933-мĕш кăларăм:
ЯЛСЕНЕ ПУЛĂШМАЛЛА!
Ноябрĕн 23-мĕшĕнче ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Фарид Мухаметшин Алексеевски районĕнче пулса курчĕ. Кунта вăл ял çыннисен пурнăçне лайăхлатас тесе тата фермер хуçалăхĕсене аталантарас ыйтусене сӳтсе явмашкăн семинар ирттерчĕ. [...]
ТРАНСПОРТ НУШИ ПĔТЕТ
Кăçал Хусан аэропорчĕпе усă куракансен шучĕ питĕ пысăк темелле. Паянхи куна кăна 5,2 миллион пассажир турникет урлă тухнă. [...]
«ЙĂЛ КУЛĂ» КОНКУРС
Надежда ФЕДОРОВА (Алексеевски районĕ, Чăваш Майни). [...]
«ЙĂЛ КУЛĂ» КОНКУРС
Валентина ЧЕРНОВА (Аксу районĕ, Кивĕ Ӳсел). [...]
«ЙĂЛ КУЛĂ» КОНКУРС
Ирина ВАСИЛЬЕВА (Пăва районĕ, Чăваш Киштек). [...]
Хыпарсен ярăмĕ
ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ
Михаил Архангел кунĕ (ноябрĕн 21-мĕшĕ) Павлă районĕнчи Потапово-Тăмпăрлăшă н престол уявĕ пулса тăрать. Кăçал кунти чăвашсем çак куна ыр кăмăллăх марафонне ирттерсе паллă турĕç – ялта храм тума укçа-тенкĕ пухрĕç. [...]
Ял хуçалăхĕ
ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ
ФЕРМЕРСЕНЕ ПУЛĂШАÇÇĔ РФ Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, 2012 çулта Раççейре тепĕр тĕллевлĕ программа «Начинающий фермер» ĕçлеме тытăнать. Вăл регионсенчи программăсене укçа-тенкĕпе пулăшĕ. [...]
Калем
АСĂМРИ УХСАЙ
Хамăрăн паллă ентешĕмĕрпе Я.Г.Ухсайпа çитмĕлмĕш çулсен вĕçĕнче паллашрăм. Тĕрĕссипе, Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта вăй хуракан Ю. [...]
«ПУШКĂРТ ÇĔРĔН ЧĂВАШ ЫВĂЛĔ»
Çапла каланă хăй пирки Чăваш халăх поэчĕ Яков Ухсай. Пушкăрт çĕршывĕ, тĕрĕсрех каласан, Пелепей уесне кĕрекен Слакпуç ялĕ чăваш халăхне çине-çинех пысăк талантлă ывăлсем парнеленĕ. [...]
Çунатлă çамрăклăх
ПĔЛӲ, ОПЫТ, ĔÇ УКÇИ
Студентсем – хаваслă халăх. Вĕсене нимĕн те, никам та хăратмасть. [...]
«АМЕРИКĂРА ТУССЕМ ТУПРĂМĂР»
Чулхулари патшалăх лингвистика университечĕн Çырчаллинчи филиалĕнче вĕренекен çамрăксем кашни çулах ятарлă программăпа вĕреннине çирĕплетме, ют чĕлхепе тата та лайăхрах калаçма хăнăхас шутпа чикĕ леш енне кайса ĕçлеççĕ. Урăхла каласан – стажировка иртеççĕ. [...]
ĔÇЧЕН ТЕ ПУЛТАРУЛЛĂ
Аксу районĕнчи Кивĕ Илтрекьел шкулĕ тахçантанпах спортсменсемпе палăрса тăрать. Районти ăмăртусенче кăна мар, республика шайĕнче те час-часах çĕнтерӳçĕсем пулса таврăнаççĕ кивĕилтрекьелсем. [...]
КĔНЕКЕ ВУЛАМА ТА ВĂХĂТ ПУР
Паянхи çамрăксене сăнасарах пăхсан, вĕсен кăмăл-туйăмĕсене шута илсен, хăйсен умне мĕнлерех тĕллевсем лартнине пĕлсен, калăн, вĕсем икĕ ушкăна пайланаççĕ: пĕрисем – «авăнмасăр, вăй хумасăр» модăллă çи-пуç тăхăнасшăн, тутлă çиесшĕн, пĕр сăмахпа – рекламăсенче кăтартакан хитре пурнăç кирлĕ вĕсене, музыкине те вĕсем каçхи клубсенче янратаканнине кăна итлесшĕн. Тепĕр ушкăнĕнчисем пачах урăхла – вĕсем историпе те интересленеççĕ, мăн асаттесен юрри-ташшине те пĕлесшĕн çунаççĕ (ахальтен мар рок-музыкăра та юлашки çулсенче фолк-рок юхăм вăй илет). [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
