978-мĕш кăларăм:
ПУТИН УТМĂЛТА
Сăнпа самай çамрăкрах курăнать пулин те çĕршыв Президенчĕ октябрĕн 7-мĕшĕнче 60 тултарать. Пенси çулĕ çитни вăл хăйне май чикĕ те, иртнĕ пурнăç çине çаврăнса пăхмалли сăлтав та. [...]
ПĔТĔМĔШЛЕ план параççĕ
Элкел районĕн почта уйрăмĕн ĕçченĕсемпе çывăхрах паллашас тесе «Сувар» хаçат ĕçченĕсем ятарласа пуçтарăнса кайрăмăр. Лидия Чуманова пире урама тухсах хапăл туса кĕтсе илчĕ. [...]
Çитес çур çулта та пĕрле пулар
– «Сувар» çырăнтармалли план районта 300 экземпляр. Эпир ăна çуллен пурнăçланă, кăçал та çаплах пуласса шанатпăр. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
кĕскен
Çитес çул Раççейре Çĕнĕ çулхи çеç мар, май уявĕсенчи канмалли кунсем те нумайрах пулма пултараççĕ. РФ Правительствин 2013 çулта канмалли кунсене куçарассипе çыхăннă постановленийĕн проектне иртнĕ эрне вĕçĕнче Раççейĕн виçĕ енлĕ комиссийĕ пăхса тухнă. [...]
Ял хуçалăхĕ
ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ
ÇĔНĔ ПРОГРАММА 2013 çулта Тутарстанра «Ял хуçалăх специалисчĕсем валли 500 грант» çĕнĕ программа хута каять. Грантăн сумми 100-шер пин тенкĕ. [...]
Районсенче
НУША-САВĂНĂÇА ĂНЛАНАÇÇĔ
Элкел тăрăхĕпе пире муниципаллă район администрацийĕн ĕçтăвком ертӳçин социаллă ыйтусен енĕпе ĕçлекен çумĕ Мария Платонова паллаштарчĕ. Мария Андреевна çак должноçра ĕçлеме пуçланăранпа тăватă уйăх кăна çитнĕ-ха, апла пулин те вăл районта пурăнакансен нуши-савăнăçне лайăх пĕлсе тăрать. [...]
Вăл иккĕмĕш çăкăр ӳстерет
Юлашки çулсенче Тутарстанра фермер хуçалăхĕсем сахал мар йĕркеленчĕç, шел пулин те, вĕсенчен пурте ăнăçлă алă çавăрса ячĕç теме çук. Ял хуçалăхĕ пурин валли те шăл çемми мар-тăр çав, конкуренци пысăк. [...]
КУЛЬТУРА ЦЕНТРĔ УÇĂЛЧĔ
Кăçалхи сентябрĕн 29-мĕшĕ Аксу районĕнчи Емелькино ял хутлăхĕнче пурăнакансемшĕн тахçанччен манăçмĕ: кунта асра нумайччен юлмалли мероприяти пулса иртрĕ. Çанталăк тӳлек. [...]
Калем
ПАРНЕ
Хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе юратнă мăшăрăм валли парне туянас хаваспа магазина васкатăп. Троллейбусра ларнă чухне институтра пĕрле вĕреннĕ Мĕтри тусăма курах кайрăм. [...]
Шăнкăрав
Пултарулăхĕпе илĕртет
Элкел районĕнчи Тури Çĕньялти Ольга Александровна Скрипачевăн ĕçĕпе эпир Сиктĕрме-Хусанкай ялĕнче апрель уйăхĕнче иртнĕ «Диаспорăри чăваш библиотеки – культурăри еткерлĕх тата халăх йăлисен управçи» регионсен хушшинчи семинарта пуçласа паллашнăччĕ. Ун чух семинар делегачĕсем, çав шутра эпир те, Ольга Александровнăн ĕçĕсенчен питĕ тĕлĕннĕччĕ. [...]
Ĕçчен йышпа пĕлӳ патне
Элкел районне кĕрекен чăваш ялĕсенчен Кивĕ Тахтал чи инçетри пулĕ, яла кĕрекен çула халĕ те асфальт сарса çитермен. Çуркуннехи-кĕркунне хи пылчăклă вăхăтра ку яла кĕме-тухма чĕр нуша. [...]
Пур предмета та чăвашла
Çарăмсан районĕнчи Йăвашкел шкулĕ 1980 çулта хута кайнăранпа кал-кал ĕçлет. Çав вăхăтранпа шкулта тĕп юсав пулман. [...]
Ачисене шеллесе
Пĕчĕк ачапа ларакан хĕрарăмсем пепкисем ача садне кайма вăхăт çитсен хăйсен специальноçне пăхмасăр садике ĕçе вырнаçнипе пĕрре мар тĕл пулма тивет. Уйрăмах кун пекки иртнĕ ĕмĕрте пулса иртетчĕ. [...]
Ячĕшĕн ĕçлеме хăнăхман
Анат Камăри 34-мĕш номерлĕ чăваш гимназине Кама леш енчи чăваш ачисен çур утравĕ тесен те йăнăш мар-тăр. Кунта ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе литературăна вĕрентнисĕр пуçне культурăпа, йăла-йĕркесене хăнăхтараççĕ. [...]
Химие юратма вĕрентет
Ирина Ильина умĕнче кам пулас ыйту çивĕч тăман. Ашшĕ – Николай Филиппович Ярмушов – Аслă Аксури вăтам шкулта хими предметне вĕрентнĕ, хĕрĕ те шкулта чухнех çак предметпа районти олимпиадăсенче çĕнтернĕ, Хусантисене те виçĕ хутчен хутшăннă, Шупашкара та çитнĕ. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
