897-мĕш кăларăм:
КИЛĔШӲЛĔХ ÇУЛĔПЕ
Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев ертсе пыракан делегацие Тутарстан чиккинче çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Унтан хăнасем Ешĕлвар районĕнчи Осиновăри «Майский» теплица комбинатне çул тытрĕç. [...]
РЕСПУБЛИКĂСЕН ХУТШĂНĂВĔ
Халиччен икĕ регион пĕр-пĕринпе 2009 çулхи августăн 10-мĕшĕнче Тутарстан тата Чăваш республикисен Министрсен Кабинечĕсем тунă суту-илӳпе экономика, наукăпа техника, социаллă тата культура енчен пĕрле ĕçлесси пирки калакан Килĕшĕве тĕпе хурса ĕçленĕ. 2009 çулта Чăваш Ен тата Тутарстан хушшинчи тавар çаврăнăшĕ 2008 çулхи шайра сыхланса юлайса 6072,7 миллион тенкĕпе танлашнă. [...]
ХУСАН ЧĂВАШĔСЕН ÇĔНĔ ЕРТӲÇĔ
Март уйăхĕн 15-мĕшĕ Хусан чăвашĕсемшĕн паллă пулăмсемпе пуян пулчĕ. Çак кун Тутарстана ЧР Президенчĕ М. [...]
Владимир ЕГОРОВ: «ÇИРĔК ÇУЛÇИ ÇИЛЕ МАЙ, ЮРРĂМСЕМ МАН ХАМА МАЙ...»
Республикăмăрти Аксу районĕнче пурăнакан Саврăшпуç композиторне, паллă юрăçа, аслă категориллĕ музыка вĕрентекенне – В.П.Егорова – «Сувар» вулаканĕсем чылайăшĕ пĕлеççĕ. Пĕлеççĕ çеç мар, нумайăшĕ унăн юррисене итлесе киленеççĕ, юрлаççĕ, савăнаççĕ. [...]
КАМСЕМ ЭПИР? ХĂШ ЙĂХРАН?
(Малалли. Пуçл. 9, 10№№) В.Д.Дмитриев профессор 1970 çулта Н.И.Егоровран çакнашкал халап-легенда çырса илнĕ. Сар текен хула патшин Хунтеслу ятлă питĕ хитре пике пулнă. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ
Японире мартăн 11-мĕшĕнче çĕр чĕтренме пуçланăранпа тĕнче канăçне çухатрĕ. Хыпарĕсем вара пĕринчен тепри хăрушăрах. [...]
Ял хуçалăхĕ
ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ
ТЫРĂ ПАРАÇÇĔ... ТӲЛЕВСĔР Март уйăхĕн çурринчен тытăнса Тутарстанри уйрăм хуçалăхсене кашни ĕне пуçне 250-шар килограмм тӳлевсĕр фураж параççĕ. Çак тĕллевпе бюджетран 256 миллион тенкĕ уйăрма йышăннă тесе пĕлтернĕ ТР ял хуçалăх министрĕн экономика тата аграрие çĕнетесси енĕпе çумĕ Н. [...]
Районсенче
ХУСАНКАЙ ЯЛЄНЧЕ
Элкел районĕнчи Хусанкай-Сиктĕрмене такăр çулпа килекенсене ылтăн тăрăллă чиркӳ, икĕ хутлă капăр шкул, чаплă музей-клуб кĕтсе илеççĕ. Больница çуртне те купаласа пĕтернĕ ĕнтĕ, çапах ялти чи çӳллĕ вырăна – «Хузангаевский» ЯХПКн ампарĕ тăррине вырнаçтарнă хĕрлĕ ялава пуринчен малтан асăрхатăн. [...]
ЮРАТНĂ ЯЛĂМ — НАРАТЛĂ
Совет çыннисем космоса вĕçнĕ пилĕк çуллăхсенче циркра этем тупăран вĕçсе тухнине курма пулатчĕ. Ку питĕ теветкеллĕ, шак хытаракан, çав вăхăтрах хăюллă номер. [...]
Кил-çурт хуçалăхĕ
ТАСАЛĂХ — СЫВЛĂХ НИКĔСĔ
Килти савăт-сапана юлашки çулсенче химипе час кăна çуса яма хăнăхса çитрĕмĕр. Анчах та усă курнă шыва выльăх апачĕ патне яма çук, паллах. [...]
МОНАСТЫРСКИЙ ШУЛТРАРАХ
Иртнĕ çулла шăрăх пулнипе-и, пахчаçăсем кăçал абрикос лартассипе пуçĕсене канăç памаççĕ. Мĕнлерех сортсем лартассипе кăсăкланаççĕ. [...]
Тĕпелте
ПĔЛНИ ПĂСМАСТЬ
– Пулă тахçанхи маррине çапларах тĕрĕслемелле: ăна шывлă тарăн савăта ямалла. Енчен те пулă пăсăлнă-тăк, вăл хырăмĕпе çӳлелле ишсе тухать. [...]
ПĔТĔМПЕХ САХĂР ЫЛМАШĔ ÇИНЧЕН
Сахăр нумай çини самăрлатнине пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа та диетăсене кăмăллакансем нумай чухне сахăр ылмашĕсемпе (сахарозаменители) усă курма тăрăшаççĕ. [...]
Калем
ЛЕШ ТĔНЧЕРЕН
(Малалли. Пуçл. 2010 ç. 43-48, 50-52, 2011 ç. 1-10№№.) – Çук. Вуннă пĕтерме шут тытрăм. Кайран куç курĕ унта… Каçхи сулхăн çил, çумри вăрман техĕмĕпе пуянланса капăрланнăскер, улăх тăрăх чупса анчĕ те чĕвĕлтетсе тăракан каччăпа хĕр тавра пĕр хушă ташласа çаврăннă хыççăн яла кĕмесĕр ферма çумĕпе йăпшăнса çырмана куçрĕ, кӳлĕ çийĕн вĕтĕ хумсем кăларса вĕçсе иртрĕ те Тукмаклă уйĕсем тăрăх чупса куçран çухалчĕ. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
