960-мĕш кăларăм:
тăрăшса ĕçлекене пулăшаççĕ
РФ ял хуçалăх министрĕ Н.В.Федоров майăн 29-31-мĕшсенче Хусанта пулнă. Çĕнĕ министрăн Тутарстанри ĕç графикĕ питĕ тăкăс пулнă. [...]
АКАТУЯ ЧĔНЕТ ПӲРКЕЛ
Кăçал Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕ июнĕн 12-мĕшĕнче халăха иккĕмĕш хут районти чăвашсен Акатуй уявне пуçтарать. Ăна Раççей кунĕнче ирттерме палăртни те питĕ лайăх. [...]
ТР КАМА ЛЕШ ЕНЧИ ЧĂВАШСЕН «УЧӲК» VI УÇĂ ФЕСТИВАЛĔН ПОЛОЖЕНИЙĔ
ЙĔРКЕЛЕКЕНСЕМ ТР Культура министерстви, Элмет муниципаллă районĕн депутатсен Канашĕ тата Ĕçтăвкомĕ, ТР Чăваш наципе культура автономийĕ, Элмет районĕнчи ЧНКЦ, Патраклă ял хутлăхĕ. ТĔЛЛЕВСЕМ Вак халăхсен культура йăлисене упраса аталантарасси; нацисен хушшинчи килĕшӳлĕхе çирĕплетесси, наци культурине тĕпе хурса Тутарстан Республикинчи халăхсене пĕр-пĕринпе хутшăнма пулăшасси; çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
КĔСКЕН
Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов «Тутарстан Республикин çĕр кодексне улшăнусем кĕртесси çинчен» тата «Тутарстан Республикин 2012, 2013 тата 2014 çулхи бюджечĕ çинчен» ТР законне улшăнусем кĕртесси çинчен» законсене алă пуснă. Законсене массăлла хыпар хатĕрĕсенче вуласа пĕлме пулать. [...]
Районсенче
ТĔп хуçалăхран пуçлар
Иртнĕ эрне вĕçĕнче «Сувар» журналисчĕсем Пăва районĕнчи чăваш ялĕсенче – Элшелĕнче, Пӳркелĕнче, Альшихре тата Мăкăрта пулса курчĕç. Районти чăвашсем кулленхи ĕçсене пурнăçланă май Пӳркелĕнче июнĕн 12-мĕшĕнче иртекен Акатуя та хĕрсех хатĕрленеççĕ. [...]
МĂКĂРĂН МАЛАШЛĂХĔ ПУР
Мăкăр ял хутлăхĕ Пăва районĕн чиккинче вырнаçнă – икĕ километртан Чăваш Республики пуçланать. Илемлĕ те тирпейлĕ ялсем таçтанах куçа илĕртеççĕ. [...]
Тăпра ырлăхĕ – халăх пурлăхĕ
«Татарстан», «Волга», «Гигант» хуçалăхсене пĕрлештерекен «ВАМИН-Буа» агрофирма» тулли мар яваплăхлă общество пĕр отрасльпе кăна ĕçлемест. Вăл тĕрлĕ культурăсем акса ӳстернисĕр пуçне мăйракаллă шултра выльăх, сысна ĕрчетет. [...]
Сергей КИРГИЗОВ: «...КАШНИН ХĂЙĔН ЕККИ, ĂНА ТУПМА ПĔЛМЕЛЛЕ»
С.К.Киргизов Альшихри вăтам пĕлӳ паракан шкулта физкультура вĕрентнĕ. Анчах çамрăк учителĕн ачасемпе сывпуллашма тӳр килнĕ – 2008 çулта Сергей Кирилловича Альших ял хутлăхĕн пуçлăхне суйласа лартнă. [...]
ТЫР-ПУЛ ӲСЕТ, ВЫЛЬĂХ-ЧĔРЛĔХ ĔРЧЕТ
Иртнĕ эрнере пирĕн корреспондентсем Пăва районĕнчи «Нива» агрофирмăра, унăн «Память Ленина» хуçалăхĕнче пулса курчĕç. Унти çĕр ĕçченĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. [...]
ĔÇЛЕКЕНШĔН ĔÇ ПУР, УКÇИНЕ ТӲЛЕÇÇĔ
«Нива» тулли мар яваплăхлă обществăн «Память Ленина» ял хуçалăх предприятине Евгений Краснов ертсе пырать. Меллĕ самант тупса Евгений Алексеевичпа калаçма май килчĕ. [...]
Калем
ИКĔ ТУЙ
(Малалли. Пуçл. 18-21 №№.) * * * Амăшĕпе хĕрĕ чей ĕçсе пăшăхрĕç, урама тухса Миккиш хурăнĕсен айĕнчи сак çине сулхăна ларчĕç. Амăшĕ хăй калавне малалла тăсасса Лилюк чăтăмлăн кĕтет. [...]
СĂВĂСЕМ
ÇУМРА – ЫТАРАЙМИ ТУССЕМ Кашни ĕçӳ – ахах-мерчен Алексей Трофимова, ӳнер тĕпчевçине. Пире тутар чăвашĕ теççĕ Те шӳтлерех, те куларах. [...]
Вулакансем çыраççĕ
АН ӲРКЕНĔР, ÇАМРĂКСЕМ
Эпир, ватăсем – вăрçă ачисем. Халь ялсенче ватăсем чылайрах. [...]
БУФЕТРА ТА ХАМĂР ЯЛ
Юлашки вăхăтра хамăрăн чĕлхене упраса хăварасси пирки нумай статьясем вулатпăр. Чăнах та мĕн тумалла пирĕн, камран килет вăл? [...]
ПУТЛĂХРАН ТУХАСЧĔ
Чăваш Майнинчи Пуканлă ятлă юхан шыв çумĕнче путлăхра вырнаçнă кивĕ пуçламăш шкул çуртĕнче, тăмламан пӳртре, почта вырнаçнă. Культура çурчĕ çумĕпе çĕнĕ шкула çити асфальтлă çул иртет. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
