965-мĕш кăларăм:
ЫРĂ ĔÇ ТУМА ХАВХАЛАНТАРТĂР
Июлĕн 1-мĕшĕнче Нурлатра черетлĕ Пĕтĕм Раççейри Уяв иртрĕ. Ăна Нурлат районĕн администрацийĕ ТР ЧНКА хутшăннипе йĕркеленĕ, ку ĕçре вĕсене Тутарстан Правительстви пулăшнă. [...]
ЙĂЛАСЕНЕ МАНМА ПАМАСТЬ
Аксусен уявĕ çын шучĕпе Нурлатринчен темиçе хут пĕчĕкрех пулчĕ пулин те, типĕ çанталăка пула, самай илемлĕрех иртнĕ пек туйăнчĕ. Çитменнине аксусем Уява кашни çул урăх ял хутлăхĕнче ирттереççĕ, çавăнпа вăл тата интереслĕрех пулса тухать. [...]
ПĔТĔМ ХАЛĂХ ПУÇ ТАЯТЬ
Çĕртме уйăхĕн 25-26-мĕшĕсенче Чăваш Енре «Волков вулавĕсем» Пĕтĕм тĕнчери халăхсен V наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Малтанах Г. [...]
МАНĂÇМИ ИКĔ УЙĂХ
Çăвăн пĕрремĕш уйăхĕ вĕçленчĕ, çакăнпа пĕрлех ЮНЭСКОн культура эткерĕнче, Хусан Кремлĕнчи «Хазинэ» галерейăра «Чăваш халăх искусстви» пысăк курав та вĕçленчĕ. Иртнĕ эрнекун, июнĕн 29-мĕшĕнче, чаплă лару-тăрура пулса иртрĕ çакă. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
кĕскен
Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов июнĕн 27-мĕшĕнче 2012 çулта мăсăльмансен Ураза-байрам тата Курбан-байрам уявĕсене хăçан паллă тăвасси çинчен калакан Указ çине алă пуснă. Уйăх календарĕпе килĕшӳллĕн кăçал Ураза-байрамăн пĕрремĕш кунĕ августăн 19-мĕшне, Курбан-байрамăн октябрĕн 25-мĕшне лекеççĕ. [...]
Республикăра
республикăра
Çанталăка пула кăçал Тутарстанра та тырçи яланхинчен 7-10 кун маларах пуçланать. Специалистсем ĕнентернĕ тăрăх, кĕрхи тырăсем июлĕн 10-15-мĕшĕсене ĕлкĕреççĕ, çурхисем – июлĕн 25-мĕшĕ хыççăн. [...]
Кӳршĕсенче
кӳршĕсенче
МУСКАВРА иртнĕ шăматкун, июнĕн 30-мĕшĕнче, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ иртнĕ. Кăçал праçнике Чăваш Республикин кунне, Андриян Николаев космоса вĕçнĕренпе 50 çул çитнине тата Никита Бичурин çуралнăранпа 235 çул çитнине халалланă. [...]
Районсенче
ЫРĂ ĔÇ ÇУХАЛМАСТЬ
Çĕпрел районĕнчи «Звезда» ял хутлăхĕн халăхĕ спонсорсем çине кăна шанмасть, хăй вăйĕпе те нумай-нумай ырă ĕç тăвать. Мероприяти ирттермелле-и, тавралăха çӳп-çапран тасатмалла-и, шăрăх çанталăкра пушар хуралĕнче тăмалла-и, масар картине тытмалла-и – турткаланса тăмасть, пулăшать. [...]
ÇУРЧĔ – ХĂВĂРШĂН, ИЛЕМĔ – ЯЛШĂН
Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕпе пире кунти ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Сергей Ананьевич Салифанов паллаштарчĕ. Вăл ертсе пыракан ял хутлăхне икĕ ял – Хулаçырми тата Çĕнĕ Чакă кĕрет. [...]
Тĕпелте
КУКĂЛЬ ПĔÇЕРЕÇÇĔ
Ĕçлекен çын ирех ĕçе тухса каять те каçпа кăна киле таврăнать. Паллă ĕнтĕ, ĕçрен ывăнса таврăнаканăн киле килсен тата темиçе сехет плита умĕнче тăрас килмест. [...]
тутлă пултăр!
ГРЕК САЛАЧĔ Кирлĕ: 100 г фета сыр, 1 помидор, 1 хăяр, çур пылак пăрăç, 4-5 салат çулçи, 10 оливки, укроп, петрушка; заправка валли – 1 кашăк олива çăвĕ, 1/3 чей кашăкĕ горчица, 1/3 чей кашăкĕ пыл, 1 чей кашăкĕ лимон сĕткенĕ, çур шăл ыхра. Салат çулçисене тата пахча çимĕçсене лайăх çумалла та типĕтмелле. [...]
Сывлăх
ÇĔНĔ МЕДПУНКТ ПУЛАТЬ
Ялта тухтăр пур-тăк, çав ялта пурăнакансем хăйсене чăннипех те телейлĕ тесе шутлама пултараççĕ. Ара, нумай ялсенче халĕ те медпунктсем те, тухтăрсем те çук-çке. [...]
ÇУ КУНĔСЕМ САВĂНТАРЧЧĂР
Паллă ĕнтĕ, ача çуралсанах вар-хырăм чирĕсем унăн сывлăхĕшĕн чи хăрушши пулса тăраççĕ. Кайран, çитĕнсе çитсен те этем умĕнчен çак хăрушлăх çухалмасть, уйрăмах çуллахи вăхăтра. [...]
Калем
ИКĔ ТУЙ
(Малалли. Пуçл. 18-26 №№.) – Ну, хуняма, эпĕ таврăннă çĕре эсĕ çаврака куймаксем пĕçерсе хума сăмах панăччĕ. Ман тем пекех эс пĕçернĕ куймака çиес килет. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
