983-мĕш кăларăм:
РАЙОНТА ЮЛĔÇ-и?
Медицина аслă шкулĕсене пĕтерекенсене тата 35 çула çитмен çамрăк тухтăрсене яллă вырăнсене 2011-2012 çулсенче ĕçлеме кайсан Раççей Федерацийĕ – 1 миллион, Тутарстан 100 пин тенкĕ укçа уйăрса пулăшать. Федераллă программăпа килĕшӳллĕн, унта хутшăнма кăмăл тунă специалистăн яллă вырăнта пилĕк çул ĕçлемелле. [...]
ЕРТӲÇĔН сылтăм алли
Бухгалтер профессийĕ XV ĕмĕрте пуçланса кайнă-мĕн. Математик Лука Пачоли бухгалтери никĕсĕ пирки çырнă пĕрремĕш кĕнеке тухнă. [...]
Эктор Алос-и-Фонт: «ЧĂВАШЛА КАЛАÇАКАН ВЫРĂССЕМ ÇУК»
ЭКТОР Алос-и-Фонт каталонеца час-часах «пирвайхи тата пĕртен-пĕр чăваш социолингвисчĕ» теççĕ. Барселона университетĕнчен вĕренсе тухнăскер, вăл темиçе çул ĕнтĕ Шупашкарта пурăнать, Чăваш Енри чĕлхе лару-тăрăвне тĕпчет. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
кĕскен
Çак эрнере РФ Президенчĕ Владимир Путин Анатолий Сердюкова РФ оборона министрĕнчен хăтарса ун вырăнне Сергей Шойгуна лартма йышăннă. Туркменистан Тутарстанран «КАМАЗсен» пысăк партине туянать. [...]
Районсенче
ЯЛĂН ТĔРЕКЛĔХĔ – ПĔР-ПĔРНЕ ПУЛĂШНИНЧЕ
Кĕрхи уçăмăн симĕс кавирĕ варрипе авкаланса пыракан çул пире Аксу тата Алексеевски районĕсене кĕрекен ялсемпе чикĕленекен, Кĕçĕн Çарăмсан юхан шывĕ çумĕнче ларакан авалхи ял – Анат Кăтрата патне илсе çитерчĕ. ЫРĂ ЙĂЛАСЕНЕ ТЫТСА ПЫРАКАНСЕМ Çак яла яланах кăмăлтан каятăп эпĕ, ĕçчен, малашлăх çине шанăçпа пăхакан, чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕ йăли-йĕркипе культурине çине тăрса упракан çынсемпе кашнинчех хаваспах тĕл пулатăп. [...]
ЯЛ МĔНЛЕ ПУÇЛАННИНЕ АСТĂВАТЬ
Ку ял вырăнĕнче ĕлĕк мĕн пулнине районти тавра пĕлӳçĕсем те пĕлмеççĕ. «Никам та пурăнман унта, «Гослесфонд» çĕрĕ пулнă», – тесе палăртаççĕ. [...]
Тĕпелте
– Эх, Пӳлер кукăлĕччĕ халь!
– теççĕ Алексеевски районĕнчи Пӳлер таврашĕнчи ялсенче пурăнакансем час-часах. Ахальтен çапла каламаççĕ вĕсем, Пӳлер кукăлĕ чăнах та çав тери тутлă. [...]
ЫРĂ ÇЫН АПАЧĔ УСĂЛЛĂ
Ăсчахсем тахçанах тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, çыншăн апат çисе хырăмне тăрантарни сахал иккен. Ĕçме-çимен тутлă пулмалла, тата ăна ырă кăмăлпа хатĕрлемелле. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
