпе таврăнчӗ.

■ Майя ИГНАТЬЕВА.
Д.Игнатьева архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Владимир Егоров: «МĂНУКСЕНЕ ВӖРЕНТМЕ ӖМӖТЛЕНЕТӖП»

Владимир Егоров композитора тата юрăçа Тутарстанра пӗлмен çын сахал. Пултаруллă чăваш Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче 1961 çулхи мартăн 16-мӗшӗнче çуралнă. Çемьере вăл чи кӗçӗнни — тăххăрмӗш, пурӗ Егоровсен 7 ывăлпа 2 хӗр ӳснӗ. Вăтам шкултан вӗренсе тухсан Кивӗ Саврăшри Культура çуртӗнче илемлӗ пултарулăх ертӳçинче ӗçлеме пуçланă. Çар хӗсметӗнчен таврăнсан ăна клуб директорӗ туса хунă. Аслă пӗлӳ Чăваш патшалăх педагогика институтӗнчи музыка факультетӗнче илнӗ. Вӗренсе пӗтерсен Кивӗ Саврăш вăтам шкулӗнче тăватă çул директорăн воспитани енӗпе çумӗ пулса ӗçленӗ, музыка урокӗсене илсе пынă. 1990 çулта Савгачевăри вăтам шкула куçнă та паянхи кунччен çакăнта вăй хурать. Нумай пулмасть суварçăсем Аксу районӗнче пултăмăр, паллах, В.Егоровпа та курса калаçрăмăр.

■ Ирина ТРИФОНОВА.
А.Пикалов сăнӳкерчӗкӗ.

Яланах халăхпа, халăхшăн…

Харăсах темиçе ӗçе пурнăçлама пултаракан çынсенчен нихăçан та тӗлӗнме пăрахмастăп. Калăн, талăкра вӗсен 24 мар, 26 сехетех. Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинче пурăнакан Дария Валентиновна Романоваран та акă, талăкра миçе сехет çывăрнине ыйтсан: «Мана çывăрса тăранма тăватă сехет те çитет», – тенӗччӗ шӳтлӗн. Çак черчен хӗрарăм ун чух Чăваш Майнин ял хутлăхӗн пуçлăхӗ пулнă хушăрах ялти шкулта ачасене хими предметне вӗрентме те, районти ЧНКЦ ертӳçи пулма та ӗлкӗретчӗ. Кунсăр пуçне мăшăр, анне. Дария Валентиновна нумай пулмасть 60 çулхи юбилейне паллă турӗ.

■ Ирина КУЗЬМИНА.
Романовсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Светлана Смирнова: «АЧАСЕНЕ ЮРАТАТĂП»

Хусанти Декабристсен урамĕнчи 2-мĕш çуртри 7-мĕш хутра тĕпленнĕ «Сувар» хаçат редакцине нумай чăваш килсе çӳрет. Çав шутра çамрăксем те. Хăшĕсене хаçат ĕçĕ-хĕлĕ кăсăклантарать, теприсем хыпар пĕлтерме е салам пичетлеттерме килеççĕ. Хăшĕсем хăйсем çинчен каласа пама та хирĕç мар. Паян сире Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕн хĕрĕпе паллаштаратпăр. Вăл – вожатăй.

– Хăвăнпа паллаштар-ха, тархасшăн?

– Эпĕ Светлана Смирнова, Хусанти федераллă университетри Хими институтĕнче 3-мĕш курсра вĕренетĕп. Хам Елчĕк районĕнчен, Курнавăш ялĕнчен. Хусанта 2013 çултанпа.

– Елчĕксем Хусанта нумайăнах мар пуль? Мĕнле килме шутларăн тутарсен тĕп хулине?

– Эп пĕлекен елчĕксем кунта вунă çынран ытла мар. Чăнах та, шкул пĕтерекенсенчен 98 проценчĕ-тĕр Шупашкара каять. Анчах Хусан питĕ пысăк хула, Шупашкар кăна мар.


Текста малалла вулăр...

