916-мĕш кăларăм:
ЭПИР КАЛЛЕХ ПĔРРЕМĔШ
Граждансене çар службине хатĕрлес тата ăсатас енĕпе РФ субъекчĕсен хушшинчи конкурсра Тутарстан каллех пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Хальхи çĕнтерӳ шучĕпе тăваттăмĕш. [...]
СĂРА ТА ЭРЕХПЕ ТАНАХ-И?
РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев сăрана ытти алкогольлĕ шĕвексемпе танлаштарасси тата ăна çул çитмен ачасене сутнăшăн яваплăха ӳстересси çинчен законсене çак кунсенче алă пусса çирĕплетрĕ. Законсен тĕп тĕллевĕ – 2020 çулччен Раççей халăхĕ хушшинче алкоголизма хирĕç профилактика ирттермелли тата ĕçекен алкогольлĕ шĕвексен калăпăшне чакармалли патшалăх программине пурнăçа кĕртесси. [...]
ÇĔРЕ ÇИТИ ПУÇ ТАЯТĂП
(Вĕçĕ. Пуçл. 24-29№№.) Очерк ШКУЛ – ЯЛ ПĂТИ 10-мĕш класс. Халĕ шкула хамăр ял çынни Даниил Артемьевич Крюков ертсе пырать ĕнтĕ. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ
Патшалăх статистикин федераллă служби кăçалхи пĕрремĕш çур çулта çĕршывра мĕн чухлĕ çурт-йĕр тунине пĕтĕмлетнĕ. Пурĕ Раççейре пĕтĕмĕшле илсен 20,7 миллион тăваткал метр лаптăклă 243, 2 пин хваттер хута янă. [...]
Республикăра
РЕСПУБЛИКĂРА
Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе паянхи кун тĕлне республика реестрне 15896 ветерана кĕртнĕ, вĕсенчен 13644-шне федераллă субсиди килни çинчен пĕлтернĕ, 13462 ветеранпа килĕшӳ туса вĕсем валли укçа куçарнă, 13014-шне хваттерпе тивĕçтернĕ. 851 ветеранăн пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма июнь уйăхĕнче федераци бюджетĕнчен тата 803 миллион тенкĕ куçнă. [...]
Ял хуçалăхĕ
ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ
ТУТАРСТАН ВЫРМАНА ТУХРĔ Республика уй-хирĕсенче техника пĕр минута та кĕрлеме чарăнмасть, чи яваплă ĕç – тырçи – июлĕн 25-мĕшĕнче пуçланчĕ. Кăçал республикăра 1 миллион та 647 гектар çинчи пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртмелле. [...]
Закон тата йĕрке
ВĔРЕНĔН ТЕ ВĔÇĔ ПУР
ТР ШĔМĕн ĕçченĕсен сăмахĕсенчен курăннă тăрăх, республика территорийĕнче тĕрлĕ шайри преступление шута илмесĕр пĕр кун та иртмест. Шалти ĕçсен министерствин кирек мĕнле подразделенийĕн ĕçне те хăрушă тата уйрăмах хăрушă преступленисене уçса панă тăрăх хаклатпăр. [...]
Калем
САЛАННĂ КĔЛТЕ
(Малалли. Пуçл. 20-29№№.) Атте те ырлатчĕ, хытă килĕштеретчĕ. Хам ывăл пекех туйăнать тетчĕ. [...]
СУПЕРМАРКЕТРИ «АСАП»
Шӳтлĕ калав Йăмăкăн упăшкин тăванĕсем пысăк хулара пурăнаççĕ. Пĕррехинче эпир йăмăкпа вĕсем патне хăнана кайма шутларăмăр: пысăк хула курăпăр тата тум-юм туянăпăр терĕмĕр, кăшт пухăннă укçа-тенке пĕрле илтĕмĕр. [...]
Çунатлă çамрăклăх
ПРЕЗИДЕНТПА ПУЛĂ ШӲРПИ
Эпир, Тутарстанра пурăнакансем, хамăр республикăна питĕ юрататпăр, унăн çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланатпăр, инкекĕсемшĕн хурланатпăр, тăван ене савнăран патриотла туйăмсем чĕрене тулаççĕ. Çапах кӳршĕллĕ Чăваш Респбуликинче мĕн пулса иртни те пире çав тери кăсăклантарать. [...]
ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ
«УНИВЕРСИАДА ВĂЛ – ЭПИР!» Тутарстанăн 250 ытла студенчĕпе çамрăксен политикин лидерĕ çак кунсенче Евпаторие кайнă. [...]
Анжелика ФАДЕЕВА: «ÇĔНТЕРЕТĔП ТЕСЕ ШУТЛАМАН ТА»
Июль пуçламăшĕнче Нурлатра иртнĕ Уяври «Уяв пики» конкурса кăçал пĕр кашăк шывпа çăтса ямалла хĕрсем хутшăнчĕç. Вун пĕрĕнччĕ вĕсем. [...]
ВĔРЕНӲРЕ ТЕ, СПОРТРА ТА ХАСТАР
Ыран, июлĕн 30-мĕшĕнче, Аксу районĕнчи Аслă Сĕнчел вăтам шкулĕ 150 çул тултарать. Çакăнтан вĕренсе тухнă вун-вун çын пухăнать унта ыран. [...]
ЧĂН-ЧĂН КАПИТАН
Шутланă-ши Роман хăçан та пулсан хăйне пин-пин çын тав сăмахĕ каласса? Çук пуль. [...]
ЮРЛАКАНСЕН ТĂРĂХĔНЧЕ ÇУРАЛНĂ
Вăл çуралса ӳснĕ тăрăхра юрламан çын çук теççĕ. «Юрлакансен çĕрĕ» теççĕ Украинăри Черновцы тăрăхне. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
