Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

845-мĕш кăларăм:

ПУЛĂШУ ПАМА ЗАКОН ХУШМАН

ПУЛĂШУ ПАМА ЗАКОН ХУШМАНКамăн-тăр виç-тăват хваттер, курорт хулисенче коттеджсем, яхта, самолет пур, теприншĕн вара тăван килте те кĕтес çук. Ултава е инкеке пула килсĕр тăрса юлнисем, шел пулин те, йышлансах пыраççĕ. [...]

ЭКЗАМЕН ÇЫВХАРАТЬ

ЭКЗАМЕН ÇЫВХАРАТЬМартăн 9-мĕшĕнче ТР Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ брифингра кăçал пĕрлехи патшалăх экзаменне тытассинчи çĕнĕлĕхсем çинчен каласа пачĕç. Журналистсемпе ТР вĕрентӳ тата наука министрĕн çумĕ Людмила Нугуманова тата Хусанти патшалăх университечĕн йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕ Сергей Ионенко тĕл пулчĕç. [...]

ÇĔНĔ ПУРНĂÇ ТĂВАКАНСЕНЕ ÇĂМĂЛ ПУЛМАН

Иван Михайлович Абасев Спас районĕнчи Яш-Пашьел ялĕнче çуралса ӳснĕ. Хресчен ачи Пĕрремĕш тĕнче вăрçине те хутшăннă. [...]

ӲСĔР ВОДИТЕЛЬ – ПРЕСТУПНИК!

ӲСĔР ВОДИТЕЛЬ – ПРЕСТУПНИК!Нумаях пулмасть Актаныш районĕн прокуратури вырăнти ÇÇХПИ уйрăмĕпе тата районти тĕп больницăпа пĕрле транспорт çӳретме ирĕк паракан удостоверени илнĕ çынсем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн законне мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ те çакăн пек факта асăрханă: Актаныш район больницинчи нарколог патĕнче учетра тăракан 45 çынна тухтăрсен комиссийĕ транспорт çӳретме юрамасть тесе палăртнă пулин те, вĕсен пурин те тĕрлĕ категориллĕ транспорт çӳретме ирĕк паракан удостоверени пур-мĕн. «Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ çинчен» законпа килĕшӳллĕн, алкоголизмпа наркомани тата таксикомани чирĕсемпе чирлекенсен автотранспорт рулĕ умне ларма юрамасть. [...]

«ПУЛАС КИЛЕТ ЧИПЕРРИ»

«ПУЛАС КИЛЕТ ЧИПЕРРИ»Элмет районĕнчи Чăваш Сиреньел ял хутлăхĕн коллективĕ çĕр проценчĕ тенĕ пекех хĕрарăмсенчен тăрать пулин те кашни çул Мартăн 8-мĕшне халăхпа пĕрле асра юлмалăх ирттерме тăрăшать. Кăçал тата хытăрах тăрăшма тиврĕ коллективăн, мĕншĕн тесен мартăн 5-мĕшĕнче Чăваш Сиреньел Культура çуртĕнче иртнĕ «Радужное многоцветие красы Татарстана» район конкурсне йĕркелесси, тĕпрен илсен, вĕсем çине тиенчĕ. [...]

ЙĔЛТЕРÇĔСЕМ ЕНТЕШЕ АСĂНЧĔÇ

ЙĔЛТЕРÇĔСЕМ ЕНТЕШЕ АСĂНЧĔÇÇĕпрел тăрăхĕнче ентешсене асăнса тĕрлĕ спорт енĕпе турнирсем йĕркелесси йăлара. Хисеплĕ педагога, çамрăк ăрăва спорта явăçтарма нумай çул тăрăшнă, анчах пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă Н. [...]

ТИВĔÇЛĔ НАГРАДĂПА!

ТИВĔÇЛĔ НАГРАДĂПА!Нумай пулмасть Шупашкарта ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин коллегийĕнче пирĕн ентеше, Павлă районĕнчи Удмурт Ташлă ял хутлăхĕн пуçлăхĕ пулса ĕçлекен В.Н.Козлова Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хисеплĕ ят панă. Виталий Николаевич Павлă районĕнчи Чăваш наципе культура центрне нумай çул ăнăçлăн ертсе пырать. [...]

Хыпарсен ярăмĕ

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Мартăн 9-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думи Сочири 2014 çулхи хĕллехи Олимпиадăна хатĕрленес тĕллевпе законодательствăна тӳрлетӳсем кĕртессипе ĕçлеме пуçларĕ. Вĕсенчен пĕри радиочастота спектрĕпе Олимп вăййисен вăхăтĕнче усă курассипе çыхăннă. [...]

Ял хуçалăхĕ

ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ

ТИМЛĔХРЕ – ЧĔКĔНТĔРПЕ РАПС Çитес çур акинче Тутарстан сахăр чĕкĕнтĕрĕпе рапс çине тĕп тимлĕх уйăрма шутлать. Мĕншĕн тесен малашне рынокра шăпах çак культурăсене ытларах ыйтĕç. [...]

Республикăра

РЕСПУБЛИКĂРА

ЭЛКЕЛ районĕнче мартăн 5-мĕшĕнче Хĕле ăсатнин уявĕпе пĕрлех пĕрремĕш çурхи ярмăркка та иртнĕ. Çапла элкелсен праçникре савăннă хушăрах хăйсене кирлĕ ял хуçалăх таварĕсемпе продукчĕсем туянма май пулнă. [...]

