841-мĕш кăларăм:
УГАСЛОВ ТУРНИРĔН ЧАПĔ ӲСЕТ
Февралĕн 6-мĕшĕнче Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕнче çурт-йĕр тăвакан «ТУС» ХАО генеральнăй директорĕн Н.Ф.Угасловăн призĕсемшĕн уçă кĕрешӳ турнирĕ иртрĕ. Унта 1992-2000 çулхи ачасем виçĕ виçе категорийĕнче хутшăнчĕç. [...]
ИКĔ ХУТ ЧАКНĂ
Январь вĕçĕнче РФ промышленность тата суту-илӳ министрĕ Виктор Христенко Патшалăх Думинче министерство ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Ун сăмахĕпе, хăш-пĕр отрасльсенче хальлĕхе питĕ йывăр лару-тăру. [...]
УНЧЧЕНХИ ХВАТТЕРЕ ШУТА ИЛМЕÇÇĔ
Иртнĕ кĕçнерникун Хусан Кремлĕнче «ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕ» коммерцилле мар организацин Попечительсен Канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Канашăн председателĕ, ТР Президенчĕ Минтимер Шаймиев ирттерчĕ. [...]
ВĂХĂТПА ПĔР ТАН
Раççейре ытти регионсемпе танлаштарсан Тутарстан информатизаци енĕпе патшалăх пулăшăвĕ кĕртессипе – «Электронное правительство» тата ытти виртуаллă çăмăллăхсем – пуринчен малтан ĕçлеме пуçланă. Тутарстанри 100 процентлă цифрăллă çыхăну сечĕ пĕтĕм çĕрте ĕçлет темелле. [...]
ФЕВРАЛĔН 14-МĔШĔ – ГРАЖДАНЛА АВИАЦИ ТАТА АЭРОФЛОТ КУНĔ
Валерий ПОРТНОВ: «РАÇÇЕЙ САМОЛЕЧĔСЕМ ЮТ ÇĔРШЫВĂННИНЧЕН ПĔРРЕ ТЕ КАЯ МАР» Лайăш районне кĕрекен Столбище таврашĕнче пурăнакансем тахçанах ĕнтĕ мăнаçлă тимĕр кайăксем тӳпене шавлăн вĕçсе хăпарнине хăнăхнă, кунта «Казань» халăхсен хушшинчи аэропорт вырнаçнă. Тем пысăкăш самолетсем пĕрин хыççăн тепри тӳпене çĕкленеççĕ, пассажирсене кирлĕ çĕре çитереççĕ. [...]
ПАРТА ХУШШИНЧЕН ВĂРÇА
Чăваш Енри Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Услă Лукаш ялĕнче пурăнакан Матвей Семенович Соловьевпа эпир ялти Асăну палăкĕ патĕнче тĕл пултăмăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн иртнĕ паттăр çулĕсене аса илтĕмĕр. [...]
ПАРНЕСЕМ ХУÇИСЕНЕ КĔТЕÇÇĔ
2009 çулхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа 2010 çулхи январь çурриччен редакцин почта ещĕкне «Сувар» хаçата çырăннине ĕнентерекен квитанцисем пĕринчен-пĕри васкаса «вĕçсе» çитрĕç. Нумай та мар, сахал та мар саламлă çырусемпе пĕрле 202 ĕнентерӳ хучĕ килчĕ. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ
Февралĕн 10-мĕшĕнче Хусан Кремлĕнче ТР Президенчĕ Минтимер Шаймиев Потребительсен прависене хӳтĕлессипе тата çын ырлăхĕшĕн сферăсенчи надзорăн федераллă службин ертӳçипе Геннадий Онищенкăпа тĕл пулчĕ. Ĕçлĕ тĕлпулура вĕсем халăха инфекци чирĕсенчен профилактика тунă вăхăтра, потребительсен прависене хӳтĕленĕ, рынокне аталантарнă чухне федераципе республика структурисем çак ĕçсене закона пăхăнса пурнăçланине пĕрле тĕрĕслесе пымалли пирки калаçрĕç. [...]
Республикăра
РЕСПУБЛИКĂРА
ЧИСТАЙ. Культурăна аталантарас енĕпе 2009 çулта иртнĕ республика конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна Чистай районĕ çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш – Анат Кама, виççĕмĕш вырăна Саба районĕсем тухнă. [...]
Экономика
ХАЛĂХ, ПАР УКÇА!
Çĕнĕ çул хыççăн йăлана кĕнĕ пекех çынсене хаксем, ÇКХ тӳлевĕсем ӳсни кĕтет. Кăçалхи бюджет дефицитлă пулнине кура кĕтмен «парнесем» ытларах та пулчĕç. [...]
Тĕнче тавра
ТĔНЧЕ ТАВРА
JAGUAR 75 ÇУЛТА Уильям Лайонс 1922 çулта автомобильсем тăвакан компани хута янă. Малтанах унăн ячĕ Svallov Sidecars (SS) пулнă. [...]
Нарспи
ÇАМРĂК ПОЧТАЛЬОНКА
Людмила Ильина Аксу тăрăхĕнчи чи çамрăк почтальонкăсенчен пĕри. Çаврăнуллă чăваш пики хаçат-журнала Емелькинăпа Çĕмĕртлĕ ялĕсенчи вулакансем патне самантрах çитерет, пенси укçине валеçет. [...]
ĔÇРЕ СЫВЛĂХА УПРА
Вăхăтăн ытларах пайне эпир ĕçре ирттеретпĕр, эппин, сывлăха чи малтан унта упрамалла? Кун валли: 1. [...]
ÇИНÇЕ ПИЛĔК ВИÇĔ КУНРА
1-мĕш кун. 1 апат кашăкĕ сĕлĕ хăрпăкĕ çине 200 грамм шыв ямалла та 10 минут вĕретмелле. [...]
Сетнер
КИРЛĔ КАНАШСЕМ
• Вырăн çине вылянчăклă кăмăлпа выртса эсĕ хăвна тата юнашар выртакана парне тăватăн. Аслисемшĕн ар çыхăнăвĕ – вылямалли пĕртен пĕр меслет тесен те йăнăш пулмасть. [...]
ПĔР ТАНЛĂХ ПАТНЕ ĂНТĂЛМАЛЛА
Январĕн 28-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн конференц-залĕнче искусствоведени докторĕн Алексей Трофимовăн «Зороастризм: сăварпа пăлхар халăх культури» монографийĕн презентацийĕ иртрĕ. Çак кĕнеке Камăпа Атăл тăрăхĕсенче пурăнакан сăвар-пăлхарсен исламчченхи тата чăвашсен христианствăчченхи тапхăрĕсенчи культура сийне илсе кăтартнă. [...]
Калем
АНАТОЛИЙ ХМЫТ
Анатолий Хмыт (Ефимов) Аксу районĕнчи Таркăн ялĕнче 1964 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Кивĕ Илтрекьелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухсанах тăван колхозра ĕçленĕ. [...]
ХАЯРЛĂХ ВĂРЛĂХĔ
(Малалли. Пуçл. 4-6№№.) – Эсĕ мĕн, ачусене çуратрăн та, чирлесен те юрать тетĕн-им, – тесе хучĕ пĕррехинче апат тунă вăхăтра. – Пăянам, мĕншĕн ун пек хытă калатăн-ха? [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
