827-мĕш кăларăм:
ВУТ-ХĔМПЕ КĔРЕШЕКЕНСЕМ
Вут – çут çанталăкăн усал та хăрушă вăйĕ. Авалхи чăвашсем вут амине асăнса пуç çапнă. [...]
АСĂРХАНĂР – ПУШАР!
Хальхи вăхăтра Раççей МЧСĕн Тутарстанри Тĕп управленийĕ объектсемпе пурăнмалли вырăнсенче 2009-2010 çулсенчи кĕрхи-хĕллехи тапхăрта пушар тухасран профилактика мероприятийĕсем ирттерет. Асăнса хăварар, 2008-2009 çулсенче çак вăхăтра республикăра 2086 пушар пулнă, 183 çын вилнĕ. [...]
ЧĂВАШ ЧИРКĔВĔН – УЯВ
1555 çулта Хусанта храмсем тăвассипе массăлла строительство пуçланнă. 1562 çул тĕлне Хусан Кремлĕнче чи малтан Благовещени соборне хăпартнă. [...]
ХАМĂРА ХИСЕПЛЕР
Нурлат районĕн кăна мар, Нурлат чăвашĕсен чапĕ те тăван вырăнсенчен таçта аякка саланнă. Çакăнта юлашки вăхăтра çуллен иртекен уявсен тӳпи те сахал мар, паллах. [...]
УЯВ КАÇĔНЧЕ
Яланхилле, кĕлеткине тӳрĕ тытса, утас-и-утас мар-и тенĕн урине вĕттĕн-вĕттĕн шутарса, пуçне çӳле çĕклесе картлашкапа хăпарчĕ Нарспи Ильинична. Хăй хĕрĕх çула яхăнах ĕçленĕ Культура керменĕн ырă та тарават сывлăшĕ ачашшăн çупăрланине туйса пычĕ вăл. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ
Ноябрĕн 2-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев çĕршывăн пултаруллă гражданĕсене патшалăх наградисемпе чысларĕ. IV степеньлĕ «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» ордена ТР Премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ Равиль Муратов тивĕçнĕ, Тутарстан Республикин социаллă экономика аталанăвĕшĕн питĕ нумай ĕç тунăшăн. [...]
Ял хуçалăхĕ
ЭРТЕЛПЕ ЫВĂННИ СИСĔНМЕСТ
Элкел районĕнчи «Анат Качаел» тулли мар яваплăхлă обществăн сысна ферминчи ĕç коллективĕ пысăк мар, пурĕ те ултă çын кăна. Пĕрле вĕсем 500 пуç сысна пăхаççĕ. [...]
Калем
ÇУТ ХĔВЕЛ ПЕК ЙĂЛ-ЙĂЛ КУЛ
Элшел – Тутарстан Республикинчи Пăва районне кĕрекен ял. Валериан Антипович Ашкеров шăпах çак ялта çуралса ӳснĕ, çакăнтах вунă класс пĕтерсе пурнăç çулĕ çине тухнă. [...]
КАЯ ЮЛНĂ ТУЙ
Повесть (Малалли. Пуçл. 41-44 №№.) Мариçĕн хĕрлĕ тĕс килмелли вăхăт тахçанах иртрĕ. Вăл çак йӳтĕмпе амăшĕпе калаçрĕ. [...]
Шăнкăрав
ПАЛЛĂ ӲНЕРÇĔСЕНЕ КУНТА ТУПТАÇÇĔ
Юлашки çулсенче ӳнер ĕçне вĕренес текенсен йышĕ ӳссе пырать. Пурнăç чылай сферăра ӳнер вăрттăнлăхĕсене пĕлни кирлине кăтартать. [...]
АСРА ЮЛАКАН ВĂХĂТ
Чăвашра вăрман нумай, Вăрманта ӳсет юман. Улăп паттăр пек нихçан Чăвашсем пуçа усман. [...]
ЯЛАНАХ МАЛАЛЛА!
Çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасене тĕл пулсан: «Канса ывăнмарăр-и-ха?» – тесе ыйтмасăр пĕр калаçу та иртмест темелле. [...]
АЧА САЧĔСЕМ – АВТОНОМИЛЛĔ УЧРЕЖДЕНИСЕМ
Октябрĕн 1-мĕшĕнчен Хусанти ача сачĕсем автономиллĕ учреждени статусне илчĕç. Çак çĕнĕлĕх халăхра тĕрлĕ ыйтусем çуратрĕ, çуратать те. [...]
ПАЯН ĔНЕРХИНЧЕН ЛАЙĂХРАХ ĔÇЛЕ
– Çырчалли нумай нациллĕ хула, чăвашсене кунта кӳрентермеççĕ, хула Думинче чăваш депутачĕ те пур пирĕн – эпĕ хам, – терĕ Çырчаллинчи ЧНКЦ председателĕ Сергей Киров районти ĕçсемпе паллаштарма пуçласа. Виçĕ çул вăл çак должноçра ĕçлет. [...]
АВАЛХИНЕ ХАЛЬХИПЕ ÇЫХĂНТАРМАЛЛА
Тăван ен культурин урокĕсенче эпир хамăр ялти йăла-йĕркесем пирки вĕренетпĕр. Ялти ватă çынсенчен çырса иле-иле ачасене паллаштаратăп. [...]
ТУТАРПА ЧĂВАШ ĔЛĔКРЕН ЮЛТАШ
Чăваш литературипе 9-мĕш класра ирттернĕ урок Урок тĕсĕ: шыравпа тишкерӳ. Пĕлӳ тĕллевĕ: ачасен шухăшне, калаçăвне аталантарасси. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
