Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

877-мĕш кăларăм:

ХАМ ПУРНĂÇА СĂНЛАНИ

(Николай Ашмаринăн асаилĕвĕ) (Малалли. Пуçл. 42№.) Çапла хам тĕллĕн французла вĕренни мана кайран гимназире чăннипех пулăшрĕ, пĕр класрисенчен, лайăх паллăпа вĕренекеннисенчен те, çак предметпа самай малта пыраттăм. Мана чĕлхесем, вĕсене вĕренесси питĕ интереслентеретчĕ, анчах пурнăç условийĕсем çакна тума памастчĕç. [...]

КĂННА КУШКИ ПАТРИАРХА АСĂНАТЬ

Юлашки çулсенче ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин делегацийĕ Атăлçи тата Урал тăрăхĕнчи вак халăхсен просветительне И.Я.Яковлева октябрь уйăхĕн вĕçĕнче унăн тăван ялне кайса асăнассине йăлана кĕртрĕ. Кăçал делегаци Кăнна Кушкине октябрĕн 23-мĕшĕнче каять. [...]

НАЛОГ СЛУЖБИНЕ – 20 ÇУЛ

Налог органĕсене туса хунăранпа 20 çул çитнĕ май, службăна йĕркеленĕ, ку ĕçре нумай çул тăрăшнă ветерансемпе тĕл пулса çакăн пек ыйтусем патăмăр: мĕншĕн çак ĕçе суйларăр? Налог органĕсем мĕнле йĕркеленчĕç? [...]

ТИВĔÇЛĔ КАНĂВА МИÇЕРЕ?

Тунтикун РФ финанс министрĕ Алексей Кудрин каллех влаçрисене те, халăха та хумхантаракан пенси çулне ӳстерес темăна хускатнă. Министр шучĕпе, пенси çулне ӳстересси тепĕр 6-7 çултан пулма пултарать. [...]

ÇЫРАВÇĂ, КУÇАРУÇĂ ТАТА ВĔРЕНТЕКЕН

Ытларикун хисеплĕ ентешĕмĕр, Павлă районĕнчи Потап-Тăмпăрлăра çуралса ӳснĕ чăваш çыравçи А.А.Афанасьев çуралнăранпа 85 çул çитрĕ. Алексей Андриянович 1925 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче ялти учитель çемйинче çуралнă. [...]

КУÇÇУЛЬ ТЕ, ЫРАТУ ТА...

КУÇÇУЛЬ ТЕ, ЫРАТУ ТА...Иртнĕ кĕçнерникун Свияжск утравĕнче ТР массăллă хыпар хатĕрĕсенче ĕçлекенсем Патшалăхăн историпе архитектура тата «Остров-град Свияжск» ӳнер музейĕн ертӳçисемпе тĕл пулчĕç. Патшалăх музейĕн директорĕ Альфия Тутаева журналистсем валли историпе тавра пĕлӳçĕсен комплексĕнче, конференц-центрĕнче , фонд хранилищисенче, ремесленниксен мастерскойĕсенче, соборпа утраври чиркӳсенче экскурси ирттерчĕ. [...]

Хыпарсен ярăмĕ

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев Тутарстана октябрĕн 26-мĕшĕнче килесси паллă пулчĕ. Малтан Д. [...]

Республикăра

РЕСПУБЛИКĂРА

ТЕЧЧĔ. Хула Думин депутачĕсем Мухаррям Ибятова район пуçлăхĕнче иккĕмĕш срока хăварма пĕр саслăн суйланă. ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф. [...]

Ял хуçалăхĕ

ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ

ПĔЛТĔРХИНЧЕН ЛАЙĂХРАХ Юлашки вăхăтра çунă çумăрсем çĕрĕн пулăхлă нӳрĕкĕн шайне тата 14 миллиметра ӳстерчĕç тесе пĕлтереççĕ республикăн ял хуçалăхĕн наукăпа тĕпчев институчĕн специалисчĕсем. Типĕ тăнă çулталăкшăн ку питĕ лайăх кăтарту. [...]

Кӳршĕсенче

КӲРШĔСЕНЧЕ

ЧĂВАШ ЕН Президенчĕ М.В.Игнатьев хăйĕн советникĕсем пулма вунă çынна палăртнă. Вĕсенчен пĕри кăна – Энвер Аблякимов, халĕ Республикăри тĕп строительство управленийĕн директорĕ – Чăваш Республикин унчченхи Президенчĕн советникĕ пулнă. [...]

