952-мĕш кăларăм:
Раççейре тăваттăмĕш
Апрелĕн 5-мĕшĕнче Елабуга хулинче питĕ пысăк хăнасем пулса «Алабуга» ятарлă экономика зонинче çĕршыва кирлĕ завод уçнă. Rockwool компанийĕ чул мамăк (каменная вата) туса кăларас ĕçе пуçăннă. [...]
ЧĂВАШЛĂХ УМĔНЧИ ЯВАПЛĂХ
Пăлхар тăрăхĕнче тахçанах тĕпленнĕ чăвашсенчен тăван чĕлхепе пуплекенсем çукпа пĕрех. Чăвашла калаçма пултаракансем ытларах Элкел, Аксу, Нурлат районĕсенчен пурăнма куçса килнисем е Атăл леш енчи Теччĕ районĕнчен каçнисем. [...]
Чун тасалăхĕшĕн
Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕнче çĕкленекен Богоявлени чиркĕвĕн куполне мартăн 31-мĕшĕнче улăхтарчĕç. Вăл Хулаçырмишĕн кăна мар, пĕтĕм районшăн чаплă уяв пулчĕ. [...]
ПУР ЕНĔПЕ ТЕ МАЛТА
Тăван чĕлхепе культурăна, йăла-йĕркене сыхласа хăварасси, малалла аталантарма майсем туса парасси Çырчаллинчи чăвашсен пĕрлешĕвĕн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Март уйăхĕ кунта пурăнакан чăвашсене шăп çак тĕллеве пурнăçлама палăртнă пулăмсемпе халăха савăнтарчĕ. [...]
Чĕлхепе культура пуянланĕ
Тутарстанри чăваш ялĕсен шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен учительсем çителĕксĕр пулни çинчен яланах сăмах пыратчĕ. Специалистсем çуккине пула тăван чĕлхепе вĕрентме пăрахнисем те пулкаланă. [...]
Хăвăртрах, вăйлăрах
Йĕлтĕр спортне популяризацилес, ачасене спорта явăçтарас, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тата çак спортра чи вăйлисене палăртас тĕллевпе мартăн 31-мĕшĕнче Çĕпрел районĕнчи Упи вăтам шкулĕн никĕсĕнче ял хутлăхĕн пуçлăхĕн призĕшĕн ăмăрту иртрĕ. Унта Çĕнĕ Упи тата Упи вăтам шкулĕсенче вĕренекен 13-17 çулти ачасем, пурĕ 5 команда, ирĕклĕ стильпе 2 километр дистанцие чупрĕç. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
кĕскен
Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев 2013 çулта Хусанта иртекен Пĕтĕм тĕнчери XXVII çуллахи универсиада иртнипе ют çĕршыв гражданĕсем тата Раççей гражданствисĕр çынсем пирĕн çĕршыва еплерех майпа кĕрсе-тухса çӳрес йĕрке çинчен калакан Указ çине алă пуснă. Çапла вара 2012 çулхи мартăн 30-мĕшĕнче тухнă 354-мĕш номерлĕ Указпа килĕшӳллĕн, 2013 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 25-мĕшĕччен ют çĕршывран Универсиадăна хутшăнма килекен спортсменсем, судьясемпе реферисем Раççее виза тумасăрах кĕме те, тухма та пултараççĕ. [...]
Калем
«МЕРЕЧЕН САССИ»
Хальхи вăхăтра кĕнеке кăларма çăмăл тесе калаймăн. Çапах та Тутарстанри çыравçăсем хăйсен хайлавĕсене пĕр çĕре пухса кун çути кăтартма майне тупаççĕ. [...]
КАТЕМПИ
Юмах (Малалли. Пуçл. 12-13 №№.) 22 Тĕлĕнет Тимуш: Мĕн пулнă Аннене? Вĕçме те хатĕр, Куçĕсем çиçеççĕ, кукăль Пĕçерет юрла-юрла! [...]
Шăнкăрав
Кабинечĕ те музей
«Раççейĕн çулталăк шкулĕ», «Тутарстанăн чи лайăх ял шкулĕ» ятсене, 2010-2011 вĕренӳ çулĕнче Пĕтĕм Раççей предмет чемпионачĕсене хастар хутшăннăшăн Ачасен пултарулăхне аталантаракан центрăн Хисеп хутне тивĕçнĕ Аксу районĕнчи Кивĕ Илтрекьел шкулĕнчен тĕлĕнмелли, тĕслĕх илмелли чăнах та нумай, мĕншĕн тесен унта профессионал-педаго гсем кăна ĕçлеççĕ. Шкул спорт, тĕрлĕ предметсем енĕпе районта кăна мар, республикăра та чи вăйлисен шутĕнче. [...]
Памалла е çук?
Чăваш Енри Елчĕкре пурăнакан Е.В.Алексеева вăтăр çул ытла пĕр улшăнмасăр Таяпа Энтринчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта ĕçлет. Çак тапхăрта вăл ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес тата воспитани парас енĕпе питех те пуян опыт пухнă. [...]
Хутшăнмасăр юлмасть
Данил Павлов Аксу районĕнчи Çĕнĕ Тимушкел шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренет. Пĕрремĕш класран тытăнсах тăрăшса вĕренекенскер, виççĕмĕш чĕрĕке те «4» тата «5» паллăсемпе çеç вĕçлерĕ вăл. [...]
Тест – тавра курăм палли
(Вĕçĕ. Пуçл. «Шăнкăравăн иртнĕ номерĕнче.) Трубина Мархви. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
