914-мĕш кăларăм:
ЮЛАШКИ ÇУЛ ÇӲРЕВ
Июлĕн 9-мĕшĕнче «Булгария» теплоходпа икĕ кунлăха «Хусан-Пăлхар» круиза тухнă Хусан, Ульяновск, Пермь, Звенигово, Минск тата ытти хуласенчи ик çĕр ытла çын хăйсене телейсĕр путевка çакланнине, вĕсенчен чылайăшĕ, çав шутра теплоходăн капитанĕ Александр Островский те, Хусана урăх нихăçан та курайманнине шутлама та пултарайман. Июлĕн 10-мĕшĕнче кăнтăрла 14 сехет тĕлĕнче «Булгария» теплоход Камско-Устьински районĕнчи Сюкеево ялĕ çывăхĕнчи Куйбышев водохранилищинче, çыранран виçĕ километр инçĕшĕнче 3-5 минут хушшинчех шыв айне кайнă. [...]
ХĔРЕС КАЯЛЛА ХĂПАРЧĔ
Свияжск утравĕнче юсавпа реставраци ĕçĕсем хĕрсе пыраççĕ. Кунта хальхи вăхăтра авалхи арçынсен мăнастирне хута яма хатĕрленеççĕ. [...]
ÇĔРЕ ÇИТИ ПУÇ ТАЯТĂП
Очерк (Малалли. Пуçл. 24-27№№.) НИВУШЛĔ ЯШЛĂХ ÇУЛНЕ КĔРЕТПĔР?.. Николай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлман. [...]
ПĔР ЧĔЛХЕ
Район ертӳçисем маларах пултарайманнипе-и, урăх сăлтавпа-и, пăвасем ыраш вырма тухас умĕн тин Акатуйне ирттерсе пăрахас терĕç. Вăхăтне кура çакă кăштах кулăшларах килсе тухать пулин те, туй тесен выртан каска та вырăнтан хускалнă тенĕ пек, çак пулăм районти мĕн пур чăваш ялне хускатса, хавхалантарса ячĕ. [...]
КĔТӲÇРЕН ÇЫРАВÇĂ ТАРАН
(Вĕçĕ. Пуçл. 26, 27№№.) ТАСС Акă ĕнтĕ 35 çул эпĕ ТАССăн Тутарстанри ятарлă корреспонденчĕ. Малтан кунта куçнăшăн виçĕ çул хытă ӳкĕнтĕм. [...]
ТУТАРСТАНА ЕВРОПĂРА ПĔЛМЕН ПАТШАЛĂХ ÇУК
Çапла пĕлтерчĕ ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин июлĕн 8-мĕшĕнче журналистсемпе тĕл пулсан. [...]
90 ÇУЛ ПĔРЛЕ
Нумай пулмасть Аксу районĕнчи Федоровка тата Алексеевка ялĕсенче пурăнакансем те тăван ялĕсем 90 çул тултарнине паллă турĕç. Федоровкăсемпе алексеевкăсем пĕр-пĕринпе пĕр ялсем пекех çывăх пурăнаççĕ. [...]
ПИТРАВРИ АСĂНУ
Июлĕн 12-мĕшĕ Çарăмсан районĕнчи акрельсемшĕн паллă кун. Ял халăхĕпе тунă çĕнĕ чиркӳре иккĕмĕш çул кĕлĕ вулаççĕ. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ
Республикăри бюджет 2011 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче епле тулса пынине тишкернĕ канашлура ТР финанс министрĕ Радик Гайзатуллин пĕлтернĕ тăрăх, çак тапхăрта Тутарстан бюджетне 95,7 миллиард тенкĕ кĕнĕ, вĕсенчен çурри ытла (65,1 миллиард) налогсем. Рустам Минниханов баланслă тата тĕреклĕ бюджет йĕркелемеллине палăртнă. [...]
Ял хуçалăхĕ
ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ
ÇАНТАЛĂК ПЫСĂК ТУХĂÇ ШАНТАРАТЬ Иртнĕ канмалли кунсенче çунă çумăр пучах çавăрнă культурăсемшĕн питĕ усăллă пулчĕ. Çавна кура республикăра кăçал тыр-пултан лайăх тухăç илес шанăç пысăк. [...]
Республикăра
РЕСПУБЛИКĂРА
Шкулчченхи вĕрентӳ учрежденийĕсен строительстви, тĕпрен юсамалли программи республикăра хальлĕхе пурнăçа ăнăçлă кĕрсе пырать. Аса илтеретпĕр, ку программăпа килĕшӳллĕн, 2011 çулта Тутарстанăн чи пĕчĕк гражданĕсем валли 11 пин те 295 вырăн хатĕрлемелле. [...]
Кӳршĕсенче
КӲРШĔСЕНЧЕ
УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔН Правительстви «2011-2013 çулсенче Ульяновск облаçĕнчи халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркелесси» программăна çирĕплетнĕ. Асăннă документа облаçри Ĕç тата социаллă аталану, Сывлăх сыхлав, Вĕрентӳ, Искусство тата культура политикин министерствисем, Физкультурăпа спорт департаменчĕ пĕрле йышăннă. [...]
Верук тĕпелĕ
ТУТЛĂ ЯШКА ВĂРТТĂНЛĂХĔ
Мĕншĕн-ха кашни хĕрарăм пĕçерекен яшка пĕр пек мар? Çав продуктсенех яраççĕ, анчах кашнинех тути урăхла пулать. [...]
ТУТЛĂ ПУЛТĂР!
КĂЧĂРТАТАКАН ХĂЯР Кирлĕ (3 литрлă банка валли): хăяр (банкăна кĕнĕ чухлĕ), 4 шăл ыхра, укроп, 5 хурлăхан çулçи, хĕрен касăкĕ, йӳçĕ пăрăç касăкĕ, 1 пылак пăрăç; рассол валли 1 л шыв, 1,5 кашăк тăвар. Хăярсене банкăсене тултармалла, çиелтен рассол ямалла. [...]
Калем
ЧĂВАШ КĔНЕКИСЕМ – ЮТ ÇĔРШЫВСЕНЧЕ
Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствине Нимĕç наци библиотекинчен (Германи, Лейпциг хули) çыру килчĕ. «Эпир 2008 çулта И. [...]
САЛАННĂ КĔЛТЕ
(Малалли. Пуçл. 20-27№№.) Туххăм тулса ларчĕ Уляçăн пушă сĕтелĕ. Эрнипе туя хатĕрленсе пĕçернĕ тейĕн. [...]
СĂВĂСЕМ.
ЭПИР ӲСНĔ АКСУ Çын пĕр çукшăн ниме те мухтамĕ, Вăл юрлать лайăхне курнăран. Вăл хавас пулас кунăн йыхравĕ – Ăна шав малалла туртнăран. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