ВĂЙСĂРРИ ÇĂЛАВÇĂ ПУЛАЙМАСТЬ

Çак çынсемшĕн кашни кун – экстремаллă. Вĕсем яланах вилĕмпе юнашар. Ахальтен мар ĕçĕ хăрушшисенчен пĕри. Тен, çавăнпа та вăл нумайăшне илĕртет, анчах пурне те парăнмасть. Кунран кун çын хуйхине курма, вăй-халсăр юлсан та инкеке лекнĕ çынна çăлма, вут ăшне кĕме пурте пултараймаççĕ. Çавăнпа та çак профессире килен-каянсем çук, кашни хăй вырăнĕнче. Паллашăр, паян пирĕн редакци хăни Хусанти 60-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн уйрăм командирĕ, Пăва районĕнчи Рункă каччи, аслă сержант Иван Фомин.

■ Майя ИГНАТЬЕВА.
И.Фомин архивĕнчи
сăнӳкерчĕк.

Иксĕлми талант, пултаруллă ертӳçĕ

Валерий Петрович Комиссаров 1956 çулхи мартăн 14-мĕшĕнче Яманчӳрел ялĕнче çуралнă. «Коммунизм ялавĕ» («Хыпар») хаçатра корреспондент (1979-1988), ЧР Журналистсен пĕрлĕхĕн яваплă секретарĕ (1988-1992) пулса ĕçленĕ. Паянхи кунчченех ЧР Журналистсен пĕрлĕхĕн председателĕ. Пĕр вăхăтрах, 1996 çултанпа, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ, филологи наукисен кандидачĕ. 2005 çултанпа Чăваш кĕнеке издательствине ертсе пырать. ЧР тата РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. ЧР журналистсен С.Элкер ячĕллĕ премийĕн, РФ Журналистсен пĕрлĕхĕн премийĕн лауреачĕ.

«Чувашская Республика. Приглашение к сотрудничеству, «Чăваш Ен журналисчĕсем», «Чăваш Енри районсемпе хуласен хаçачĕсем» издательство проекчĕсен ертӳçи, йĕркелӳçи. 10 ытла наука ĕçĕн авторĕ.

■ Анатолий ТИМОФЕЕВ.
пичет ветеранĕ,
ЧР культурăн тава
тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Артём Носков: «Пĕрремĕш вырăнта çемье»

Ĕнерхи çамрăксенчен пултăклă çынсем ӳссе çитĕнни хуть кама та савăнтарать. Тутарстанра çакă пушшех те палăрать, специалистсем хатĕрлесси республикăн стратегиллĕ планĕсен шутне кĕрет. Артем Носкова та паянхи саманан çĕнĕ çыннисен шутне кĕртмелле. Вăл Çĕнĕ Шуçăм районĕнчи Чăваш Шупашкар ялĕнче 1990 çулхи апрелĕн 21-мĕшĕнче çуралнă. Çемьере улттăмĕш ача. Хăйне çитĕннĕ çын пек питĕ те ир туйма пуçланă пулас. 9 класс пĕтерсенех Анат Камăри педколледжа вĕренме кĕрсе акăлчан чĕлхипе вĕрентекенĕн специальноçне илет. Вун саккăр тултарсан ялти шкулта ĕçлеме пуçлать, унпа пĕрлех Хусанти федераллă университетăн Елабугăри филиалĕнче вырăс филологи факультетĕнче вĕренет. 2012-2014 çулсенче КНИТУри патшалăх тата муниципаллă управленийĕн тата социологи кафедринче магистратура пĕтерет. Вĕренес туртăмĕ пысăк пулнăран хальхи вăхăтра та вăл çак аслă шкултах аспирантурăра пĕлĕвне туптать, политика наукисен кандидачĕ пулма хатĕрленет.


Текста малалла вулăр...
■ Ирина ТРИФОНОВА калаçнă.
А.Носков архивĕнчи сăнӳкерчĕк.

ТАВ ТĂВАТПĂР

Ыркăмăллăх Раççейре мĕн ĕлĕкренпех йăлара. Çапах та паянхи кун ыркăмăллăхçăсем питех нумай тесе калаймăн. Ăçта мĕнле пуль те, анчах шăпа пире вĕсем енчен кӳрентермен – Çĕпрел районĕн Хулаçырми ялĕнчи ача садне ырă çынсем пулăшсах тăраççĕ.

