906-мĕш кăларăм:
2012 ÇУЛТА КАМА ПРЕЗИДЕНТА СУЙЛĂПĂР?
Юнкун, майăн 18-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев Раççейĕн «Сколково» инновацисен центрĕнче пресс-конференци ирттерчĕ. Унта 800 ытла МХХ представителĕсене аккредитациленĕ. [...]
«КĔМĔЛ ТУМЛĂ ÇАР»
Турцири премьера хыççăн спектакле Хусанта кăтартаççĕ Çамрăксен театрĕн труппи нумаях пулмасть Турцире иртнĕ тĕрĕк чĕлхиллĕ театрсен Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕнчен таврăннă. Чăваш Енĕн пултарулăх ушкăнĕн чапне-сумне 4 статуэтка çирĕплетет. [...]
ПĔРЛЕ КĔРЕШМЕЛЛЕ
Алкоголь продукцине вăрттăн сутассипе право сыхлавĕн органĕсем çеç мар, общественность та, муниципаллă власть та, массăлла хыпар хатĕрĕсем те кĕрешмелле. Çакăн пек сăмахсемпе пуçларĕ ТР Премьер-министрĕ Ильдар Халиков Тутарстанра право йĕркине тытакансемпе тата алкоголь продукцийĕн çаврăнăшне сăнаса тăракансемпе ирттернĕ ларăва. [...]
«ТĂХĂРЬЯЛ ШĂПЧĂКĔСЕМ»
Юлашки вăхăтра Тăхăрьялта çĕнĕ уявсем вăй иле пуçларĕç. Паллă çынсене палăксем уçасси, Шемек-Пимĕрселĕнче Питравкка, Элшелĕнче Тăхăрьял музейне уçрĕç, Пӳркелĕнче – Хăят уявĕ, «Тăхăрьял шăпчăкĕ» юрăçсен конкурсĕ те çулсерен вăй илсе пырать. [...]
УЯВ УМĔНХИ ТĔЛПУЛУ
Тунтикун Хусанти Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче П.Хусанкай ячĕллĕ чăваш центрĕн черетлĕ пухăвĕ иртрĕ. [...]
Виктор ПЕТРОВ: «ЭПĔ ÇЕÇ ÇЫННА КУЛТАРСА ÇӲРЕТĔП»
Шӳтсемпе кулăшла сценкăсемпе йăпанакансем «Кăлтăрмач-шоу» мĕн иккенне те, унăн ертӳçине, тĕп актерне, авторне Виктор Петрова лайăх пĕлеççĕ. Анчах чылайăшĕ видео-спектакльсенч е кăна курнă ăна. [...]
АК ТАМАША: 20-ре?!
Анат Камăра чăваш театрне йĕркелесе янă чухне ку ĕç нумайлăха тăсăлĕ тесе шутламан-тăр ăна никĕслекенсем. Яланхилле, пĕр-пĕр уяв тĕлне пьеса пайĕ кăтартакан пултарулăх кружокĕн шайĕнче çеç курăнкалаççĕ пирĕн тăрăхра унашкал ушкăнсем. [...]
ЯЛТИ ПАРАД
Чăваш Шупашкар ялĕнчен çĕр ытла çын кайнă Тăван çĕршыва хӳтĕлеме, хĕрарăмсемпе ача-пăча çав вăхăтра арçын ĕçне пурнăçланă, фронта пулăшнă. Кашни çул ветерансен шучĕ сахалтан сахалланса пырать: Чăваш Шупашкар ялĕнче вара вăл пĕр-пĕччен – Наталья Прокопьевна Лапшова. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ
Ĕнер, майăн 19-мĕшĕнче Тутарстанри пичет ĕçченĕсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă турĕç. Çак ятпа журналистсене, полиграфистсене, массăллă хыпар хатĕрĕсенче ĕçлекенсене ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф. [...]
Ял хуçалăхĕ
ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ
ÇУР АКИНЕ ЯПĂХ МАР ЙĔРКЕЛЕНĔ ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов хуçалăхсенче çур аки мĕнле пынипе паллашас тĕллевпе çак кунсенче Элмет, Лениногорск, Çарăмсан хирĕсене пăхса çаврăнчĕ. [...]
Республикăра
РЕСПУБЛИКĂРА
ЭЛКЕЛ. Чăвашсен çурхи уявĕсенчен чи хитре праçнике – Уява – район чăвашĕсем кăçал май уйăхĕн 22-мĕшĕнче Тури Çĕньялта пуçлаççĕ. *** ТР Суту-илӳпе промышленность министерстви апат-çимĕç предприятийĕсен хушшинче май уйăхĕн 16-27-мĕшĕсенче республикăри халăхсен апат-çимĕç кунĕсене ирттерет. [...]
Кӳршĕсенче
КӲРШĔСЕНЧЕ
САМАР ОБЛАÇĔНЧЕ Петр тата Феврония кнеçсене палăк лартаççĕ. Çĕнĕ скульптура композицине шăп та çак çветтуйсен кунĕнче – июлĕн 8-мĕшĕнче – уçасшăн. [...]
Вĕсем Çĕнтерĕве туптанă
1943 ÇУЛТА ЧĔННИСЕМ
Вăрçă пуçланнă чух эпĕ 16 та тултарманччĕ-ха. Çав куна питĕ лайăх астăватăп. [...]
Нарспи
ӲРКЕНМЕННИ КАЯ ЮЛМАСТЬ
Кашни япалан вăхăчĕ пур текен каларăшпа питех килĕшмест Вера Марасова. Ун шучĕпе, этем пысăк ĕç тума нихăçан та кая юлмасть, çав шутра аслă шкулта вĕренме те, пенсие тухсан пуçласа кĕнеке çырма та. [...]
Калем
САЛАННĂ КĔЛТЕ
1 Кранк! кранк! вĕçет тӳпере икĕ пысăк çăхан. Урисене тăснă, çуначĕсене сарнă, ку таврари тӳпе патшисем пек никамран хăрамасăр явăнаççĕ ял çумĕнчи пысăках мар вĕтлĕх çийĕн. [...]
ЮРАТНĂРАН ТА ЮРАТНĂ КАША
Тĕрлĕ тĕслĕ чечексен ытарайми тутлă шăршипе тулса ларнă улăхпа, унта сĕрлекен пыл хурчĕсен, сăпса-тĕкĕл-турасен кăмăллă сассипе, анлă хирте хумханса ларакан сарă тулă пуссине, Пусакри уçланкăра хитре тĕсĕпе аякранах илĕртекен пиçсе çитнĕ çĕр çырлипе, уяр та сивĕ çанталăкра çăлтăрсем хушшинчен вăтануллă пăхса тăракан уйăхлă каçсене аса илтеретĕн эсĕ мана, тăван ялăм – Каша. Куçа хупатăп та вăрăм шурăн çийĕпе ярăнса вĕçекен текерлĕке, вăл, хăмăш ăшне çавăрнă йăвинче ларакан чĕпписене апатлантарас тесе вĕçнине курса киленетĕп пек, Элекка пахчинчен тытăнса Сӳнтĕк ялĕ патне çитиех сарăлса выртакан улăхра утă çулакан ял çыннисемпе пĕрле çӳллĕ тӳпене хăпарса тăри сассине савăнса итлетĕп. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
