Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

876-мĕш кăларăм:

ХАМ ПУРНĂÇА СĂНЛАНИ

(Николай Ашмаринăн асаилĕвĕ) Октябрĕн 4-мĕшĕнче тĕрĕк чĕлхисен çемйине пысăк тӳпе кĕртнĕ ăсчах, филолог Н.И.Ашмарин çуралнăранпа 140 çул çитрĕ. Николай Ивановичăн чĕлхесемпе интересленесси чăвашсенчен пуçланнă. [...]

АШМАРИН ÇӲРЕНĔ ÇУЛСЕМПЕ

АШМАРИН ÇӲРЕНĔ ÇУЛСЕМПЕЧăваш Енре кăçал тăваттăмĕш çул тавра пĕлӳ экспедицийĕ пырать. Çавăнпа республикăри кашни район хăйсен тăрăхĕнчен тухнă паллă çынсен вил тăприсене курса, материалсем пухса, япалисене шыраса çӳреççĕ. [...]

ТЫМАРСĂР ЮЛМĂПĂР-И?

Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийĕ октябрĕн 13-мĕшĕнче хăйĕн черетлĕ ларăвне пуçтарăнса кун йĕркинчи тăватă ыйтăва пăхса тухрĕ. Сӳтсе явмалли чăнах та сахал марччĕ республика чăвашĕсен вăл кун. [...]

Нина ГРИГОРЬЕВА: «КУРАКАН ТА УЛШĂНАТЬ»

Нина ГРИГОРЬЕВА: «КУРАКАН ТА УЛШĂНАТЬ»Юпа уйăхĕ Пăва районĕнче пурăнакан чăвашсемшĕн К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсемпе тĕл пулнипе пуçланчĕ. Шупашкарсем Пăва çĕрĕ çине К. [...]

ЙĂХ-ТЫМАРТАН КĂКЛАННИСЕМ

(Вĕçĕ. Пуçл.41№) Ахальтен мар пулĕ хам Çеçпĕл Мишшине халалласа çырнă поэмăна çапла пуçласа янăччĕ: Революци кĕр кĕрлерĕ Аслатиллĕ сасăпа, Кашнинех куçран хистерĕ: – Эй, кала-ха, эс кампа? Çиçĕм çиçрĕ, çĕр чĕтрерĕ Çĕрĕпе те кунĕпе, Аçтаха пуçне çĕклерĕ: Тавлашать çут тĕнчепе Пĕлĕтсем хура, синкерлĕ, Чараймастăн тăвăла, Тӳпене чăваш тинкернĕ, Шухăшлать мĕн тумалла? [...]

ТУСЛĂХ ПОЭЧĔ

ТУСЛĂХ ПОЭЧĔЧăваш халăх поэчĕ, Раççей патшалăх премийĕн лауреачĕ Яков Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă уявсене хатĕрленес ĕçсем пуçланнă. ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев 2011 çулта асăннă датăна халалланă мероприятисене ирттерес пирки Хушу та кăларнă ĕнтĕ. [...]

ХАПСĂННИН УССИ ПУЛАЙМАН

Тĕрлĕрен, тепĕр чухне чăннипех те тĕлĕнмелле япаласем пулса иртеççĕ пулăра. Акă пĕрин çинчен эпĕ халĕ, унтанпа çирĕм пилĕк çул иртсен те манса каяймастăп. [...]

ТАРКАНПУÇ, ВЕРХНИЕ ТАРХАНЫ

Почта адресĕ: 422386; Тутарстан Республики, Теччĕ районĕ, Тарканпуçĕн ял хутлăхне кĕрет. Район центрне çитме 43 километр, Хусана – 203, Пăвари чукун çул станцине – 40 километр. [...]

