962-мĕш кăларăм:
ÇАПЛА ПУЛТĂР!
Пĕлтĕрхи Акатуй кăмăлĕсене кайнипе-ши, пӳркелсем (Пăва районĕ) кăçалхи уява тата лайăхрах хатĕрленме шут тытнă пулмалла. Çавăнпа-ши, халăх пĕлтĕрхинчен икĕ хут нумайрахчĕ, хутшăнакансем те, курма килекенсем те. [...]
ЙĂЛАНА ПĂСМАСĂР
Ака-суха вĕçленсен хуçалăхсем хирте çĕрне-кунне пĕлменскерсем валли уяв тăваççĕ. Çак уява чăвашсем Акатуй теççĕ. [...]
Çулталăк вăй парать
Çĕпрел районĕнче Акатуй эстафетине пĕлтĕр Хулаçырминчен илнĕ хыççăнах Упи ял хутлăхĕ уява хатĕрленме тытăнчĕ. Праçнике ытти ялсенчен кая мар ирттермелле-çке. [...]
ЫРĂ ТĔСЛĔХ
Çак кунсенче редакцие Нурлат районĕнчи Ялавăр ялĕнче пурăнакан пенсионерсенчен çыру килчĕ. Акă мĕн çыраççĕ «Сувар» хаçатăн кулленхи вулаканĕсем: «Хаклă юлташсем, «Сувар» хаçата вулакан чăвашсем! [...]
ТУРĂ ПУЛĂШТĂР!
Июнĕн 2-мĕшĕнче Нурлат районĕнчи Ялавăрта ыр кăмăллăх мероприятийĕ иртрĕ. Шупашкарти артистсен концертĕнче çак ялти тата таврари ялсенчи çынсем чиркĕве туса пĕтерме укçа пуçтарчĕç. [...]
«ВИТЯ, ЭСĔ ТЕ ÇЫР…»
«Сувар» хаçатăн 9-мĕш номерĕнче Альбина Юратун «Чан çапма вăхăт!» тата Виктор Симаковăн «Çаплах пĕтсе пырăпăр-ши? [...]
Хыпарсен ярăмĕ
кĕскен
Çулла пуçланчĕ кăна-ха, республикăри юхан шывсенче вара инкексен шучĕ сисĕнмеллех палăрчĕ. Июнь уйăхĕн 14-мĕшĕнче, тĕслĕхрен, Чистай хулинче, Мамадышпа Елабуга районĕсенче шывран виçĕ арçын ӳтне кăларнă. [...]
Кил-çурт хуçалăхĕ
Дачăра
Ял çынни, çĕр çумĕнче ӳснĕскер, хулана куçса кайсан та пахчара аппаланмасăр чăтаймасть. Темиçе хутлă çуртри хваттерте пурăнсан та хула тулашĕнче çĕр лаптăкĕ илсе çĕрпе йăпанать. [...]
Нарспи
Эсир – пирĕнпе, эпир – сирĕнпе
Хальхи вăхăтра ялсенче ĕç суйлама май килмест, мĕншĕн тесен ĕçсĕрлĕх пысăк, уйрăмах хĕрарăмсен хушшинче. Юлашки çулсенче шкулсене оптимизацилени ку ыйтăва тата çивĕчлетрĕ. [...]
Ылтăна мĕнле тасатмалла?
Ылтăн çĕрĕ, хăлха çакки тата ытти эрешсем вăхăт иртнĕçемĕн тĕксĕмленеççĕ. Вĕсене вăхăтран-вăхăта килтех тасатма пулать. [...]
Калем
ИКĔ ТУЙ
(Малалли. Пуçл. 18-23 №№.) * * * Май уйăхĕн хĕвел пайăркисем тӳпенелле кармашнă чух Кукăркӳль çывăхĕнчи айлăмран КИМ совхозĕн Чăваш Сĕнчĕк уйрăмĕн икĕ кĕтĕвĕ те сăрта хăпарса çитрĕç. Часах ĕне сăвакансен шăв-шавĕпе тулса ларчĕ лагерь. [...]
ФОЛЬКЛОР – 10 ТОМПА
Чăвашсен Эдисон Патмар çыравçине эсир пĕлетĕр ĕнтĕ, вулама юратакан 100 ытла кĕнеке кăларнă писателе пĕлмесĕр тăма май çук. Çу уйăхĕн вĕçĕнче Эдисон Патмар «Сувар» редакцине килсе хăйĕн çĕнĕ кĕнекисемпе паллаштарчĕ. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
