889-мĕш кăларăм:
40 ÇЫН ШЫВА КĔЧĔ
Кăшарни кунне Тутарстанри чăвашсем анлăн паллă турĕç. Чылай ялсенчи чиркӳсенчи священниксем çывăхри кӳлĕсемпе юхан шывсенче Кăшарни ваккисене касассине йĕркелерĕç, православи тĕнĕн авалтан пыракан йăлипе вĕсене светить турĕç. [...]
«ХАÇАТ ЫРРА ВĔРЕНТЕТ...»
Чăваш Республики Пичет кунне январĕн 15-мĕшĕнче ирттерчĕ. Шупашкарта пухăннă республикăри мĕн пур массăллă хыпар хатĕрĕсен представителĕсене, полиграфи ĕçченĕсене малтан ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова саламларĕ. [...]
ПРЕССА ТА ЮЛМĔ
Январĕн 18-мĕшĕнче ТР Министрсен Кабинетĕнче пĕлтĕрхи ноябрĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 22-мĕшĕччен республикăри заправкăсене тĕрĕслесе тухнине пĕтĕмлетсе брифинг ирттерчĕç. Çак уйăхлăха Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов хушнипе ТР Паха топливăпа тата энергетика ресурсĕсемпе усă курассипе ĕçлекен управлени тата ТР ШĔМ подразделенийĕ тĕрĕсленĕ. [...]
ХАЛĂХ КĂМĂЛНЕ ЧĔРЕ ТУЙСАН
Унтанпа нумай-нумай çул иртрĕ. Çамрăксем те тăчĕç ман çума. [...]
ЭКСТРЕМИСТСЕМПЕ СĂМАХ КĔСКЕ
Январĕн 19-мĕшĕнче Тутарстан ШĔМĕ 2010 çулăн оперативлă службин ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Милици структурин юлашки коллегийĕ пулчĕ вăл. [...]
ĔÇЕ ЙĔРКЕНЕ КĔРТМЕЛЛЕ
Январĕн 15-мĕшĕнче ТР Правительствинче Строительство, архитектура тата ÇКХ министерствин иртнĕ çула пĕтĕмлетмелли коллегийĕ иртрĕ. Унта ТР Президенчĕ Рустам Минниханов та хутшăнчĕ. [...]
ИСТОРИ СИЙĔ ӲНЕРÇĔ ĔÇĔНЧЕ
Январĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче Чăваш халăх ӳнерçин Виктор Немцевăн «Земля и люди Родины моей» куравĕ уçăлчĕ. Ăна ӳнерçĕ 75 çул тултарнă тĕле хатĕрленĕ. [...]
«ЧИКАН АРĂМĔ»
Ялтан чăваш тумĕпе хулана пынă хĕрарăмсемпе пулнă тĕрлĕрен мыскарасем çинчен нумай илтнĕ, вуланă хамăн пурнăçра. 1990 çулсенче пысăк аппапа (аттен йăмăкĕпе) те пулса иртнĕ кун пек мыскара. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ
Стипендисене пăрахăçа кăларасси пирки калакан сĕнĕве РФ Студентсен профсоюзĕ хирĕçлет. Çакăн пек йышăну çамрăксен хушшинче радикаллă шухăшсем чĕртме пултарать тесе шутлать вăл. [...]
Республикăра
РЕСПУБЛИКĂРА
ХУСАН урамĕсене кăçал çуллах экзотикăллă йывăç-тĕмсем – барбарис, миндаль, декоративлă улмуççисем лартаççĕ. Хунавсене Тутарстанри ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институчĕ Раççейри заповедниксенчен туянать. [...]
Ял хуçалăхĕ
Я Л ХУÇАЛĂХĔ
ПАТШАЛĂХ ПУЛĂШМА ШАНТАРАТЬ Раççей ял хуçалăх ĕçченĕсене çитес ака кампанийĕнче çунтармалли-сĕрмелл и материалсем туянма 10 процент скидка парасси пирки пĕлтернĕ РФ ял хуçалăх министрĕ Е.Скрынник нумай пулмасть Оренбург фермерĕсемпе тĕл пулсан. [...]
Кӳршĕсенче
КӲРШĔСЕНЧЕ
УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔНЧЕ «Раççей кунĕнче патриот çурат» акцин пиллĕкмĕш тапхăрĕ пуçланнă. 2010 çулта облаçра 13860 ача çуралнă, çакă унчченхи çултинчен нумайрах. [...]
Сывлăх
КĔЛЕТКЕ ИЛЕМĔ – ÇУРĂМРА
Ачасем, çула çитмен çамрăксем кĕлеткине тӳрĕ тытманни медицина ĕçченĕсемшĕн те, педагогсемшĕн те пуç ыратăвĕ пулса тăрать. РФ статистикинчен çакă паллă: паянхи куна ачасемпе çула çитменнисенчен 40 проценчĕ çурăм шăмми проблемисемпе аптрать. [...]
УЛĂМ САРСА ХУРĂТТĂМ...
Кашни çулах хĕлле аманнă-суранланнă тĕслĕхсем тăруках ӳссе каяççĕ. Çакăн сăлтавне ăнланма ансат: çулсем пăрлакланаççĕ, иртен-çӳрен мелсĕр ӳксе аманать. [...]
ВИÇЕН НОРМĂРА ПУЛМАЛЛА
Ача çитĕнсе çитнĕ май унăн организмĕ пĕтĕмпех улшăнать: çӳллĕшĕ хăвăрт ӳсет, сăн-пичĕ, пĕвĕ улшăнать, ӳт-пӳ виçи те пĕр пек тăмасть. Çак вăхăтра ача виçине сăнасах тăмалла. [...]
Калем
ЛЕШ ТĔНЧЕРЕН
(Малалли. Пуçл. 2010 ç. 43-48, 50-52, 1-2№№.) – Тĕрĕсех, Александр Петрович, – килĕшрĕ унпа Павлов майор. [...]
ӲКĔНӲ
Пĕрле вĕреннĕ хĕр-юлташăн çырăвĕ Курманнине курасшăн кайрăм Мăн хулана юлташсемпе. Мана ăсатнă чух пуç тайрăн, Ялтравлă çутă куçсемпе. [...]
ÇĔНĔЛĔХ ШЫРАКАНСЕНЕ I
Сăмах ăстине В.П.Станьяла Çĕнĕлĕх шырать Станьял, Ĕçĕ ун пырать кал-кал. Лайăх-çке ВУЛАВĂШРА, Ырă туйăнать ăшра. [...]
ÇĔНĔЛĔХ ШЫРАКАНСЕНЕ II
«Чăваш чĕлхин Çĕнĕлĕх словарьне» пухса хатĕрленĕ Г.А.Дегтярева БАРТЕР, БРОКЕР, БАНКОМАТ Илтĕнет пек «мат» та «мат». АНОНИМКА, КОМПРОМАТ – Чăнахах та хăратать. [...]
Вулакансем çыраççĕ
ПĔЛСЕ ÇИТНĔ
Пĕлтĕр ноябрьпе декабрь уйăхĕсенче Хусана Шупашкар артисчĕсем килсе чăваш халăхне савăнтарчĕç. Кун пек тĕлпулусем кашни çулах пулаççĕ, паллах. [...]
АЧАЛĂХА АСА ИЛТЕРЕТ
Пĕлтĕрхи пек шăрăх та çумăрсăр çанталăк эпир халиччен курман тесен те юрать. Кăçалхи юрлă хĕл те пире тĕлĕнтерет. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
