Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

891-мĕш кăларăм:

АТҐЛ ХЄРРИНЧЕ ТЕПЄР «АТҐЛ»

ТР ѕамрґксен єѕєсен, спорт тата туризм министрє Рафис Бурганов февралєн 1-мєшєнче ведомствґн пєтємлетї коллегийєнче пєлтернє тґрґх, 2010 ѕулта Тутарстанра 158 спорт сооруженине хута янґ. Паянхи куна вєсен шучє 9000 ѕитет. [...]

РАСПИСАНИЕ ÇИРĔПЛЕТНĔ

Рособрнадзорăн 2010 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче тухнă 2965 № приказпа кăçал пĕрлехи патшалăх экзаменне ирттермелли пĕрлехи расписание çирĕплетнĕ. Тĕп тапхăртан маларах экзамен тытмалли кунсем: апрелĕн 20-мĕшĕ – вырăс чĕлхи; апрелĕн 22-мĕшĕ – ют чĕлхесем, географи, физика; апрелĕн 25-мĕшĕ – математика; апрелĕн 27-мĕшĕ – информатика тата информаципе коммуникаци технологийĕсем (ИКТ), биологи, обществознани; апрелĕн 29-мĕшĕ – истори, литература, хими; апрелĕн 30-мĕшĕ – пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан мĕнпур предметпа – шута илме тивĕçлĕ сăлтавпа вăхăтра экзамен тытайманнисем е экзамен ĕçне пурнăçласа çитерейменнисем валли. [...]

КАЛЕМӲ ÇИВĔЧЛЕНСЕХ ПЫТĂР

Тутарстан Республикин Шалти ĕçсен министерстви правăна хӳтĕлекенсен ĕçĕ-хĕлне массăллă хыпар хатĕрĕсенче çутатакан журналистсен хушшинче çулсерен «Щит и перо» конкурс ирттерет. Февралĕн 3-мĕшĕнче «Щит и перо» лауреачĕсене Хусанти ШĔМĕн Культура центрĕнче чысларĕç. [...]

ПАРĂМСЕНЕ СĂНАСАХ ТĂМАЛЛА, АТТУ...

Çĕнĕ çултан Налог кодексне çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Налог инспекцийĕ малашне çынсен вак парăмĕсене виçĕ çула çитиччен пуçтарса пыма пулнă. [...]

КĔНЕКЕСЕМ ХУÇИСЕНЕ ТУПРĔÇ

Юлашки çулсенче пичетленсе тухакан кĕнекесен хуплашкисене пăхса ытарма çук. Хитрелĕхе куç хăвăрт курать, ун патне алă тăсăлать. [...]

ÇИТĔНӲСЕМ ÇИНЧЕН ТĔНЧЕ ПĔЛТĔР

Иртнĕ шăматкун Хусанта ТР Культура министерстви 2010 çула пĕтĕмлетсе тата 2011 çула тĕллевсем лартса коллеги ирттерчĕ. Унăн ĕçне ТР Премьер-министрĕ Ильдар Халиков, РФ культура министрĕн çумĕ Андрей Бусыгин, ТР Премьер-министрĕн çумĕ – ТР культура министрĕ Зиля Валеева, ТР Президенчĕн социаллă ыйтусем енĕпе пулăшуçи Татьяна Ларионова, ТР Патшалăх Канашĕн Культура, наука вĕрентӳ тата национальноçсен ыйтăвĕсем енĕпе комитечĕн председателĕ Разиль Валеев, ТР Муниципаллă йĕркеленӳсен канашĕн председателĕ Минсагит Шакиров тата ыттисем. [...]

ПĔРРЕМĔШ ПРЕЗИДЕНТ

ПĔРРЕМĔШ ПРЕЗИДЕНТРаççей Федерацийĕн пĕрремĕш Президенчĕ Борис Николаевич Ельцин февралĕн 1-мĕшĕнче 80 çул тултармаллаччĕ. Çак паллă юбилее массăллă хыпар хатĕрĕсем те, политика, искусство деятелĕсем те анлăн палăртрĕç. [...]

Хыпарсен ярăмĕ

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Левада-Центр ирттернĕ ыйтăм тăрăх, çĕршыври çынсенчен 62 процентне хаксем ӳснине пула халăх чухăна тухасси хăратать. Çак хăрушлăх вунă çул ытла ĕнтĕ çынсемшĕн тĕп проблема. [...]

Ял хуçалăхĕ

ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ

ТĔРĔСЛЕÇÇĔ Малашне Тутарстана кӳрекен выльăх-чĕрлĕх продукцийĕнче, выльăх апачĕпе биологи япалисенче этемпе выльăх-чĕрлĕхĕн генетика тытăмне сиенлетекен, онкологи чирĕсене яракан диоксин пуррипе çуккине лабораторире тĕрĕслеме тытăнаççĕ. Хальлĕхе диоксинлă продукци пирĕн республикăна çитни палăрман. [...]

