839-мĕш кăларăм:
Минтимер ШАЙМИЕВ: «КУ ЫЙТĂВА ЭПĔ ТАХÇАНАХ ТАТСА ПАНĂ»
Вун тăхăр çул пĕр улшăнми республика ертӳçинче тăрăшнă хыççăн иртнĕ эрнере Минтимер Шарипович Шаймиев март уйăхĕнче Президент вырăнне хăварасси пирки пĕлтерчĕ. Çак хыпар пурне те хумхантарчĕ пулмалла. [...]
ÇĔР ХАКĔ ӲСНĔ
Çак кунсенче ТР Патшалăх Канашĕнче «Республикăри АПК аталанăвĕн актуаллă ытăвĕсене закон тăрăх йĕркелесе пырасси» темăпа пресс-конференци иртрĕ. Журналистсемпе ТР Патшалăх Канашĕн экологи, çут çанталăк тата ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Валерий Павлович Васильев тата ТР ял хуçалăх тата апат-çимĕç министрĕн çумĕ Николай Михайлович Якушкин тĕл пулчĕç. [...]
ПУТИН СТУДЕНТСЕНЕ САЛАМЛАРĔ
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем кăçалхи Студентсен кунне тата нумайччен аса илсе пурăнĕç, ара, вĕсене çак ятпа саламлама ятарласа РФ Премьерĕ В.Путин хăй килчĕ-çке. [...]
ВАТĂСЕНЕ ÇАМРĂКЛАТРĔ
Урамра 40 градус сивĕ. Çак шартлама сивве тӳсеймесĕр электричество пралукĕсем те татăлаççĕ. [...]
ЭРНЕКУН ПАРНИ
Çĕпрел районĕнчи Упи ялĕнчи почтальонсем пилĕк ялпа ĕçлесе çыру-хаçат валеçсе тăраççĕ. 2010 çулăн пĕрремĕш çур çулне «Сувар» хаçат çырăнтарассипе вĕсем çак районта мала тухрĕç. [...]
СĂВĂ ÇЫРМА ТА ĂСТА, ПАЛĂК ЛАРТМА ТА МАТТУР ĂСЧАХ
Ĕнер, январĕн 28-мĕшĕнче, чăваш халăхĕн пархатарлă ывăлĕ, искусствоведени докторĕ, профессор, 1994 çултанпа ЧР Наукăсемпе искусствăсен академийĕн академикĕ, 1971 çултанпа СССР Художниксен союзĕн членĕ А.А.Трофимов 75 çул тултарчĕ. Алексей Александрович Аксу районĕнчи Кивĕ Киремет ялĕнче çуралса ӳснĕ. [...]
РАÇÇЕЙРЕ СĂРА ПУЛМАСТЬ
Сăра малашне Раççейре питĕ сайра тĕл пулакан ĕçме пулса тăрать. Мĕншĕн тесен çĕнĕ техрегламент сăра тăвакансене салатсăрах туса кăларма май парать. [...]
КĔЛТУСА ТАСАТНĂ ШЫВ ÇИНЧЕН
Хисеплĕ редакци! Эпир чиркӳсене час-часах тухса çӳрейместпĕр. [...]
Ял хуçалăхĕ
ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ
ТУТАРСТАН ПРОДУКЦИНЕ – ИТАЛИЕ Тутарстанри фермерпа хресчен хуçалăхĕсен ассоциацийĕн представителĕсем Итали предпринимателĕсен делегацийĕпе тĕл пулнă. Ют çĕршыв хăнисем республикăн фермерĕсемпе пĕрле Тутарстан территорийĕнче ял хуçалăх продукцине тирпейлекен пĕрлехи предприятисем йĕркелеме сĕннĕ. [...]
Тĕлентермĕшсем
ПАРНЕ МАР, ЫЛХАН
– Пĕчĕк чухне эпĕ çĕрле çывăрнă вăхăтра пӳрт тăрри тăрăх утса çӳренĕ тет. Малтан ăна тете, çĕрле вăйăран таврăннă чухне асăрханă. [...]
Калем
ХАЯРЛĂХ ВĂРЛĂХĔ
(Малалли. Пуçл.4№.) Туй икĕ эрнене тăсăлчĕ: хĕр енче, каччă енче, çĕнĕ хĕр, вырăн леçӳ тата ытти те. Иван колхозра бригадирта, Лисук та ытти хĕрарăмсемпе пĕрле пĕр ĕçрен юлмарĕ. [...]
Çунатлă çамрăклăх
11 ДИПЛОМА ТИВĔÇНĔ
11 ДИПЛОМА ТИВĔÇНĔ Тутарстан представителĕсем çак эрнере Мускавра иртнĕ «Призывники России-2010» Пĕтĕм Раççейри спартакиадăран 11 дипломпа таврăнчĕç. Ешĕлвар хулинчи 14№ лицей спортсменĕсем Федераци шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтерме пултарни – пысăк çитĕнӳ. [...]
ЧĂВАШ ПРИМАДОННИ: «ТЕПĔР ЧУХ ХАМĂН ТА ЙĔРСЕ ЯРАС КИЛЕТ»
Унăн илемлĕ те çепĕç сассине Тутарстан чăвашĕсенчен чылайăшĕ астăвать-тĕр. Вăл темиçе çул хушши Хусан радиохумĕсенче тухса тăнă «Çичĕ çăл» (каярах «Салам») радиокăларăма Петр Мировпа (йывăр тăпри çăмăл пултăр) ертсе пычĕ. [...]
МАЛ ĔМĔТЛĔ «ИЛЕМПИ»
ТР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чапĕ аякка сарăлнă «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕн ертӳçи Светлана Ефремова Нурлат хулинчи хастар та чипер чăваш пикисене пĕр ушкăна пухнăранпа кĕçех çулталăк çитет. Мĕнле коллектив пирки сăмах пуçартăмăр эпир? [...]
ТУЛЛИ КĂМĂЛПА
Иртнĕ çулăн раштав уйăхĕн вĕçĕнче чăваш ачисен хушшинче XII олимпиада иртрĕ. Мана, 9-мĕш класра вĕренекене, унта хутшăнма тӳр килчĕ. [...]
«ЧĔРЧУНСЕН ИСТОРИЙĔСЕМ»
Анималлă стильрен (тискер чĕрчунсен тирне аса илтерекен ӳкерчĕклĕ тумтир) вăхăтлăха пăрăнсан та пăртакран дизайнерсем ун патне çĕнĕ хавхаланупа таврăнаççĕ. Нью-Йоркра, Миланра, Парижра иртекен мода эрнисенче кăтартакан кашни модельерăн тум пуххинчех (коллекция) анималлă стильпе çĕленĕ тумтир пур, мăй тавра çыхмалли пĕчĕк тутăртан пуçласа кĕрĕк таранах. [...]
КАЧЧА ТУХМА ИРĔК ÇУК
Настя Каменских пахча çимĕç яшкине тата хĕвел тухăç кухнине кăмăллать, сивве чăтма пултараймасть, çул çӳреме тата хаклă йышши машинăсене килĕштерет. Пĕр-пĕринпе пачах килĕшсе тăман япаласенчен – пăрăçран, хĕрринчен çыртса илнĕ шоколад плиткинчен тата рубинран тăракан талисманне вара Настя ялан хăйпе илсе çӳрет. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
