825-мĕш кăларăм:
ЧĔНСЕ КАЛАНИ
Тутарстан Республикинчи Чăваш наципе культура автономийĕн Канашĕн председателĕ К.Г.Яковлев VII отчетпа суйлав конференцийĕ умĕн республикăри чăвашсене ЧĔНСЕ КАЛАНИ Тутарстан чăвашĕсем! Раççейри пысăк улшăнусем кĕркунне пулса иртеççĕ. [...]
КУНТА «ЧĔЛХЕ КИРЛĔ МАР» ТЕМЕÇÇĔ
Республика районĕсенче Чăваш наципе культура центрĕсен конференцийĕсем иртеççĕ. Октябрĕн 16-мĕшĕнче Теччĕри Культура керменĕнче çак районăн виççĕмĕш конференцийĕ иртрĕ. [...]
ХӲТĔЛЕЙМЕРĔР – ШЕЛЛЕМЕ ВĔРЕНĔР
V «Ылтăн Минбар» кунĕсем хыçра юлчĕç. Тăватă куна тăсăлнă кинокурава кайса курнисем чăннипех телейлĕ пулчĕç-тĕр. [...]
ЮРĂРАН ПУÇЛАННĂ ЧĂВАШЛĂХ
Анат Кама хулинчи Чăваш наципе культура центрĕ ĕçлеме тытăннăранпа кăçал 20 çул тулать. Кам шутланă ун чухне чăвашсем пĕрле çапла пысăк ĕç тăвасса? [...]
ĔÇЛЕКЕН ВĔЛЛЕНЕ ВĔЛЕРМЕÇÇĔ
Октябрĕн 10-мĕшĕнче Алексеевскинчи А.Абрамов ячĕллĕ музейре районти Чăваш наципе культура центрĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. [...]
ХĂЮЛЛĂ УТĂМСЕМ КИРЛĔ
2002 çулта Тутарстан Республикин чылай районĕнче Чăваш наципе культура центрĕсем йĕркеленсе кайрĕç. Çак тапхăрта вĕсен чылай ыйтусене татса пама тиврĕ. [...]
ÇĔН ÇУЛА «АЙДАРПА»
Алексеевски районĕнчи Чăваш Майни ял хутлăхĕн пуçлăхĕпе, Алексеевски районĕнчи чăваш наципе культура центрĕн пĕрремĕш ертӳçи Дарья Валентиновна Романовăпа эпир октябрь пуçламăшĕнче Хусанта тĕл пултăмăр. Чăвашмайнисен вăй-халĕ, ĕмĕчĕ-тĕллевĕсем çинчен унран ыйтса пĕлтĕмĕр. [...]
СКИНХЕДСЕН ТĂВАН ÇĔРШЫВĔ: НАЦИОНАЛИЗМ ЕПЛЕРЕХ ÇĔКЛЕНЕТ
«Малтан Сăмах пулнă...» (Вĕçĕ. Пуçл. 42 №.) Раççейри МХХсем сăнлакан террористла тата экстремистла хăрушлăхсен логики çĕршыври чăн проблемăсен логикипе тӳр килменни тӳрех курăнать. Раççейре фашизмран, халăхсем хушшинчи терроризмран, экстремизмран, уйрăм олигархсен шăписенчен çивĕчрех проблемăсем те пурри куçкĕрет. [...]
ĂÇТАН ТУХНĂ ЧĂВАШСЕМ?
(Яков Кузьмин-Юманадипе Павел Кулешовăн «Чăваш этногенезĕ» кĕнекинчен) (Малалли. Пуçл. 42№.) Бартольд, Хаттори, Рамстед, Иностранцев, Артамонов, Гумилев тата ытти историксем чăвашсен мăн аслашшĕсем тесе Европăна Азирен IV ĕмĕрте килсе хăйсен ятне Хунсен патшалăхне панă хунсене шутланă. Ку патшалăх салансан вĕсем Каспи тăрăхĕнче хасар е хун-хасар ятпа тĕпленнĕ. [...]
ПУЛТАРУЛЛИСЕМ ПУР ЧУХ
Аксу районĕнче пурăнакансем темиçе уйăх иртрĕ пулсан та халĕ те Емелькинăри Уява аса илеççĕ-ха. Чăн-чăн уяв пулчĕ вăл вырăнти ял хутлăхне кĕрекен ялсемшĕн. [...]
САЛТАК ЮРРИ
Хаклă ĕçтешсем, чăваш ялĕсенче тăрăшакан клуб ĕçченĕсем! Эсир кашни уява хаваслăрах, интереслĕрех, чылайлăха асра юлмалăх хатĕрлеме тăрăшатăр. [...]
САН ÇУРАЛНĂ КУН – ПИРĔНШĔН УЯВ
Сценари Сцена хыçĕ çине пысăк цифрăпа юбиляр миçе çул тултарассине ылтăн тĕспе çырнă, цифрăна хăюсенчен тунă илемлĕ кăшăл ăшне вырнаçтарнă. Çавăн пекех сценăна шарсене çыхăнтарса тунă вăчăрасем хăтлăх кӳреççĕ. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ
Юнкун РФ Президенчĕ пысăк бизнес представителĕсемпе тĕл пулнă. Дмитрий Медведев бюджет укçине еплерех тăкакланипе кăмăлсăр. [...]
Калем
ПУРНĂÇ ХРОНИКИНЕ ЧĂВАШЛА ÇЫРАКАН
Владимир Васильевич Плешков-Ухли 1914 çулта октябрĕн 25-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Тăхăрьяла кĕрекен Пӳркелĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Ялти шкултан, Кăнна Кушкинчи колхоз çамрăкĕсен шкулĕнчен, хими техникумĕнчен, Хусанти пединститутран вĕренсе тухса, 30 çул ытла çамрăк ăрăва вĕрентсе пурăннă. [...]
КАЯ ЮЛНĂ ТУЙ
ПОВЕСТЬ (Малалли. Пуçл. 41,42№.) – Аннеçĕм, мĕншĕн ман сана ылханас-ха? Ялкăшакан сар хĕвеле курма пӳрнĕшĕн-и, кăвак уйăх айĕнче уçăлса çӳреме тивнĕшĕн-и, хула хĕрринчи ешĕл вăрманта уçă сывлăшра чуна килентернĕшĕн-и? [...]
Чăвашăн сумлă çыннисем
ПĔР ШИТЕ ТЕ ЧАКМАН АТАМАН
Тутарстанри Наказной Атаман, Лейб-гвардин тата казачество çарĕсен генерал-майорĕ пĕр интервьюра: «Доброволецсен Пĕрремĕш Мобильлĕ Корпусĕн тата Раççей Федерацийĕнчи мĕнпур казачество йĕркеленĕвĕсен Тутарстанри уйрăмĕн тĕллевĕ – Тăван çĕршывшăн тăрăшасси, экономикăпа социаллă лару-тăрăва лайăхлатасси, ял хуçалăхне, ытти мĕнпур отрасле аталанма пулăшасси, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парасси»,– тенĕччĕ. Уншăн кусем хитре сăмахсем мар – пурнăç принципĕ. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
