867-мĕш кăларăм:
ЭКОНОМИКĂРИ «ÇĔНĔ ШĂПĂР»
Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов пулнăранпа республикăн чылай органĕсенче пуçлăхсем улшăнчĕç. Малтанхисенчен япăхрах-и вĕсем е лайăхрах – вăхăт кăтартса парĕ. [...]
СУЛМАКЛĂ ĔÇСЕМ ПУРНĂÇА КĔРЕÇÇĔ
Аслă Çĕнтерӳ 65 çул тултарнă ятпа хаяр çапăçусене хутшăннисене, аманса инвалид пулса таврăннисене, йывăр тытăçусенче сывлăхĕсене хавшатнипе çут тĕнчерен ир кайнисен мăшăрĕсене кăçал чăннипех те пысăк чыс турĕç – кашнинех уйрăм хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерме Раççей Президенчĕ, Правительстви тивĕçлĕ йышăну турĕç. Çавна май пирĕн республика та пысăк стройкăн тӳремне çаврăнчĕ. [...]
ШИХАН ТĂВĔ
Тутарстан Республикипе Самар облаçĕн чиккинчи Çĕнĕ Шешкел, Кивĕ Шешкел, Аксаку тата Чăтăрлă ялĕсем хушшинчи вăрманта тăпра йăтса купаланă ту пур. Шихан тăвĕ теççĕ ăна халăхра. [...]
АСЛĂСĔНЧЕЛСЕМ ШУПАШКАРСЕМПЕ ТУСЛАШРĔÇ
Аслă Сĕнчел Культура керменĕнче Шупашкар артисчĕсем концерт лартас хыпар ял-йышра самантрах сарăлчĕ. Палăртнă вăхăта куракансем те пайтахăн пухăнчĕç. [...]
АФГАНИСТАНА – ХĂЙ ИРĔКĔПЕ
Редакци пӳлĕмне сарлака, тĕреклĕ хул-çурăмлă, 50-сенелле çитнĕ çын пырса кĕрсен эпĕ ăна малтанласа вырăс е тутар çынни тесе шутларăм. «Сувар» редакцийĕпе юнашар ытти хаçат-журналсен редакцийĕсем пур-çке. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ
Августăн 12-мĕшĕнче ТР Министрсен Кабинетĕнче Тутарстан Республикипе «Роснанотех» патшалăх корпорацийĕ хушшинчи нанотехнологисемпе наноиндустри облаçне аталантарассипе çирĕплетнĕ килĕшĕве пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен канашĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Канашлăва Премьер-министр Ильдар Халиков ертсе пычĕ. [...]
Республикăра
РЕСПУБЛИКĂРА
АЛЕКСЕЕВСКИ районĕ çурт-йĕре юсамалли çулталăк программине пурнăçланă. Тĕпрен юсанă 9 çурта (6-шĕ район центрĕнче, 3-шĕ Большая Поляна ялĕнче) пахалăх сертификатне те панă. [...]
Ял хуçалăхĕ
ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ
ТЫРĂ ÇИТЕТ Юлашки прогнозсем тăрăх, кăçал тырă тухăçĕ 60-65 миллион тонна тесе пĕлтернĕ РФ Премьерĕ В.Путин Правительство ларăвĕнче. [...]
Кӳршĕсенче
КӲРШĔСЕНЧЕ
ЧĂВАШ ЕН. Шупашкар хулин кунне халалланă мероприятисен шайĕнче паян Шупашкарти Православи тĕн училищинче Чăвашла библин музейĕ уçăлать. [...]
Нацин приоритетлă проекчĕсем
ПРЕЗИДЕНТ ТА КИЛСЕ КУРЧĔ
Тутарстан Республикин Президенчĕн социаллă ипотека программипе кăçал Хусанта кăна 426 890 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт хута яма палăртнă. Ку 6000 ытла çемьене хваттерпе тивĕçтерме çитет. [...]
Çул–йĕр хăрушсăрлăхĕ
ЗАКОН ВĂЯ КĔРЕТ
Нумаях пулмасть РФ Патшалăх Думи çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă икĕ закон йышăнчĕ. Вĕсенчен пĕри – çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăснăшăн штрафсене ӳстересси. [...]
Тĕнче тавра
ТĔНЧЕ ТАВРА
КОСМОСА ВĔÇМЕСЕН ПĔТЕТПĔР Великобританин паллă астрофизикĕ Стивен Хокинг шучĕпе этемлĕх çитес вăхăтра тĕнче уçлăхĕнче инçете вĕçме вĕренмесен çĕр çинче пĕр чун та юлмасть. Катастрофăсен айăпĕ этемлĕхре хăйĕнче: тĕрлĕ хĕç-пăшал кăларни, çĕр чăмăрĕ çинчи халăх шучĕ ӳсни, çĕр айĕнчи пуянлăх пĕтнипе кунта пурăнма май пулманни. [...]
Районсенче
ЧИРКӲ ЮБИЛЕЙĔ
Чиркӳсене хупнă çулсенче Пăва çĕрĕ çинче пĕр Пăраллă ялĕнчи чиркӳ анчах хупăнмасăр юлнă. ХХ ĕмĕр вĕçĕнче тĕп юсав хыççăн Турра шанакансем валли Пăва хулинчи, Хăят ялĕнчи чиркӳсем алăкĕсене уçаççĕ. [...]
Спорт тата сывă пурнăç йĕрки
«РУБИН» ХАЛЬЛĔХЕ ИККĔМĔШ
Иртнĕ эрне вĕçĕнче «Рубин» хăй болельщикĕсене аванах хумхантарчĕ пулин те «Томь» командăна 2:1 шутпа çĕнтерчĕ. Çапла вăл Раççей премьер-лигин 16-мĕш турĕн пĕтĕмлетӳ таблицин иккĕмĕш йĕркинче çирĕпленсе ларчĕ. [...]
Калем
КУÇÇУЛЬПЕ ÇĂВĂННĂ ПУРНĂÇ
(Малалли. Пуçл. 11-15, 17, 19-20, 22, 24-31№№.) – Эпĕ, Укаç аппа, пĕр ĕç шутласа кăлартăм, – ăшшăн тухрĕç Анук каланă сăмахсем. [...]
Çырусен страници
ЯЛ ПУРĂНАТЬ, ÇĔНЕЛЕТ, ЧЕЧЕКЛЕНЕТ
Çырма-çатра çумĕнче пысăках мар Хупкĕпер ятлă ял вырнаçнă. Ялта кашни урамăн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
