988-мĕш кăларăм:
«ÇĂЛКУÇРА» КУЛЬТУРА УПРАНАТЬ
Ялта информаципе культура центрне уçни Элмет районĕнчи Чăваш Сиреньелĕнче пурăнакансемшĕн чăн-чăн уяв пулса тăчĕ. Мĕншĕн тесен çĕнĕ библиотекăра чăваш халăх музейĕ те, кĕнеке-хаçатсăр пуçне информаци илмелли ытти меслетсем те пур. [...]
ПОЭТ ТУНСĂХНЕ ĂНЛАНМАСТĂП
Хусанта чăвашсен пурнăçĕ вĕресе тăрать тени ӳстерни пулмасть, пур сферăна та пырса тивеççĕ çак сăмахсем: паллах, чи малтанах эрнерен эрнене тухса тăракан «Сувара» асăнмалла, культура аталанăвĕ те вырăнта тăмасть – концертсем те йĕркелеççĕ, хулари чăвашсен 5 çул тултарнă «Салам» фольклор ушкăнĕ те хастар ĕçлет, обществăпа политика пурнăçĕ те вырăнта тăмасть. Чăвашсен ӳнер искусствипе те хусансем паллашсах тăраççĕ. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
кĕскен
Юнкун, декабрĕн 12-мĕшĕнче, РФ Президенчĕ В.В.Путин тăватă çулхи тăхтав хыççăн Федераллă Пухăва чĕнсе каланă. 1 сехет те 30 минутра Президент тем пирки те калаçса ĕлкĕрнĕ. [...]
Республикăра
республикăра
АНАТ КАМĂРИ тăлăхсен çуртĕнчи 12-ри Настя Зотовăпа унăн 5-ри йăмăкне Лерăна декабрĕн 20-мĕшĕсенче Видеоспорт.ru сайтра кăтартĕç. [...]
Кӳршĕсенче
кӳршĕсенче
УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔНЧЕ сĕт таварĕсем кăларакан завод тума шутлаççĕ. Декабрĕн 10-мĕшĕнче çакăн çинчен калакан килĕшӳ çине алă пусса çирĕплетнĕ. [...]
Районсенче
Пысăк ĕç тунăшăн
«Суварăн» иртнĕ номерĕнче Евгений Турхан çырнă «Академи çирĕмре» статьяна вуланисем Чăваш халăх ăс-хакăлпа ӳнер академийĕ 20 çул тултарнине паллă туни çинчен пĕлчĕç. Унта халăх историне, культурине, йăли-йĕркисене тĕпчесе кĕнекесем кăларса пысăк ĕç тунăшăн пирĕн ентеше, Павлăра пурăнакан Виталий Козлова та саламланă. [...]
ТУХĂÇ САВĂНТАРАТЬ, ЗАВОДА ВАСКАТЬ
Хресченсем тахçанах хирсенчи ĕçсене вĕçленĕ, ăшăра ларса хĕл ларасса кĕтеççĕ пулĕ тесе шутласаччĕ Пăваналла çул тытнă чух. Апла мар иккен, сахăр чĕкĕнтĕрне туса илекенсен ĕçĕ вĕçленмен-ха. [...]
КĔРЕШĔН ЧĔЛХИ УРОКĔСЕМ
Тĕрĕсне калатăп, намăс мана, çапах Чистай районĕнчи Тури Кăтрата ялне килсе куриччен кĕрешĕн халăхĕн хăйĕн алфавит пулнине эпĕ пĕлмен. Çак йĕркесене вулакансенчен нумайăшĕ те çавăн пекех-тĕр: кĕрешĕнсем – православи тĕнĕпе пурăнакан тутарсем тесе шутлаççĕ пулĕ. [...]
ИНТЕРНЕТА ПĂХĂНТАРАСЧĔ
Пĕкĕлме, Павлă районĕсем республикăн чиккинчех, Пушкăртстан çывăхĕнчех вырнаçнă. Инçетри районсем пулнипех-тĕр, пирĕн корреспондентсем çак çĕрсене тăтăш кайса çӳреймеççĕ. [...]
Çемье
Сăнӳкерчĕкне куртăм та…
– Тутиелĕнче аппасем патне кайсан пĕр хитре хĕр сăнне куртăм та… Ун çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлтĕм. «Халĕ вăл Мускав патĕнче ĕçлет-ха. [...]
Калем
ТАВĂРУ
(поэма) (Вĕçĕ. Пуçл. 49№.) …Диплом проекчĕ хатĕрлетчĕ Оксана пĕр яш каччăпа. Хĕре каччи килĕштеретчĕ – Леш ăсататчĕ те каçпа. [...]
УЛТАВ
Ялти яш-кĕрĕм валли çулла та, хĕлле те ĕç нумай. Апла пулин те çамрăксен вăхăт тупса пĕрле пухăнса савăнман кун иртмен; килти ĕçсене ĕç вырăнне хуман, вĕсем яшсемпе хĕрсемшĕн вăйă пек кăна туйăннă. [...]
сикчевлĕ кун
Пуш уйăхĕн çурринче кăнтăртан ăшă çил вĕрме пуçларĕ. Тӳпене талккишĕпех карса илнĕ пĕлĕтсем чăл-пар сирĕлчĕç те сар хĕвел çĕр питне хăй ăшшипе çупăрла пуçларĕ. [...]
Клуб ĕçченне
«Шанчăксен» Пысăк шанчăк
Пăва районĕнчи Чăваш Шуршу ялĕнче 2010 çулччен клубра юрă-ташă ушкăнĕсем йĕркелени пулманни пирки пĕлтерчĕç çав ялсем. Асăннă çул клуб заведующине Надежда Жирновăна лартаççĕ. [...]
ЫРĂ ÇĔЛЕНПЕ ХĔЛ МУЧИ
УЯВА ЛАРТАКАНСЕМ: Хĕл Мучи; Юр Пике; Ырă Çĕлен. Хĕл Мучи: Ырă кун сире, атьсем! [...]
Тавра пĕлÿçĕ кĕтесĕ
ЯЛ ИСТОРИНЕ ÇЫРАТЬ
Нумай çул иртсе çӳренĕ эпĕ автобуспа Пăваран Кивĕ Мертлĕ çумĕпе Элшелне илсе каякан асфальт сарнă çулпа. Çул çавăн пекех тепĕр ял çумĕпе те иртет. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
