964-мĕш кăларăм:
АТЬĂР ПУРТЕ УЯВА!
Çулсерен Нурлатра иртекен Уяв июлĕн 1-мĕшĕнче 10 сехетре пуçланать. 9.30-та хăнасем Тĕп ипподромăн хапхи умне пухăнма тытăнĕç. Вĕсене яланхи пекех Уява хутшăнакан фольклор ушкăнĕсем кĕтсе илĕç. [...]
ШУПАШКАРТИ ТĔЛ ПУЛУСЕМ
Чăваш Республикин кунне уявлама йăхташсем тĕрлĕ регионсенчен килеççĕ. Кăçал Самар облаçĕнчен кăна 150 çынлă делегаци килсе çитнĕ, вĕсен шутĕнче ачасен коллективĕсем, юрă-ташă ăстисем, «Шурăмпуç», «Илем», «Уяр», «Самар ен» ансамбльсем. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
кĕскен
Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Раççейĕн çар мухтавĕн тата паллă кунĕсем çинчен» Федераллă законĕн 1.1 статйине улшăнусем кĕртесси çинчен» Федераллă закона алă пусса çирĕплетнĕ. [...]
Районсенче
Шанăç пур-ха
Çĕпрел районĕнчи «Звезда» ял хутлăхĕ район центрĕнчен инçетрех вырнаçнăран-ши, те Хусан çулĕн çывăхĕнче мартан ку тăрăхра суварçăсем питех пулман. Çак çитменлĕхе пĕтерес шутпа иртнĕ эрнере эпир ятарласах çула тухрăмăр. [...]
КАЧЧĂСЕМ КИЛЕÇÇĔ-ШИ?
Аксу районĕн Уявне хатĕрленсе ял палăрмаллах улшăнчĕ, унăн лапамĕнчи тирпей тӳрех куçа курăнать, кил хуçисем умри хӳмисене сăрлаççĕ, платниксем хăнасене ларма саксем ăсталаççĕ. Кĕтӳрен таврăнакан Кивĕ Мăкшел ĕнисем тин çеç сарнă асфальтпа тахçанах хăнăхнă евĕр мăраннăн утса пыраççĕ. [...]
Калем
ИКĔ ТУЙ
(Малалли. Пуçл. 18-25 №№.) * * * Лилюкпа Сашук ял канашне çырăнма хут тăратсан Аслă Кăтăша каймалли ир иккĕш сĕтел хушшине ларсах мĕн-мĕн туянмаллине список турĕç. Ним те манса юлман-ши тесе темиçе хут тĕрĕслерĕç. [...]
Çунатлă çамрăклăх
ХЫПАРСЕМ
ДИПЛОМ – ПРЕЗИДЕНТ АЛЛИНЧЕН Раççей ШĔМĕн Хусанти юридици институчĕн 190 вĕр çĕнĕ лейтенантне аслă пĕлӳ илнĕ ятпа ТР Президенчĕ Р.Минниханов июнĕн 27-мĕшĕнче институтăн плацĕнче саламланă. [...]
УМРА – АСЛĂ ÇУЛ
Кăçалхи майăн 25-мĕшĕнче Пăва районĕнчи Кушник (Протопопово) шкулĕнче пулса курма тӳр килчĕ. Кунта та çĕршыври кашни шкулти пекех юлашки шăнкăрав уявне ирттерчĕç ун чух. [...]
Ташла пĕлекенни кĕвве хурламасть
Шкултан вĕренсе тухакан кашни класс шкул, ял историйĕнче юлать, Пăва районĕнчи Пӳркелĕн пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулĕн кăçалхи кăларăмне те ял-йыш часах манмĕ. Мĕншĕн тесен «Ритм» ташă ушкăнĕ ял, шкул ятне Раççей шайне çĕклерĕ. [...]
ХАЛЬХИ ЭСТРАДА ЮРРИСЕМ ВĔСЕМ КĂПĂК ÇЕÇ
Чăвашăн – çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин юрă, çĕр пин сăмах теççĕ, анчах хальхи вăхăтра чăваш çапла пуян пулнине пурте пĕлеççĕ-ши? Хамăр халăхăн авалтан килекен миçе юррине пĕлет-ши яш-кĕрĕм? [...]
Милана КИРГИЗОВА: «ĔМĔТЕ ПУРНĂÇЛАМАЛЛАХ»
Альшихри вăтам пĕлӳ паракан шкултан вĕренсе тухакан çамрăксен хушшинче Милана Киргизова та пур. Тĕрлĕ олимпиадăсене хутшăнса çĕнтернĕшĕн юлашки шăнкăравра пултаруллă вĕренекене тăхăр Хисеп хучĕ парса чысларĕç. [...]
АНГЛИЕ – СТАЖИРОВКĂНА
Ялти шкулăн вĕрентекенĕ ют çĕршыва стажировкăна каясси пирки 10 çул каялла эпир шутлама мар, ĕмĕтленме те пултарайман. ТР Правительстви тăрăшнипе халĕ ку йĕркеллĕ пулăм. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