Экономика

ИНВЕСТИЦИСЕМ ПУЛАÇÇĔ

Октябрĕн 20-мĕшĕнче ТР Премьер-министрĕ Ильдар Халиков Турци Республикин Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Айдын Сезгинпа тĕл пулнă. Вĕсем Тутарстанпа Турци малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси пирки калаçрĕç, паянхи хутшăнусене сӳтсе яврĕç. [...]

Нацин приоритетлă проекчĕсем

ТУТАРСТАНРА ЧИ НУМАЙЙИ

2010 çул вĕçлениччен Тутарстанра тата 637 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла. Çав шута ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕн программисемпе тăвакан çуртсем те, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем валли хăпартаканнисем те кĕреççĕ. [...]

Кил-çурт хуçалăхĕ

«ШУРĂ ЙĔМ ТĂХĂНТАРТМА» АН МАНĂР

Часах йывăçсене шуратма та вăхăт çитсе пырать. Çак ĕçе йывăçсен çулçисем тăкăнса пĕтсен çеç тума тапранмалла-ха. [...]

ЯЛАН КĔРЕШМЕЛЛЕ

Кĕркунне. Каллех шăшисемпе йĕке хӳресем килте курăнкалама пуçлаççĕ ĕнтĕ. [...]

Спорт тата сывă пурнăç йĕрки

СУТМА ХАТĔРЛЕННĔ

Халăхсен хушшинчи футбол федерацийĕн президенчĕ Йозеф Блаттер организацири коррупцилле пулăмсемшĕн официаллă майпа каçару ыйтнă. Федерацин ĕç тăвакан комитетне янă çырура вăл çак лару-тăру Футбол федерацийĕн ятне яни пирки тарăхса çырнă. [...]

ЧЕМПИОНАТСЕМ, ĂМĂРТУСЕМ

ЧЕМПИОНАТСЕМ, ĂМĂРТУСЕМТутарстана спорт аталанăвĕпе чылай регион ăмсанма пултарать. Çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăваççĕ пирĕн командăсем. [...]

ОЛИМПИАДĂПА СПОРТ ВĔÇЛЕНМЕСТ

Ванкуверта намăс курнă хыççăн хĕллехи олимпиада тĕсĕсен федерацийĕсем проблемăна Раççей сборнăйĕсене ют çĕршыв специалисчĕсене илсе килсе татса пама шутларĕç. Ку çийĕнчех тепĕр проблема çуратрĕ. [...]

Калем

«ХУÇАРАН КИЛЕТ ХУÇАЛĂХ»

Шупашкарта, «Пегас» Издательство çурчĕн типографийĕнче «Хуçаран килет хуçалăх» ятлă çĕнĕ кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Авторĕ – «Сувар» вулаканĕсем лайăх пĕлекен Борис Леонтьевич Тихонов (Борлен). [...]

ЛЕШ ТĔНЧЕРЕН

(Пĕрремĕш кĕнеке сыпăкĕсем) Таркăнсем Аксуран Илтрекьелне вăл лавккасем валли тавар турттарма кайнă машинăпа анчĕ, Илешнинчи Пикмăрса Петĕрĕпе. – Тавах, ырă çыннăм, – терĕ Илтрекьел правленийĕ умĕнче машина кабининчен анас умĕн Çерçи Çимунĕ. [...]

Тавра пĕлÿçĕ кĕтесĕ

«ЧĂВАШ ЙĔРНЕ» ÇЕÇ ТУПАЙĔÇ

Свияжск утрав-хулинче «монголчченхи тапхăра» шырани пирки пĕлтернисем тата историпе архитектурăн тепĕр палăкĕн – Пăлхар хулин историне урăхлатса кăтартас тесе пыракан хăтланусем çак процессене сăнаса тăракансем тата историксем енчен çĕнĕ шухăшсем çуратаççĕ. Паян эпир сире, хисеплĕ вулакансем, Хусанти паллă историк-тавра пĕлӳçĕ Георгий Мюллер ку енĕпе «REGNUM-Новости» информаци агентствине панă комментарипе паллаштаратпăр. [...]

ЙӲККЕЛ, ИОКОВО

Почта уйрăмĕ: 422382, Тутарстан Республики, Теччĕ районĕ, Жуково ял хутлăхĕ. Ялтан район центрне çитме 38 километр, Хусана – 198, Пăвари чукун çул станцине – 86 километр. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 878(44)№ пичĕ
■ 44(878)№, 2010, юпа, 29
«Сувар» хаçатăн 876(42)№ пичĕ
■ 42(876)№, 2010, юпа, 15