923-мĕш кăларăм:
ТУТАРСТАНА ТАÇТА ТА ПĔЛЕÇÇĔ
Ĕнер, сентябрĕн 15-мĕшĕнче, ТР Президенчĕ Рустам Минниханов ТР Патшалăх Канашне Çырупа тухрĕ. Мероприяти ТР Патшалăх Канашĕн 21-мĕш ларăвĕнче иртрĕ. [...]
ЕШĔЛВАР МАЛТА
Ешĕлвар районĕнче нумай пулмасть вăрман ĕçченĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртрĕç. Республика шайĕнче иртекен «Профессире чи лайăххи» конкурс финалне кашни учрежденирен вырăнта иртнĕ пĕрремĕш тапхăр çĕнтерӳçисем хутшăнчĕç. [...]
ШУЙТТАН ШЫВĔПЕХ ЧИРЕ КАЯÇÇĔ
Ĕçекен çынсем час-часах «шалта ыйтать манăн» тесе тӳрре тухма пăхаççĕ. Эрех-сăра ĕçекенсем çакă алкоголизмăн пĕрремĕш палли пулнине ĕненесшĕн мар. [...]
МĔН ЧУХЛĔ СЮЖЕТ!
Астăватăп, Интернетра пĕр юрă ушкăнĕн видеороликне курнăччĕ. Юрри кăмăла кайнăран кам юрланине пĕлес тесе комментари çырнăччĕ эпĕ. [...]
«ШУРĂ ТĂРНАСЕМ» ТУ ЕННЕ ЧĔНЕÇÇĔ
Çак эрнере «Сувар» Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай Дагестанран таврăннине пĕлчĕ. Мĕн сăлтавпа сăрт-ту çĕршывне кайма тӳр килнĕ поэта, мĕнле хыпарсемпе таврăннă вăл унтан? [...]
ТĔРĔСЛЕНМЕ ЧĔНЕÇÇĔ... ТӲЛЕВСĔР
Республикăри онкологи диспансерĕ Тутарстан прописки, медицина полисĕ пур 50-69 çулти хĕрарăмсене тӳлевсĕр маммографи тĕрĕслевне иртме чĕнет. Тухтăр патне маларах 8(843) 264-30-30, 525-73-92 (Хусан), 8(8553) 33-87-69 (Элмет), 8(8552) 70-26-65 (Çырчалли) телефонсемпе шăнкăравласа çырăнмалла. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ
Тутарстан Сингапур компанийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме хатĕр. Çакăн пирки ку эрнере Мускавра иртнĕ Раççейпе Сингапур Правительствисем хушшинчи комиссин ларăвĕнче ТР информатизаципе çыхăну министрĕ Николай Никифоров пĕлтернĕ. [...]
Республикăра
РЕСПУБЛИКĂРА
ХУСАН куç умĕнче улшăнса пырать. 2013 çулхи Универсиадăччен тата нумай объект ӳссе ларĕ. [...]
Ял хуçалăхĕ
ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ
ХУРА ТУЛ ЙӲНЕЛМЕЛЛЕ РФ пĕрремĕш вице-премьерĕ В.Зубков çĕршыври регионсен ертӳçисемпе селекторлă лару ирттернĕ. [...]
Кӳршĕсенче
КӲРШĔСЕНЧЕ
ПУШКĂРТСТАН. Юрăхсăра тухнă автомобиль шинисене тирпейлекен «Триумф» тулли мар яваплăхлă общество сентябрĕн 13-мĕшĕнче ĕçлеме тытăннă. [...]
Закон тата йĕрке
ШĂНМАН ПĂР ÇИНЧЕ
Йĕрке хуралçисем çине-çинех асăрхаттарса тăнине пăхмасăр халăх çавах улталанма пăрахмасть. «Шулĕксен серепине ваттисем тата тимсĕр çынсем çакланаççĕ», – тесе пĕлтерчĕ ТР ШĔМĕн оперативлă шырав ĕçне йĕркелекен управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Айрат Багауов çак кунсенче иртнĕ брифингра. [...]
Нарспи
АЧАЛĂХ ТĔНЧИНЧЕН УЙРĂЛМАСТЬ
Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Çĕпрел ялĕнче пурăнакан Зинаида Лукинична Ахмеевăна ăмсанмалăх пур. Мĕншĕн тесен вăл анне кăна мар, асанне те пулма ĕлкĕрнĕ пулин те ачалăх тĕнчинчен пĕр саманта та уйрăлмасть. [...]
СЫВЛĂХ ТАТА ИЛЕМ
Çӳç тăкăнать, чĕрне хуçăлать, пит çинче пӳрлĕ шатрасем... Косметологсем çирĕплетнĕ тăрăх, çаксем организмăн сигналĕсем, эппин, ăна мĕн-тĕр çитмест. Çавăнпа кун çине тимлĕх уйăрмасăр хăвармалла мар. [...]
Калем
САЛАННĂ КĔЛТЕ
(Малалли. Пуçл. 20-36№№.) – Пулчĕ. Тĕпелти çутă урама ӳкмест тетĕн-и? [...]
СĂВĂСЕМ
ТАВРĂНСАН Кĕтнĕ кун йăл çиçрĕ, кулчĕ: Таврăнчĕ салтак килне. Çав каçах курасшăн пулчĕ Тунсăхланă савнине. [...]
САМАНА ТĂВАТЬ ПИРЕ ÇАПЛА
Вĕлтĕртетсе анаççĕ çулçăсем, Сывпуллашаççĕ амăш-йывăçпа. Паллах сивве тӳсес килмест вĕсен, Тĕс ешерсех пыратчĕ ăшăпа. [...]
СĂВĂСЕМ
ТĂВАН ЧĔЛХЕНЕ Каçар, каçар, тăван чĕлхеçĕм, Сана пĕлмеç ман ачасем. Вĕрентеймерĕм эпĕ темшĕн, – Тăван темеç сана вĕсем. [...]
Вулакансем çыраççĕ
ÇĔПĔР ЧĂВАШĔСЕНЧЕН САЛАМ!
Авалхи чăвашсен çĕнĕ тырă пухнă ятпа çут çанталăк вăйĕсене тав туса чӳк тунă. Кĕрхи пуян кĕрекеллĕ йăласенчен пĕри – Чӳклеме çуралнă. [...]
ТĂВАН ЯЛА ЧУН ТУРТАТЬ
Вера Александровна Плотникова 1956 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Алексеевски районĕнчи Чăваш Майнинче почтальонка çемйинче çуралса ӳснĕ. Ялти пуçламăш шкулта, Тутар Майнин тулли мар вăтам шкулĕнче, Тутар Этемшӳ вăтам шкулĕнче пĕлӳ пухнă. [...]
ХИТРЕ ХĔРЕ ĂС ПАНИ
Хитре хĕр, ма ĕметĕн чĕлĕмне? Сан ĕмĕрӳ васкавлăн кĕскелет. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
