874-мĕш кăларăм:
ВĂРĂМ ĔМĔР СУНАТПĂР СИРЕ!
Паян пĕтĕм тĕнче Ватăсен кунне паллă тăвать. 1991 çулта пĕрремĕш хут паллă турăмăр çак уява, ун чухне хальхи пекех палăртман та пулĕ ăна. [...]
ТӲРĔ ÇУЛ ÇИНЕ ТĂМА ПУЛĂШАÇÇĔ
Хусанта, кашни юнкун, «Преображение России» пулăшу организацийĕ килсĕррисем валли ыр кăмăллăх акцийĕ ирттерет. Чукун çул вокзалĕнчен инçе мар, кану паркĕнче пулăшу паракансем палатка лартса сĕтелсем вырнаçтарнă. [...]
ЧĂВАШ ИККЕННЕ ПĔЛТЕРЕР
Раççейре кашни вунă çулта пĕрре халăха шута илессине палăртнă. Статистсем кашни çулах миçе çын çуралнă, миçен вилнĕ, халăх шучĕ мĕнле улшăннине палăртса пыраççĕ пулсан та, вунă çулта пĕрре тĕплĕнрех пăхса тухаççĕ çак ыйтăва. [...]
ÇИТМЕНЛĔХСЕМ ÇИНЧЕН ПĔЛТЕРĔР
Республикăри район пуçлăхĕсемпе çыхăну малалла тăсăлать. Хальхинче Лениногорск районĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кăштах çутатса паратпăр. [...]
ВĔРЕНТӲ ХЫПАРĔСЕМ
38 регионтан пуçтарăннă Сентябрĕн 27-30-мĕшĕсенче Хусанта Пĕтĕм Раççейри тутар чĕлхин тата литературин вĕрентекенĕсен, этнокультура компоненчĕллĕ вĕрентӳ учрежденийĕсен ертӳçисен V съезчĕ иртрĕ. Ăна ТР Вĕрентӳпе наука министерстви тата Пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕн ĕçтăвкомĕ ирттернĕ. [...]
ЧУН ПУЯНЛĂХĔ КИРЛĔ
Нурлат районĕнчи ялавăрсем халĕ тăвакан чиркӳ тăррине сентябрĕн 25-мĕшĕнче тĕп купол хăпартса лартрĕç. Пĕчĕк куполне хăпартни çинчен «Сувар» хаçатра çырнăччĕ. [...]
АШШĔ ТЕ, МĂШĂРĔ ТЕ – ИЛЬЯ
Юлашки икĕ-виçĕ çулта мăшăрланакансенчен ăçта паллашни çинчен кăсăклансан, нумайăшĕ «Интернетра» тенине илтме пулать. Аслăрах çынсемпе калаçсан вара хăшĕ каç ларнă çĕрте, хăшĕ пысăк ĕç тунă çĕрте хăйсен телейĕпе паллашнă. [...]
ХУПКĔПЕР, БОЛЬШОЕ БИСЯРИНО
Почта адресĕ: 422375, Тутарстан Республики, Теччĕ районĕ, Льяшево ял хутлăхĕ. Ялтан район центрне çитме 18 километр, Хусана – 145, Пăвари чукун çул станцине – 35. [...]
ПĔЛТЕРӲ
Чăваш халăх ăс-хакăл академийĕ тата Чăваш тавра пĕлӳçисен союзĕ 2010 çулхи юпан 30-мĕшĕнче Шупашкарта, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче (Мускав проспекчĕ, 29-1), суйлавлă çулталăк пухăвне ирттерет. Пухăва хисеплĕ ăсчахсем, академин пайташĕсемпе ассистент-пайташĕсе м, хисеплĕ тавра пĕлӳçĕсем, районсенчи тата вырăнти пĕрлешӳсен ертӳçисем ятарласа чĕнессе кĕтмесĕрех хутшăнмалла. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ
Юнкун Хусан стадионĕнче «Рубинпа» (Хусан) «Барселона» (Каталони) футбол командисем вылярĕç, вăйă 1:1 шутпа вĕçленчĕ. I таймăн 30-мĕш минутĕнче рефери пенальти çинчен пĕлтернĕ хыççăн Кристиан Нобоа испанецсен хапхине мечĕк тапса кĕртрĕ. [...]