Хыпарсен ярăмĕ

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Тутарстан Республикин Патшалăх Канашне Чĕнсе каланинче ТР Президенчĕ Рустам Минниханов республика пурнăçĕн кашни енне анлăн та тĕплĕн çутатса панă. Социаллă экономикăри, промышленноçри, вĕрентӳри, сывлăх сыхлавĕнчи, культурăри тата ытти отрасльсенчи çитĕнӳсемпе проблемăсене депутатсен тимлĕхне куçарса вăл патшалăхăн власть органĕсен ĕçне куллен лайăхлатса пыма чĕннĕ. [...]

Кӳршĕсенче

КӲРШĔСЕНЧЕ

САМАРТА «Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан учрежденисенче технологипе информатика урокĕсем валли интерактивлă вĕренӳ класĕсем тата хисеп программиллĕ мини-станоксем вырнаçтарасси» инновациллĕ вĕрентӳ проекчĕ пурнăçа кĕме пуçланă. Çак эрнере хулан Красноглински районĕнчи 118-мĕш шкула станоксем илсе килнĕ те ĕнтĕ. [...]

Ял хуçалăхĕ

ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ

ЙЫВĂÇСЕМ ХĔЛЕ ХАТĔР МАР Кăçалхи çанталăк ял хуçалăхĕшĕн ăнăçлă пулмарĕ, хальхи вăхăтра та тĕмсемпе йывăçсемшĕн нӳрĕк çителĕклĕ мар. Ученăй-селекционерс ем чан çапаççĕ: тĕмсемпе ӳсен-тăрансем хĕле хатĕрленсе ĕлкĕреймен. [...]

Экономика

ПИРЕ ИНВЕСТИЦИ КИРЛĔ

Октябрĕн 13-мĕшĕнче АПШри Кремни айлăмĕнчи (Калифорни штачĕ) пысăкран та пысăк венчур фончĕсен ертӳçисем Тутарстанра пулчĕç. Тинĕс леш енчи бизнес элитине пирĕн çĕр çине Александр Джонсон (Тутарстан экономикине вăл халиччен те инвестицисем хывнă) ертсе килнĕ. [...]

Спорт тата сывă пурнăç йĕрки

СПОРТ

Иртнĕ эрнере Мускаври «Крылатское» спорткомплексра «Динамо-Казань» пăр хуçисене 2:5 шутпа выляса ячĕ. Çакăн хыççăн вăл анăç ушкăнĕнчи турнир таблицинче пĕр çĕнтерӳпе 3-мĕш вырăна анса ларчĕ. [...]

Çемье

СИПЛЕНМЕСĔР 100 ÇУЛ

Кăçалхи Пукрав праçникĕнче Чистай районĕнчи Анат Кăтрата ялĕн чи ватă çыннисенчен пĕри Пелагея Тимофеевна Нухратова 100 çул тултарчĕ. Ĕмĕр урлă каçакан Пăлаки кинеми 100 çул 100 кун кăна маррине пуринчен лайăхрах пĕлет. [...]

Анне тата эпĕ

ТУСЛĂХРИ УЛШĂНУСЕМ

Класа çĕнĕ ача вĕренме килсен йĕркеленнĕ ушкăнсем саланма е вĕсен йышĕ улшăнма пултарать. Ку малтан пĕр чĕлхе тупайманнисене туслашма та пулăшать. [...]

«ПĔР ПЕКЕХ ЮРАТАТĂП»

Час-часах аслисем ачасенчен вĕсем кама ытларах юратни пирки ыйтаççĕ: ашшĕне е амăшне, кукашшĕне е кукамăшне тата ытти те. Ку аслисем паракан чи киревсĕр ыйту. [...]

Калем

ВĂРТТĂН АЧА

(Вĕçĕ. Пуçл.41№.) – Ăрăмçă пуль апла эсир. Мĕн ятлă-ха? [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 877(43)№ пичĕ
■ 43(877)№, 2010, юпа, 22
«Сувар» хаçатăн 875(41)№ пичĕ
■ 41(875)№, 2010, юпа, 08