Кӳршĕсенче

КӲРШĔСЕНЧЕ

ПЕРМЬ КРАЙĔНЧЕ мартăн 6-мĕшĕнче «Çĕнтерӳччен 65 кун» творчествăлла акци пуçланнă. Ăна Аслă Çĕнтерӳ 65 çул тултарнине халалланă. [...]

Вĕсем Çĕнтерĕве туптанă

ХАЛĂХШĂН ТĂРĂШНĂ

ХАЛĂХШĂН ТĂРĂШНĂВарвара Григорьевăпа (Федорова) манăн Чăваш Енри Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ялĕнче курса калаçма тӳр килчĕ. Варвара Федоровна Кутемер ялĕнче 1922 çулта вунă ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. [...]

КУÇÇУЛЬПЕ ÇĂВĂННĂ ПУРНĂÇ

Повесть Иртнĕ тĕнче вăрçи çулĕсенче пурăннă, кĕрешнĕ Тăхăрьял чăвашĕсене халаллатăп I Аппăшĕ, Маюк, вилнĕренпе Анук хăйне пушшех те тăлăххăн, хăраххăн, çунатне амантнă, ыттисемпе пĕрле карталанса кăнтăра вĕçсе каяйман хур кайăк ами пек туя пуçларĕ. Ларсан та ларас килмест унăн, выртсан та ăш вырăнта мар, çыврас тесен те ыйхă таçта вĕçсе çухалать, чунра пĕр чĕптĕм канлĕх те çук. [...]

Экономика

ХĂРАМА СĂЛТАВ ÇУК

ХĂРАМА СĂЛТАВ ÇУКМартăн 9-мĕшĕнче Хусан Кремлĕнче республикăн Хăрушсăрлăх канашĕн Тутарстан Республикин нефтегазхими комплексĕсен 2010–2014 çулсенчи аталану программипе çыхăннă ларăвĕ пулчĕ, ăна ТР Президенчĕ Минтимер Шаймиев ертсе пычĕ. Лару ĕçне ТР Премьер-министрĕ Рустам Минниханов, ТР Патшалăх Канашĕн председателĕ Фарид Мухаметшин, Хусан мэрĕ Ильсур Метшин, ТР Хăрушсăрлăх канашĕн членĕсем хутшăнчĕç. [...]

Вăрçăран таврăнманнисене шыратпăр

ВĂРÇĂРАН ТАВРĂНМАННИСЕНЕ ШЫРАТПĂР

Эпĕ Теччĕ районĕнчи Çармăс ялĕнче çуралса ӳснĕ, Апас районĕнчи Чĕрккĕне качча килнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чух вунă çултаччĕ. [...]

Сывлăх

СИПЛĔ УКÇА

СИПЛĔ УКÇАУкçа пек асамлă вăй тата мĕнле япалан пур-ши çĕр çинче? Вăл пулсан çын кăмăлĕ ыйтнине пурнăçласа кирлĕ япала та туянать, çитес çĕре те туххăмрах çитет, нушаллă çынсене те пулăшать тата ытти те. [...]

ĔÇМЕННИНЧЕН ĔÇНИ ЛАЙĂХРАХ

ĔÇМЕННИНЧЕН ĔÇНИ ЛАЙĂХРАХЭтемлĕх кофе ĕçме пуçласанах унăн сиенĕпе усси çинчен хĕрӳ тавлашусем пуçланнă. Паянхи кун та шăпланмаççĕ вĕсем. [...]

ЮН ТЫМАРНЕ ÇАМРĂКЛАТАТПĂР

Урамра çуркунне. Апла организма каяшсенчен тасатма вăхăт çитнĕ. [...]

Анне тата эпĕ

МĔНЛЕ ПĂТĂ ЛАЙĂХРАХ

Çулталăк тултарайман ачасен апат-çимĕçĕнче чи пысăк вырăн пăтă йышăнать. Вĕсем пĕчĕк организмшăн усăллă япаласемпе пуян. [...]

ХĂРАМА КИРЛĔ МАР

Шел пулин те, каникулсем хыççăн ачасем пĕр-пĕрне мĕнлерех канни пирки каласа панисĕр пуçне чире яракан микробсемпе те ылмашăнаççĕ. Енчен те ачана вăхăтра хул кастарнă пулсан (прививка) хăрамалли çук. [...]

МĔНШĔН АЧА ÇУРАЛМАСТЬ?

Статистика кăтартнă тăрăх, амалăх йĕкĕрĕсем (придатки), ама хутаççисем чире кайнипе ытларах çуратман çамрăк хĕрарăмсем аптраççĕ. Чылай чухне организмра аталанакан чире сисмеççĕ, ăна вырăна хумасăр сипленме те васкамаççĕ. [...]

Калем

КАШНИ ЧĂВАШ ХАВХАЛАНСА ЮРЛАТĂР

КАШНИ ЧĂВАШ ХАВХАЛАНСА ЮРЛАТĂРНиколай Дворов поэт пултарулăхĕпе куллен-кун паллашаççĕ «Сувар» вулаканĕсем. Тăтăшах пичетленеççĕ унăн хайлавĕсем хаçат страницисенче. [...]

Ĕненӳ

ТУРĂ МА ЧАРМАСТЬ?

Тĕнчере усалли мĕн-ма пит нумай-ши? Усалпа пурăнакансене Турă ма чармасть? [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 846(12)№ пичĕ
■ 12(846)№, 2010, пуш, 19
«Сувар» хаçатăн 844(10)№ пичĕ
■ 10(844)№, 2010, пуш, 05