880-мĕш кăларăм:
ФИНСЕН ХУСАНТИ КУНĔ
Юнкун Хусанта ĕçлĕ визитпа Финлянди Президенчĕ Тарья Халонен хăйĕн мăшăрĕпе Пентти Араярвипе пулчĕ. Аэропортра Финлянди делегацине ТР Президенчĕ Рустам Минниханов кĕтсе илчĕ. [...]
АЛĂРА ВУН-ВУН ШĂПА
Журналист профессие улăштарса пĕр кун милицие «çаврăнас» йăла Тутарстанра çĕнĕлĕх мар, кăçалхи акци шучĕпе виççĕмĕш пулчĕ. Çавна кура çак йĕркесен авторĕн те милици «стажĕ» виçĕ çулпа танлашрĕ. [...]
ТĔПЧЕВÇĔСЕМ КАНАШЛАРĔÇ
Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитарипе ăслăлăх институчĕн ларусем ирттермелли залĕнче Чăваш халăх академийĕпе Чăваш тавра пĕлӳçисен союзĕн пĕрлехи çулталăк пухăвĕ иртрĕ. Ăна Академин хисеплĕ президенчĕ, Тавра пĕлӳçĕсен союзĕн хисеплĕ председателĕ Виталий Петрович Станьял уçрĕ. [...]
МĔНЛЕРЕХ ПУЛĔ ПИРĔН ПЕНСИ?
Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министерстви Правительствăна çырнă докладĕнче пенсин перекет пайне ирĕклĕ тума тата ăна приватизацилеме май парса коммерцилле мар пенси фончĕн аллине пама ыйтнă. Ку укçапа патшалăх пенси тӳленĕ çĕрте усă кураймасть, гражданин та харпăр шучĕ çинчи тенкĕсене хăйне кирлĕ пек тыткалаймасть. [...]
ТĂХĂРЬЯЛА ЧĔРИ ВИТĔР КĂЛАРНĂ
Д.П.Петров-Юман ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăвашсен малтанхи историкĕ, литературипе журналистика вĕрентĕвĕсене пуçласа яраканĕ, пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн хастар кĕрешекенĕ. Тăхăрьялăн чăн Улăпĕ. [...]
ÇĔПĔР ЧĂВАШĔСЕМ
Кивĕ Шешкел ялĕ 1851 çулччен Оренбург кĕпĕрнинчи Бугуруслан уесне кĕнĕ. 1851 çултан пуçласа пирĕн ял Самар кĕпĕрнинчи Пĕкĕлме уесĕнчи малтан Мăкшă Кармалки, унтан Куак вулăсĕнче пулнă. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Медведев шучĕпе, кĕпĕрнаттăрсен çак должноçра виçĕ срокран ытла лармалла мар, пĕр вырăнта нумай çул ĕçлекен федераллă служащисене те ĕç вырăнĕнчен хăтармалла. Ун пеккисем Правительствăра та, Президент Администрацийĕнче те пайтах. [...]
Республикăра
РЕСПУБЛИКĂРА
«Татфондбанк» хăй çуллен ирттерекен «Ялти пултаруллă 100 ача» социаллă акцие пĕтĕмлетнĕ. Çапла вара республикăри ялсенчи 100 ача акцин лауреачĕсем пулма тивĕçнĕ. [...]
Кӳршĕсенче
КӲРШĔСЕНЧЕ
УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔ Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен социаллă-экономикăл ла аталанăвĕн 2010 çулхи тăхăр уйăхри пĕтĕмлетĕвĕсемпе 5-мĕш вырăнта тăрать. Облаçăн Экономика министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, хальхинче пиллĕкмĕш вырăна пуçласа виçĕ регион пайланă: Ульяновск тата Саратов облаçĕсем, Пушкăртстан Республики. [...]
Нарспи
УРА ТАРЛАТЬ, ÇУРКАЛАНАТЬ
Кĕркунне, çуркунне тата хĕлле ăшă атă-пушмак тăхăннă вăхăтра нумай çын ура тарланипе тертленет. Ку нушаран халăх меслечĕ хăтăлма пулăшать. [...]
ПАРХАТАРЛĂ ĔÇ ТĂВАТЬ
Библиотекăсенче, уйрăмах шкулсеннинче, час-часах тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Хăйсем пурăнакан районта çуралса ӳснĕ паллă çынсене халалласа асăну каçĕсем йĕркелеççĕ. [...]
ÇӲÇ МĔНШĔН ТĂКĂНАТЬ?
Медицинăпа çырнă статьясенче çыннăн кунсерен 50-100 çӳç пĕрчи тăкăнни йĕркеллĕ пулăм тесе çырнине тĕл пулатпăр. Енчен те ывçи-ывçипе тăкăнать-тĕк, паллах, ку мĕнрен-тĕр килет. [...]
Спорт тата сывă пурнăç йĕрки
СПОРТ
Чемпионсен лиги пуçланнăранпа «Рубин» болельщикĕсем çĕнтерӳ кĕтеççĕ. Анчах гол кĕртме ăнăçлă самантсем, вăйлă атакăсем пулсан та Хусан команди Греци сборнăйне парăнтараймарĕ, 4-мĕш тур матчĕ «Рубинпа» «Панатинаикосшăн» иккĕмĕш хутчен 0:0 шутпа вĕçленчĕ. [...]
Сетнер
ТУМХАХЛĂ ПУРНĂÇ ÇУЛĔПЕ УТАКАН ПОЛКОВНИК
Пăва районĕнчи Альших ялĕнче çуралса ӳснĕ Валерий Самаркинпа пĕрремĕш хут Шупашкарта пурăнакан Тутарстан чăвашĕсен «Пăлхар» ентешлĕхĕн тĕлпулăвĕнче паллашрăм. Çар тумĕ тăхăннă, тĕреклĕ утакан полковника асăрхамасăр нимĕнле те иртейместĕн. [...]
Калем
ЛЕШ ТĔНЧЕРЕН
(Малалли. Пуçл. 42-45№№) – Çилĕ те пиртен кулать те, – терĕ Улюш çăварти хăйăра сура-сура, ура çине тăчĕ. – Ама çури тăван анне мар çав, çупăрласа ачашлас çук. [...]
ТУЛЛИ ПУЧАХЛĂ КĔЛТЕСЕМ
Шупашкарта, «Çĕнĕ вăхăт» издательствăра пирĕн ентешĕн, Тăхăрьял поэчĕн Николай Дворовăн çĕнĕ, 10-мĕш кĕнеки пичетленсе тухрĕ. «Чĕре хушсан ма юрлас мар? [...]
Клуб ĕçченне
УЛАХ
Чăваш халăхĕн йăли-йĕрки (Вĕçĕ. Пуçл. 45 №.) Салампи: Эп пăхам-ха, мĕнле çынна качча тухăп-ши? Çавăрттарса ярать. [...]
Тавра пĕлÿçĕ кĕтесĕ
ШАНЧĂ, МАЛОЕ ШЕМЯКИНО
(Малалли. Пуçл. 44-45№~~~№.) Ялти клуб çумĕнче «Молодость» юрăпа ташă ансамблĕ йĕркеленĕ, унăн ертӳçи Наталья Карабанова. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
