Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (22.10.2019 21:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ВĂРÇĂРАН ТАВРĂНМАННИСЕНЕ ШЫРАТПĂР

Салам редакци ĕçченĕсене!
Илья Иванович Муллин 1911 çулхи августăн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Елчĕк районне кĕрекен Таяпа Энтри ялĕнче çуралнă. Вăрçа Елчĕк районĕн çар комиссариачĕ урлă кайнă (август вĕçнелле е сентябрь пуçламăшнелле). Кăна эпĕ кукамай каласа панă тăрăх çеç пĕлетĕп. Кукаçей вăрçа хăй пăхнă лашипех тухса кайнă, вăл вăрçăччен ялта лаша витинче ĕçленĕ. Кукамай кукаçейĕн виç кĕтеслĕ çырăвĕсене йывăçран тунă пĕчĕк ещĕкре упратчĕ, иле-иле вуланине астăватăп-ха. Кăранташпа çырнăран лайăхах курăнмастчĕ. Пурĕ виçĕ çыруччĕ. Адресне «полевая почта» тесе палăртнăччĕ, номерне астумастăп. Кукаçей Смоленск патĕнче çапăçни паллă. Вăл хыпарсăр çухални çинчен хыпар килсен манăн анне çуралнă (кукаçей вăрçа кайнă чух кукамай йывăр çын пулнă). Аннен аппăшĕ ашшĕнчен виççĕре юлнă.
Кукамай 1986 çулхи июньте çĕре кĕчĕ.

Текста малалла вулăр...

ВĂРÇĂРАН ТАВРĂНМАННИСЕНЕ ШЫРАТПĂР

Эпĕ Теччĕ районĕнчи Çармăс ялĕнче çуралса ӳснĕ, Апас районĕнчи Чĕрккĕне качча килнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чух вунă çултаччĕ. Атте – Алексей Васильевич Ишимов. Эпир çемьере пилĕк ача çитĕннĕ. Тете, Николай Алексеевич, 1918 çулта çуралнă; тепĕр тете, Трофим Алексеевич, 1923 çулхи – ăна 1939 çулта шахтăна илсе кайрĕç. Вăрçă пуçлансан, 1941 çулхи сентябрьте, яла таврăнса окопсем чавса çӳрерĕ. 1942 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче салтака илсе кайрĕç ăна. Малтан Красноярскраччĕ вăл. Анне тете патне мана çырусем çыртаратчĕ. 1942 çулхи сентябрьте Трофим тете Сызрань станцийĕнчен çыру янăччĕ, «ку çыру, тен, юлашки те пулĕ» тесе çырнăччĕ. Извещени килнине астăватăп.
Атте вăрçăран таврăнсан виçĕ çултан чире пула вилчĕ, Николай тете Берлина çитиех кайса таврăнчĕ, 1998 çулта вилчĕ. Трофим тете çинчен пĕлес килет.

Текста малалла вулăр...