926-мĕш кăларăм:
ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ КОСМОС ЭРНИ
Ытларикун Пĕтĕм тĕнчери космос эрни старта тухрĕ. Шăп çак кун, 1957 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче Совет Союзĕ уçлăха пĕрремĕш искусствăлла спутник çĕкленĕ, тепĕр майлă каласан – юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче этемлĕхшĕн космос эри пуçланнă. [...]
СИКТĔРМЕСЕМ КĂÇАЛ ПĔРРЕМĔШ
Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне çĕршыв РФ Президенчĕн 1999 çулхи Указĕпе килĕшӳллĕн, çуллен октябрь уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче паллă тăвать. Тутарстанра çĕр ĕçченĕсене паян чыслăн саламлаççĕ. [...]
ТУХĂÇЛĂ ĔÇ
Кăçал «КАМАЗ» УАО ĕçченĕсен ĕç графикĕ кĕскерех пулнă пулсан та сентябрь уйăхне тивĕçлĕ вĕçленĕ. Завод машина туса кăларассипе плана тултарнă. [...]
АСЛĂ ПУХĂВА КĔТСЕ
Иртнĕ номерте çырнăччĕ ĕнтĕ, ТР ЧНКА отчетпа суйлав конференцийĕ кăçал октябрĕн 27-мĕшĕнче Хусанти «Казань» НКЦ культура центрĕнче иртет. Унта кашни район-хуларан делегатсем пухăнаççĕ. [...]
ХĔСМЕТЕ ЯМА ХАТĔР
Тутарстанра кĕрхи призывăн хатĕрленӳ ĕçĕ иртрĕ. Çакăн çинчен ТР Премьер-министрĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Равиль Муратов тунтикун иртнĕ призыв комиссийĕн ларăвĕнче пĕлтерчĕ. [...]
ХАКЛĂ ЭРЕХ ТЕ – СУЯ
Кăçал çуркунне Кировакан хулинче пурăнакан икĕ арçын алкоголь продукцине сутса пуясшăн пулнă. Вĕсенчен пĕри Анат Кама хулинчи Орловка поселокĕн лавккинче 1420 бутылка «çунакан» шĕвек сутнă. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ
Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери почта кунĕ. Професси уявĕ тĕлне «Татарстан почтасы» ĕçченĕсем савăнăçлă хыпар илчĕç: 2012 çулта федераллă почта çыхăнăвĕн Тутарстанри управленине федераци бюджетĕнчен 143 миллион тенкĕ куçараççĕ. [...]
Ял хуçалăхĕ
ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ
Комбайнерсен конкурсĕ Ял хуçалăх ĕçченĕн кунĕ çитес умĕн республикăри çамрăк комбайнерсен хушшинче «Ĕç çыннине мухтатпăр» телевидени конкурсне ирттернĕ. Шучĕпе вăл виççĕмĕш. [...]
Верук тĕпелĕ
ВЕРУК ТĔПЕЛĔ
ЧӲЛМЕКРИ СОЛЯНКА Ĕне ашĕнчен шӳрпе пĕçермелле. Пиçнĕ аша кăларса илмелле те турамалла. [...]
Калем
«ÇЫРАВÇĂ – ÇЫН ЧУНĔН ИНЖЕНЕРĔ
«Сувар» вулаканĕсене Виталий Елтов кам пулни çинчен вăрахчен каласа пама кирлĕ те мар: хаçат тухма тытăнсанах редакцире ĕçлеме пуçланăскере Тутарстанра пурăнакансем аван пĕлеççĕ. Ĕçтешĕмĕр темиçе çул ĕнтĕ редакцире ĕçлемест пулин те, халĕ те хаçатпа туслă. [...]
Шăнкăрав
АННЕ ПЕК ПУЛАС КИЛЕТ
«Сирте учитель пулас ĕмĕт хăçан çуралнă тесе ыйтсан, хама хам астума пуçласанах тейĕттĕм. Эпĕ шкула çӳреме пуçличченех вулама, çырма, шутлама пĕлнĕ. [...]
