Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 2 - 4 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

908-мĕш кăларăм:

ФЕСТИВАЛЕ ЧĂВАШ ТЕАТРĔ УÇРĔ

ФЕСТИВАЛЕ ЧĂВАШ ТЕАТРĔ УÇРĔХусанта пурăнакан театра юратакансемшĕн çак эрнери кашни кунах уяв пулчĕ темелле, мĕншĕн тесен республикăмăрăн тĕп хулинче тунтикунтан пуçласа паянчченех тĕрĕк халăхĕсен театрĕсен X «Науруз» фестивалĕ пычĕ. Кашни кун Хусанти тĕрлĕ театрсенче 5-9 спектакль иртрĕ. [...]

УЛЬЯНОВСКРА — ЧĂВАШ КУЛЬТУРИН КУНĔСЕМ

УЛЬЯНОВСКРА — ЧĂВАШ КУЛЬТУРИН КУНĔСЕМÇак кунсенче Ульяновск облаçĕнче Чăваш культурин кунĕсем иртеççĕ. Июнĕн 1-мĕшĕнче Культура кунĕсене уçнă çĕре ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова, Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов тата культура министрĕ Геннадий Журавлев, Раççейри наципе культура автономийĕсен ертӳçисем хутшăннă. [...]

ЯТАРЛĂ ХАТĔРПЕ ÇЕÇ ТĔРĔСЛЕÇÇĔ

Раççей гражданинĕн паспорчĕ çинче çĕнĕлле, машина вуламалла çырса хурассине çирĕплетекен постановлени çине РФ Премьер-министрĕ Владимир Путин алă пуснă. «Машина вуламалла çырса хуни пĕтĕм стандартсене пăхăнса тăрать: хушамат, ят, ашшĕ ячĕ, паспорт хуçин çуралнă кунĕ, уйăхĕ, çулĕ, арçын е хĕрарăм пулни, паспорт серийĕпе номерĕ, документ паракан подразделени кочĕ, хăçан пани, паспорт паракан патшалăх ячĕ», – тесе çырнă Правительство сайтĕнче пичетленнĕ постановлени çинче. [...]

ТРАНСПОРТ

ТРАНСПОРТ ÇĔНĔ ЙЫШШИ МАШИНА Раççей рынокĕ валли ятарласа SOLLERS компани хатĕрленĕ «Аварийная ремонтная служба» FIAT Ducato автомобиле çак кунсенче Санкт-Петербургри «РосГазЭкспо» куравне тăратнă. Çĕнĕ автомобиле, FIAT Ducato Combi тиевпе пассажир никĕсĕпе тунăскере, тата «ДУНАРУС» гидравлика оборудованипе пуянлатнă. [...]

ЯРМĂРККĂСЕМ ВĔÇЛЕНЧĔÇ

ЯРМĂРККĂСЕМ ВĔÇЛЕНЧĔÇХусанта тата республикăри ытти хуласенче ял хуçалăх продукцине сутассипе çурхи ярмăрккăсем пычĕç. Иртнĕ вырсарникун хула халăхĕшĕн йӳн хакпа туянасси юлашки кун пулчĕ. [...]

Мунир БУШЕНАКИ: «СВИЯЖСКА КИЛНИ МАНШĂН ЧЫС»

Культура пуянлăхĕсене упрассипе, реставрацилессипе халăхсен хушшинчи тĕпчев центрĕн (ИККРОМ) генеральнăй директорĕ Мунир Бушенаки тата Тутарстанăн Патшалăх советникĕ Минтимер Шаймиев май вĕçĕнче Свияжск утрав-хулара пулчĕç. Çавăн пекех вĕсемпе РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министерстви çумĕнчи ЮНЕСКО ĕçĕсен комиссийĕн яваплă секретарĕ Григорий Орджоникидзе, Пĕтĕм тĕнче еткерлĕхĕн Раççейри наци комитечĕн президенчĕ Игорь Маковецкий пулчĕç. [...]

Хыпарсен ярăмĕ

КĔСКЕН

Тĕнчипе сум илнĕ «Forbes» журнал бизнес пуçарма, аталантарма меллĕ Раççейĕн 30 регионне пăхса тухнă. Мускавпа Питĕре, Çурçĕр Кавказ республикисене шута илмесен Раççейĕн субъекчĕсенчен бизнесшăн чи ăнăçли Тутарстан тесе палăртнă журнал, ун хыççăн Свердловск облаçĕпе Краснодар крайĕ пыраççĕ. [...]

Ял хуçалăхĕ

ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ

ÇЕМЬЕ ФЕРМИСЕН ШУЧĔ ӲСНĔ Тутарстан кăçалхи çур акине лайăх хатĕрленсе ирттерчĕ тесе пĕлтерчĕ ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов ТР Министрсен Кабинетĕнче нумай пулмасть иртнĕ ларура. [...]

Калем

САЛАННĂ КĔЛТЕ

САЛАННĂ КĔЛТЕ(Малалли. Пуçл. 20, 21№№.) Çăмăл пурнăçпа пурăнать ĕçтăвком шоферĕ. Яккусемпе юнашар пурăнакан Елькка йытти пекех, палламан çынна курсан тăрса вĕренçи тăвать, унтан вара хӳрипе пăлтăртаттарма тытăнать. [...]

