921-мĕш кăларăм:
А.П.БИКМУРЗИН юрист ăнлантарать
Ман ыйту çине хурав парсамăр, тархасшăн. Кӳршĕ вĕлле хурчĕсем тытма пуçланăранпа лăпкă пурнăç пĕтрĕ. [...]
ДИРЕКТОРСĂР ГИМНАЗИ
Августăн 30-мĕшĕнче çирĕм çул хушшинче пĕрремĕш хут Хула кунĕ ячĕпе Анат Камăн ĕçченĕсем Строитель проспектне тухса хăйсен шухăш-кăмăлне палăртнă. Уяв демонстрацине строительсем, водительсем, кондукторсем, вĕрентекенсем, тухтăрсем, пушар хуралĕсем тата студентсем хутшăннă. [...]
ТӲРЕМРЕ ЯЛАВ ВĔЛКĔШРĔ
Хусанпа Тутарстан çуралнă кунне хула хăнисемпе кунта пурăнакансене эрне каялла Китайри Шеньженрен илсе килнĕ Пĕтĕм тĕнчери студентсен спорт федерацийĕн ялавне кăтартрĕç. Чăн-чăн спорт уявĕ Пинçуллăх тӳремĕнче пулса иртрĕ. [...]
ТАШЛАТТАРТĂМĂР ТА
Республика кунĕ тата Хусан кунĕ питĕ савăнăçлă иртрĕ. Кашни кĕтесре тенĕ пек юрă-ташă янăрарĕ. [...]
ТĔП ХУЛАПА ÇЫХĂНУ ÇИРĔПЛЕНЕТ
Иртнĕ эрнери чи паллă пулăмсенчен пĕри – Тутарстанра Мускав кунĕсем пĕрремĕш хут иртни пулчĕ-тĕр. Мускавран килнĕ пысăк делегаци республика ертӳçисемпе, ĕçлĕ çынсемпе, ветерансемпе, спортсменсемпе, приютра пурăнакан ачасемпе, нумай ачаллă çемьесемпе тĕл пулчĕ, «Булгария» теплоходпа пулнă трагедире вилнĕ çынсене асăнса Хусанти юхан шыв вокзалĕнче шыва чечек кăшăлĕ ячĕ. [...]
ЯЛСЕМ МАШИНАЛЛĂ ПУЛЧĔÇ
Августăн 29-мĕшĕнче Тутарстанăн тĕп хулинчи «Хусан» наципе культура центрĕ умĕнче республикăри районсенчи ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем пухăннăччĕ. Кашни районтан икшер ял хутлăхĕн ертӳçисене Хусана чĕнтернĕ. [...]
ТĂХĂРЬЯЛСЕМ ЦОЯ АСĂНАÇÇĔ
Ял клубĕнчи концерт хăйне евĕр пулăм, вăл ял хавалĕ. Темле чаплах пулмасан та, унта çĕнĕ талант, тĕлĕнмелли пулатех. [...]
«ÇУРЛА УЙĂХĔНЧЕ ÇЕÇКЕ ÇУРТĂМĂР»
Теççĕ пĕтĕм тĕнчери этнофестивале хутшăннă Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕн «Хăят чечекĕсем» фольклор ушкăнĕн юрăçисем. Çурла уйăхĕн 26-28-мĕшсенче Хусан çывăхĕнчи кану лагерĕнче Пĕтĕм тĕнчери III «Крутушка» этнофестиваль кĕрлерĕ. [...]
АСĂМРАХ СĔНЧЕЛ УРАМĔСЕМ
КЕНУШ ТАТА УНĂН ЮРАТĂВĔ (Вĕçĕ. Пуçл. 35№.) Вун çиччĕ тултарса вун саккăра кайнă Геннадие 1944 çулта хĕсмете илсе каяççĕ, Аслă тĕнче вăрçин вут-кăварĕ сӳнме ĕлкĕреймен-ха ун чух. Çамрăк салтак курсне иртнĕ хыççăн Порт-Артур çывăхĕнчи Дальний хулине 291-мĕш штурмлакан авиаци полкне ăсатаççĕ. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ
Августăн 29-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев Патшалăх Думине суйлав кампанийĕ пуçланни пирки пĕлтернĕ. Вăл çĕршыври политика партийĕсен ертӳçисемпе Сочире тĕл пулнă. [...]
Ял хуçалăхĕ
ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ
35 РАЙОН ВЫРМАНА ВĔÇЛЕНĔ Августăн 31-мĕшĕ тĕлне республикăра 1565,7 пин гектар лаптăкран 5052 пин тонна ытла тырă çапса илнĕ. Пĕр гектара тивекен вăтам тухăç 32,3 центнер. [...]
Кӳршĕсенче
КӲРШĔСЕНЧЕ
ПУШКĂРТСТАН Правительствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, патшалăх тата муниципаллă учрежденисенче тăрăшакансен ĕç укçине 2011 çул вĕçлениччен 15 процентран кая мар ӳстерме йышăннă. Çак учрежденисенче ĕçлекенсен январь-июнь уйăхĕсенчи вăтам ĕç укçи 10-12 пин тенкĕ пулнă. [...]
Тĕпелте
УСĂЛЛĂ КАНАШСЕМ
* Хăяр е помидор тăварланă чух тăвара кашăкпа мар, шăрпăк коробкипе виçсе ямашкăн меллĕ. Виçĕ литрлă банка валли шăп та лăп виçĕ коробка (тӳпелемесĕр) тăвар кирлĕ. [...]
ШАН, АНЧАХ ТĔРĔСЛЕ
Хăш-пĕр апат-çимĕçе эпир пĕр иккĕленмесĕрех усăллисен шутне çеç кĕртетпĕр. Вĕсем сиен кӳме пултарни çинчен шутламастпăр та темелле. [...]
Калем
САЛАННĂ КĔЛТЕ
(Малалли. Пуçл. 20-34№№.) Чылаях пысăк йывăç çурт Хветура аппан, урамалла виçĕ чӳрече тухать. Вут хутса ячĕç, апат хатĕрлерĕç. [...]
Вулакансем çыраççĕ
ИНФОРМАЦИЛЛЕ ÇЫРУ
Пĕтĕм чăвашсен обществăпа культура центрĕ, Чăваш наци конгресĕ тата Чăваш патшалăх педагогика университечĕ октябрĕн 14-мĕшĕнче Халăхсен хушшинчи «Чăваш диаспори: истори, хальхи, малашлăх» наукăпа практика конференцийĕ ирттереççĕ. Конференцире çак ыйтусене сӳтсе явма палăртнă: 1. [...]
ЧИ ИЛЕМЛĔ ЮРĂ АВТОРĔ
Егор Кузьмин Пăва районĕнчи Шемекре çуралнă. Тăван шкулĕнче пĕрле вĕренекенсен асĕнче вăл хаваслă, шанса панă ĕçе ялан тивĕçлĕн пурнăçлакан кăмăллă ача пек юлнă. [...]
ВĔРЕНТЕКЕНСЕМ
Акă тепĕр вĕренӳ çулĕ те пуçланчĕ. Эпĕ хам вĕреннĕ Аксу районĕнчи Емелькино вăтам шкулĕн çитĕнĕвĕсемпе «Сувар» хаçатра вуласа яланах мăнаçланатăп. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
