985-мĕш кăларăм:
Хыпарсен ярăмĕ
кĕскен
Тутарстанра 20,7 пин нумай ачаллă çемьене тӳлевсĕр çĕр пайĕ илекенсен списокне кĕртнĕ. ТР Çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра нумай ачаллă çемьесем валли уйăрнă 19 пине яхăн çĕр пайне кадастр учетне тăратнă, çак шутран 11,5 пинне çемьесене панă та ĕнтĕ. [...]
Районсенче
Ĕç çук-тăк, ял ватăлать
Анат Кăтрата ялне эпир кун пек уяр çанталăкра мар, кĕрхи çумăрлă кун çитрĕмĕр. Кун пек çанталăкра урам тăрăх иртен-çӳрене питех асăрхаймăн, кунта вара урăхларах курăнуччĕ: 80 çултан иртнĕ ватă мучи темиçе çухрăмри район больницинчен таврăнатчĕ, ял халăхĕ хăшĕ кантур, тепри лавкка еннелле утатчĕ. [...]
ВИÇĔ ЧĔЛХЕПЕ
Чистай районĕнчи Данауровка ялĕ пĕтĕмĕшле илсен вырăс ялĕ шутланать. Апла пулсан та унта 99 килĕре чăвашсем пурăнаççĕ. [...]
ПĔТĔМ ĔÇЕ ПЕХИЛ ЫЙТСА
Çĕпрел районĕнчи Чăваш Çĕпрелĕнче Çветтуй Турă Амăшĕн пукравĕн чиркĕвĕ ĕçлеме пуçланăранпа 10 çул та çитрĕ. Дмитрий протоиерей виçĕ ял халăхне Турăпа пурăнма вĕрентет, вĕсен чун тасалăхĕшĕн кĕлĕсем вулать, кунĕн-çĕрĕн йышăнма хатĕр вăл килекенсене. [...]
Кăштах ӲСТЕРЕСЧĔ
Юлашки уйăхсенче районсем тăрăх командировкăсене тухса çӳресе тĕрлĕ çынсемпе тĕл пулса калаçма тӳр килет. Кашни ял почтинче пулса куратпăр. [...]
ШЕМЕ 250 ÇУЛТА
Нумаях пулмасть Алексеевски районĕнчи Шеме ялĕ 250 çул тултарнине уявларĕ. Уява ялти хăтлă Культура çуртĕнче ирттерчĕç. [...]
КИРЛИ ПĔТĔМПЕХ ПУР
Алексеевски районĕнчи Пӳлер, ку тăрăхри ытти ялсемпе танлаштарсан, самаях пысăк ял. Пӳлерте хăйĕнче кăна 2245 çын пурăнать. [...]
Кил-çурт хуçалăхĕ
ИЛЕМ ТĔНЧИ ВĔСЕМШĔН УÇĂ
Чистай районĕнчи Юлдуз поселокĕнчи вăтам шкулăн ĕçтешĕсен умĕнче мухтанма сăлтавсем çук мар, технологи предмечĕн преподавателĕ Нафиса Ермолаева ал ĕç кружокне те илсе пырать. Хĕр ачасем кружока савăнсах çӳреççĕ. [...]
Хуçлатмалли сĕтел
Сĕтел тенĕрен, çуртра сĕтел-пукан нумай пулни кирлех те мар. Уйрăмах хăнасем килсен е праçниксенче çеç усă куратпăр пулсан. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