Çул–йĕр хăрушсăрлăхĕ
ЗАКОНА ЙЫШĂННĂ-ТĂК – ПĂХĂНМАЛЛА
Хусан урамĕсенчи çулсем çинче маршрутлă транспорт валли йăрăмсем уйăрнипе малтанах автомобилистсем кăмăллă пулмарĕç. Сăлтавне ăнланмалла, Хусанăн тăвăр урамĕсенче ахаль те машинăсем валли хĕсĕк те, маршрутлă транспорт валли ятарлă йăрăмсем палăртни çул-йĕр юхăмне пушшех те кансĕрлетрĕ, ку йăрăмсене кĕнĕшĕн вара РФ Административлă право нормисене пăснин кодексĕн 12. [...]
Этем тата закон
СУЯКАН ПУЙМА ПĔЛЕТ
Çын шучĕпе пуяс текенсемпе мĕнле кĕрешсен те вĕсем Раççейре чакмаççĕ. Пачах урăхла, шулĕксем çынран укçа хăпăтас тесе мĕн кăна шутласа тупмаççĕ-тĕр? [...]
Калем
КУÇÇУЛЬПЕ ÇĂВĂННĂ ПУРНĂÇ
(Вĕçĕ. Пуçл. 11-15, 17, 19-20, 22, 24-31, 33-39 №№.) VI Урисем утайми пуличченех шкул хуралĕнче тăчĕ Анук. [...]
Шăнкăрав
ПУР ЕНЧЕН ТЕ ТАЛАНТЛĂ
«Тăрăшса ăс-тăн паратăн кунсерен, Кашнине ыр пурнăç çулĕ парнелен...» Ç ак йĕркесене илтсенех ман куç умне ырă кăмăллă та сăпайлă вĕрентекен Ольга Владимировна тухса тăрать. Вăл вунă çул ытла ĕнтĕ ачасене илемлĕ ӳкерчĕксем тума, юрлама, ташлама вĕрентет. [...]
40 ÇУЛ ШКУЛТА
Элкел районĕнчи Сиктĕрмере пурăнакан Дмитрий Дмитриевич Ярославлев – ялăн хисеплĕ çынни, вăл хăйĕн тавралăхĕ, ял-йышĕ çинчен историлле фактсемпе çирĕплетсе сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать. Çутĕç ветеранне, вун-вун çул ачасене истори предметне вĕрентнĕскере итлеме чăнах та питĕ интереслĕ. [...]
«ĔÇĔМЕ ХАКЛАНĂШĂН ТАВ»
Кашни çамрăк амăшĕ хăйĕн пепки ача садĕнче лайăх воспитатель аллине лектĕрччĕ тесе ĕмĕтленет-тĕр. Ара, хуть мĕн калăр та, ача садике еплерех кăмăлпа çӳрени чи малтан вĕсенчен килет-çке. [...]
ЧИ ĂСЛИ, ЧИ ХИСЕПЛИ – ВĔРЕНТЕКЕН
Вĕрентекен çĕр çинче чи пултаруллă, чи ăслă, чи хисеплĕ çын пек туйăнать мана. Çав вăхăтрах пуринчен те ырă, чуна çывăх, кирек кама та ăнлантарма тата темĕнле йывăр ыйтăва та тивĕçлĕ татса пама пултаракан çын вăл. [...]
ĂШĂ, ТУТĂ, ÇЫВĂХ
Ирхине. Вăхăт 7 сехет. Тăмалла, шкула кайма хатĕрленмелле. [...]
ПЫСĂК ПĔЛӲЛЛĔ, ПЫСĂК ЧĔРЕЛЛĔ
Çитĕнсе шкултан тухса кайнисем хăйсен юратнă вĕрентекенĕсене яланах ăшшăн аса илеççĕ. Юратнă вĕрентекен – пурнăçра кирлĕ пĕлĕвне пуринчен малтан панă, шухăшлама хăнăхтарнă çын. [...]
ЫЛТĂНПА ТАН ВĂЛ
Людмила Михайловна Альшихри вăтам пĕлӳ паракан шкулта 2000 çултанпа вăй хурать. Шкула килсенех авторитет çĕнсе илчĕ вăл: вĕренекенсем те хисеплеççĕ, ашшĕ-амăшĕ те сума сăвать, ĕçтешĕсем те унпа кăмăллă. [...]
ПАЛЛАЙМАРĔÇ САНТĂРА
Класра ĕç урокĕ пырать. – Хаклă ачасем, – тет вĕрентекен, – çуллахи вăхăта мĕнле ирттертĕр-ха? [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