Республикăра

РЕСПУБЛИКĂРА

ХУСАН. ТР патшалăх советникĕ М.Шаймиев Пăлхар хулинче тата Свияжск утрав-хулара кивĕ, юхăннă çуртсене юсассипе, сӳтессипе çыхăннă программăна пурнăçа кĕртес ыйтупа нумай пулмасть лару ирттернĕ. [...]

Кӳршĕсенче

КӲРШĔСЕНЧЕ

УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇНЕ февралĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин делегацийĕ килсе кайнă. ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Фошин ертсе пыракан делегаци йышĕнче театрпа концерт учрежденийĕсен, музейсен тата Халăх пултарулăхĕн çурчĕн ертӳçисемпе специалисчĕсем пулнă. [...]

Закон тата йĕрке

АСĂРХАНĂР — УЛТАВÇĂСЕМ!

Пĕлтĕр ТР ШĔМĕн следстви подразделенийĕ пĕтĕмпе 29079 уголовнăй ĕçе тишкернĕ. Унран 4820-шĕ экономикăри преступленисем. [...]

Çул–йĕр хăрушсăрлăхĕ

ШТРАФСЕНЕ ӲСТЕРЕСШĔН

Çул-йĕр правилисене пăснăшăн тӳлекен штраф суммине çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх автоинспекцийĕ «Единая Россия» партипе пĕрле ӳстересшĕн. Çапла майпа çул çинчи пробкăсемпе кĕрешме шутлаççĕ вĕсем. [...]

Тĕнче тавра

ТĔНЧЕ ТАВРА

ТĔНЧЕ ТАВРАУЛĂП ÇУРАЛНĂ Хабаровск крайĕнчи перинаталь центрĕнче 33 çулти Вера Овчинникова 7 килограмран та ытларах пăхаттир çуратнă. Çӳллĕшĕ те виçине кура сахал мар, 63 сантиметр. [...]

Тĕлентермĕшсем

ПАРАППАН САССИ

(Вĕçĕ. Пуçл.4 №) – Ăнланмастăп, мĕн тума ман пата пытăр ку ыйтупа? Мана нимĕн те кирлĕ мар. [...]

Тĕпелте

НИМĔН ТЕ АН ПĂРАХĂР

«Хуçалăхра катăк пуртă та кирлĕ», – тенешкел, апат тĕлĕшĕнчен те çаплах. Ытлашши юлнă апата нихçан та пăрахмалла мар. [...]

ТУТЛĂ ПУЛТĂР!

«МИМОЗА» САЛАТ Кирлĕ: пĕçернĕ 5 çăмарта, 100 г сыр, 100 г шăнтнă услам çу, 1 банка пулă консерви, 1 сухан, майонез. Ингредиентсене теркăпа хырмалла та сийĕн-сийĕн вырнаçтармалла: çăмарта, çур банка консерва, майонез, вĕттĕн туранă сухан, услам çу, çур банка консерва, майонез, сыр. [...]

ТИП ÇУ: ХĂШĔ ЛАЙĂХРАХ?

Тип çупа кашни килтех куллен усă кураççĕ. Промышленность – хамăрăнни те, чикĕ леш енчи те – çĕр-çĕр тĕрлĕ тип çу кăларать паянхи кун. [...]

Сывлăх

ПĔРРЕМĔШ ХОСПИС

Иртнĕ эрнере ТР Сывлăх сыхлав министерствипе А.Вавилова ячĕллĕ лейкемийăпа чирлĕ ачасене пулăшакан обществăлла ыр кăмăллăх фончĕ Тутарстанра ачасем валли пĕрремĕш хоспис уçасси пирки килĕшӳ турĕç. [...]

Калем

ЛЕШ ТĔНЧЕРЕН

(Малалли. Пуçл. 2010 ç. 43-48, 50-52, 2011 ç. 1-4№№.) Икĕ хăмăр куç, Улюшпа пытанмалла вылянăн, никĕс хушшинчи шăтăкран карăнакан хĕвел шевли айĕнче ахах-мерченĕн мĕлтлете-мĕлтлете илмессерен сĕмлĕхпе тусан тĕнчине çиçĕм пек хĕлхем сапса чуна çемçетекен ăшă илем кӳрет. Вăл кулса пăхакан куçĕнче çеç мар, çилпе тусана пула типсе кушăрханă тутасен ейĕвĕнче те, шăртланнă пит çăмартийĕсем çинчи юрату путăкĕнче те уççăнах палăрать. [...]

Клуб ĕçченне

РАÇÇЕЙ САЛТАКĔ ĂСЛĂ ТА ВĂЙЛĂ

I ертӳçĕ-хĕр; II ертӳçĕ-хĕр; Салтак; Арçынсен икĕ команди Реквизит: икĕ тĕслĕ хут листисем, сĕтел, икĕ тенкел, икĕ тĕслĕ икĕ шар, дротиксем. I ертӳçĕ-хĕр: Хӳтĕлевçĕ кунĕпе! [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 892(6)№ пичĕ
■ 6(892)№, 2011, нарăс, 11
«Сувар» хаçатăн 890(4)№ пичĕ
■ 4(890)№, 2011, кăрлач, 28