ВĔРЕНТӲ ХЫПАРĔСЕМ
Саккуна йышăнма васкамаççĕ РФ Вĕрентӳпе наука министерстви «Раççей Федерацийĕнчи вĕрентӳ çинчен» саккун проекчĕ çине «пăнчă лартма» васкамасть-ха. Çывăх вăхăтра Интернетра сӳтсе явма документăн виççĕмĕш версийĕн çĕнĕ редакцине вырнаçтараççĕ. [...]
МАТЕМАТИКĂНА ЮРАТНĂРАН
Хамăн юратнă хаçатăма кукаçей – Владимир Александрович Фомин – çинчен çырса ярас терĕм. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул июль уйăхĕнче Буденнăй (халĕ Пăва) районĕнчи Хирти Кушкă ялĕнче çуралнă. [...]
МУЗЕЙРИ ТĔЛПУЛУ
Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕ Анат Камăри чăваш гимназийĕн иккĕмĕш класĕнче вĕренекен ачасемшĕн паллă кун пулса юлчĕ. Уроксем хыççăн вĕсем класа çирĕплетнĕ ветеранпа Наталья Александровна Зотеевăпа Н. [...]
МАНĂН ВĔРЕНЕС КИЛЕТ
Кашни çын çуралсанах, йĕри-тавра курма тытăнсанах, пурнăçа вĕренме тытăнать. Çаплах, ваттисем: «Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен», – тенĕ. [...]
ӲНЕРÇЕ АСĂНСА
Пӳркел вăтам шкулĕнче Н.А.Лизуков (1921-1994) ӳнерçĕн 90 çулхи юбилейне халалланă тĕлпулу иртрĕ. Тĕлпулăва тавра пĕлӳçĕсен «Тăхăрьял тăхăмĕ» ушкăнĕ йĕркеленĕ. [...]
ЧĂВАШĂН ПАЛЛĂ ÇЫННИСЕМ: ИВАН ЯКОВЛЕВ
(4-мĕш класс валли) Тĕллевĕсем: Чăваш халăхĕн пултаруллă çыннисем çинчен вĕренсе Тăван çĕршыва, тăван чĕлхепе, тăван халăхпа мухтанас, савăнас туйăмсене вăйлатасси; Иван Яковлевич Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен паллаштарасси, Яковлев ячĕпе çыхăннă вырăнсене куçăмсăр майпа çитсе курасси; лексикăпа грамматика, аудировани, вулавпа куçару, диалог, монолог хăнăхăвĕсене аталантарасси. Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, план-карттă, «И. [...]
ЧĔРĔП
Шкултан таврăнсан сĕтел хушшине ларса апат çиетĕп те хулпуççи урлă пушă кутамкка уртса мăйăра уттаратăп. Вăрманĕ инçе мар пирĕн – укăлчаран тухсан çур çухрăма яхăн утмалла. [...]
СĂВĂСЕМ – АЧАСЕМ ВАЛЛИ
УЛАХРА Эпĕ, Таня, Клим, Уках… Лартăмăр пĕрре улах. Юра юрă юрларĕ, Таня ташă ташларĕ, Сăмаха ăста Уках Ярса пачĕ виç юмах. [...]
АТЬĂР ВĂЙЙА ТУХАР-И?
ЭПĔ САНА ЮРАТАТĂП Вылякансем пурте карталанса ларса юрлаççĕ: Пĕчĕк çеç путене Сарă тулла юратать. Юратать, юратать, Чăнахах та юратать. [...]
ВАТĂСЕН КУННЕ ХАЛАЛЛАСА
Чăваш Киштек шкулĕнче вĕренекенсен пултарулăхĕ ЧУН-ЧĔРЕРЕН ЮРАТАТĂП Манăн асанне Елизавета ятлă. Вăл çитмĕл çиччĕре. [...]
Тавра пĕлÿçĕ кĕтесĕ
УНТА ИСТОРИ СĂНЛАНАТЬ
Çарăмсанти Асăну центрĕ ĕçлеме тытăннăранпа 30 çул ытла. Николай Сергеевич Фролов пуçарнипе ăна 1980 çулта уçнă. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