ЧĂВАШЛА ВУЛАМА МАЙСЕМ ПУР

Майăн 20-мĕшĕнче Тутарстан Республикин кĕнеке издательствин лавккинче (Бауман урамĕ, 29-мĕш çурт) кĕнекесен çĕнĕ çӳлĕкĕсем уçăлнă ятпа «Между Волгой и Уралом» çавра сĕтел иртрĕ. Тĕлпулăва Тутарстан, Пушкăртстан, Удмурт, Мордови Республикисенчи кĕнеке издательствисен представителĕсем, обществăлла организацисен ертӳçисем хутшăнчĕç. [...]

СĂВĂСЕМ

АСĂРХАНИСЕМ Çаратаççĕ халăх пурлăхне, Ӳстереççĕ унăн çуклăхне. Сĕмсĕр, «вăйлă», «пысăк» вăрăсем – Намăсне çухатнă пуçлăхсем. [...]

Шăнкăрав

ЫРĂ ÇУЛ СУНАТПĂР

ЫРĂ ÇУЛ СУНАТПĂРШкул пĕтерекенсем çак кунсенче хĕрсех пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем тытаççĕ. Хăш-пĕр экзамен хыçра ĕнтĕ, хăшне ак-ак памалла. [...]

ЫРĂ ĔÇ ЙĔРСĔР ÇУХАЛМАСТЬ

Хамăр ентешĕмĕр Н.И.Полоруссов-Шеле пи çуралнăранпа 130 çул çитнине палăртса Беловка ялĕнче пысăк уяв ирттерчĕç. Уява ертсе пыракансем Т. [...]

КĔНЕКЕ ÇИТЕЛĔКЛĔ

КĔНЕКЕ ÇИТЕЛĔКЛĔБиблиотекăсенче вуламалли кĕнеке çителĕклĕ тенине пĕлсен питĕ савăнтарать. Кун пеккине, паллах, пĕтĕм çĕртех тĕл пулаймастăн. [...]

КУНĔПЕХ СЫВЛĂХ ÇИНЧЕН

Сывлăх кунне Аксу районĕнчи Çĕнĕ Тимушкел вăтам шкулĕнче анлăн ирттерчĕç, пĕр вĕренекен те айккинче юлмарĕ. 1-11 классенче ирех класс сехечĕсем иртрĕç. [...]

ЕМЕЛЬКИНСЕНЕ ÇИТЕКЕН ÇУК

ЕМЕЛЬКИНСЕНЕ ÇИТЕКЕН ÇУКРайон чысне республикăра пĕрре çеç мар хӳтĕленĕ Емелькинăри вăтам шкулта вĕренекен «Çамрăк турист» кружок патриочĕсем – Дмитрий Тимофеев, Валерий Гаврилов, Павел Ильин, Петр Костин, Николай Никитин, Евгений Харитонов тата Константин Шурыгин – 1-мĕш вырăншăн илнĕ медальсемпе тата ТР Вĕрентӳпе наука министерствин кубокĕпе таврăнчĕç. «Раççей патриочĕсене ӳстеретпĕр» ят панă Республикăри призыв çулне çитмен çамрăксен (шкул ачисен) çарпа прикладной хатĕрленӳ енĕпе ăмăртăвĕ яланхи пекех Хусанти Киров районне кĕрекен «Трамп» полигонра иртрĕ. [...]

ÇĂЛТĂРЛĂ СЕХЕТ

Ертӳçĕ. Паян пирĕн шкулта уяв. Кунта уйрăмах пултаруллă ачасем пуçтарăннă. [...]

ЭТЕМ ЧУН-ЧĔРИПЕ ИЛЕМЛĔ

П.Хусанкайăн «Тĕлĕнмелле çынччĕ» калавĕ тăрăх   Урок теми: Этем чун-чĕрипе илемлĕ. Тĕллевсем: Пĕлӳ тĕллевĕсем: «Этем чун-чĕрипе илемлĕ» темăна малалла аталантарасси, «Тĕлĕнмелле çынччĕ» калавăн содержанийĕпе паллаштарасси, тĕп шухăшĕ патне илсе çитересси, И. [...]

АСЛАШШĔ СĂМАХĔ

Петĕрпе Хĕветĕр – пĕртăвансем. Асли, Петĕр, пиллĕк тултарнă ĕнтĕ. [...]

АЧАСЕМ ÇЫРАÇÇĔ

Аксу районĕнчи Кивĕ Тимушкел шкулĕнче вĕренекенсен пултарулăхĕ ЛАШАСЕНЕ ПĂХНИ Çуллахи каникулта Ванюкпа Санюк лаша фермине ĕçлеме çӳренĕ. Вĕсене унта Ваçлей мучи лашасене еплерех пăхни килĕшнĕ. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 909(23)№ пичĕ
■ 23(909)№, 2011, çĕртме, 10
«Сувар» хаçатăн 907(21)№ пичĕ
■ 21(907)№, 2011, çу, 27