■ Елена МУТИНА, ача сачĕн заведующийĕ.
Çĕпрел районĕ,
Хулаçырми.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

А.П.Глухов: «Пире пухăнма вырăн çук»

Самар облаçĕнчи чăвашсем тесен куç умне тӳрех пĕвĕпе çӳллех мар, тĕреклĕ чăвашăн, Алексей Глуховăн, сăнарĕ тухать. Тольяттире пурăнаканскер, область тулашне час-часах тухса çӳрет. Самар тăрăхĕнчи Чăваш наципе культура автономийĕн ĕçне тахçантанпа хутшăннăран вăл хăйсен енчи чăвашсем мĕнлерех пурăннине лайăх пĕлет. Алексей Петрович Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ премийĕн 2014 çулхи лауреачĕ те. Эпир унпа шăпах 2015 çулхи лауреата чысланă вăхăтра курса калаçрăмăр.

■ Константин МАЛЫШЕВ калаçнă.
А.Александров сăнӳкерчĕкĕ.

Ăна астăваççĕ, юратаççĕ

Хусанти мăсăльман кинофестивальне хисеплĕ çын, нумайăшĕн юратнă актерĕ, режиссер тата сценарист Рустам Сагдуллаев килнĕччĕ. Пирĕн асра вăл «В бой идут одни старики» кинофильмра «Ромео» ролĕпе асра юлнă.

Кино сеансĕсен тăхтавĕнче эпĕ унпа сăнӳкерчĕк ӳкерĕнтĕм. Каçпа юлташсемпе пĕлĕшсене кăтартрăм. Пĕлесчĕ мĕн чухлĕ савăнăç, ырă асаилӳсем çуратрĕ вăл сĕтел хушшинче пуçтарăннă çынсенче! Актера, вăл хальхи вăхăтра сахал ӳкерĕнсен те пурте астăваççĕ, юратаççĕ. Еплерех йĕр хăварнă иккен вăл пирĕн чĕресенче. Пĕр суту-илӳ маркин директорĕ Андрей Блохин фирма ятĕнчен актера парне тума та пулчĕ, çапла вăл совет тапхăрĕнчи кинематографие хисепленине палăртас терĕ. Рустам Абдулаевича эпир «Хусан кийĕ» лавккана чĕнтĕмĕр. Тĕлпулу савăк иртрĕ. Рустам Абдулаевич кие хăйех суйласа илчĕ те ăна тӳрех вăйăра тĕрĕслесе пăхас терĕ.


Текста малалла вулăр...
■ Лионелла МИХАЛЕВА.
калаçнă.

А.Айдаров: «Мĕншĕн чăвашсем кутăнла юхăма суйлаççĕ?»

Темшĕн пирĕн халăхра чăваш чĕлхи ялта кăна кирлĕ е, Чăваш Енри пек каласан, Канашран аяккарах илсе çитереймест текен шухăш çирĕпленнĕ. Эстонире хутăш çемьере çуралса ӳснĕ Александр Айдаров (ашшĕ вырăс, амăшĕ Пушкăртстан чăвашĕ) вара кун пирки пач урăх шухăшлă. Таллинра вăл «Палан» чăваш фольклор ушкăнне ертсе пырать тата «Тарай» чăваш поп-рок ушкăнне йĕркеленĕ. «Тарай» пирки калас пулсан, çакăн евĕрлĕ юрă-кĕвĕ халиччен никам та çырман-ха. Халăх йăлине пăхăнса пыракан çемĕ пентатоникăпа кăна мар, ташă ритмикипе те палăрать. Юрă сăмахĕсем пирки çакна каламалла, «Тарай» ушкăн кулленхи ыйтусем пирки юрлать. Чăваш поэчĕсен сăввисене кĕвĕлеççĕ вĕсем. Хăй чăвашла тап-таса калаçнине те палăртса хăвармалла.

– Саша, мĕншĕн эсĕ Эстонире пурăнса чăваш тымарусене аса илтĕн, мĕн тума кирлĕ пулчĕ сана, Европа çамрăкне, чăваш чĕлхи?


Текста малалла вулăр...
■ САНТĂР Элтиярĕ.
А.Айдаров архивĕнчи сăнӳкерчĕк.


■ Страницăсем: [1], 2.