824-мĕш кăларăм:
![]() ■ 42(824)№, 2009,юпа,16 |
КЛИНТОНА ХУСАНТА КИЛĔШНĔ
Октябрĕн 14-мĕшĕнче Хусан Кремлĕнче ТР Президенчĕпе Минтимер Шаймиевпа АПШ патшалăх секретарĕ Хиллари Клинтон тĕл пулса калаçрĕç. Унччен маларах АПШ патшалăх департаменчĕн пуçлăхĕ Хусан Кремлĕн паллă вырăнĕсемпе паллашрĕ, Кул Шариф мечĕтпе, Благовещени соборĕпе интересленчĕ. [...]
НИМЕЛЛЕ ÇУЛ
Пирĕн республикăри ялсенче пурăнакан халăх ял урамĕсенчи çул-йĕрпе мухтансах каяймасть. Типĕ çанталăкра транспорт иртсе кайнă хыççăн çутă юписем таран тусан явăнса улăхать, çурлă-кĕрлĕ атă кунчи таран пылчăк. [...]
ШĂП ТĂНИ ЫЛТĂН-ШИ?
Эпĕ чĕмсĕр, эсĕ те чĕмсĕр. Мĕншĕнне те калама пултаратăп. [...]
КРИЗИС ПАРНИ – БЮДЖЕТ ДЕФИЦИЧĔ
Октябрĕн 5-мĕшĕнче ТР Правительство çуртĕнче Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртрĕ. Икĕ ыйту пăхса тухрĕç вĕсем: Тутарстан Республикин социаллă экономика аталанăвĕн 2010 çула хатĕрленĕ прогнозĕсем çинчен тата Тутарстан Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕсен проекчĕсемпе ТР 2010 çулăн обязательнăй медицина страховани фончĕн бюджечĕ çинчен. [...]
ÇАРĂМСАН ÇĔНЕЛЕТ
Пытармалли çук, темиçе çул каялла кăна-ха Çарăмсан райцентрĕ нимĕнпе те куçа илĕртместчĕ. Халĕ урăх курăну. [...]
ЕТКЕРЛĔХЕ ВĂХĂТРА ЙЫШĂНМАЛЛА
Еткерлĕх прави (наследственное право) – граждан правин системинче чи пĕлтерĕшлĕ элементсенчен пĕри шутланать. Уйрăм харпăрлăх правин институчĕ шăпах ун çинче тытăнса тăрать те. [...]
УЛЬЯНОВСК Е ЧĔМПĔР?
Юлашки вăхăтра Раççейри хуласен ячĕсене каялла тавăрасси модăра тесен йăнăш мар-тăр, Ленинград çĕнĕрен Санкт-Петербург, Свердловск Екатеринбург пулса тăчĕ, хальхи вăхăтра Киров та Вятка ята тавăрас ыйтупа ĕçлет. Кун пеккисем Раççейре тата та пур. [...]
ГОЛЛИВУД ÇĂЛТĂРĔСЕМ ПИРĔН ÇИНЧЕН
Раççей çыннисене ют çĕршывсенче кăмăлласах каймаççĕ. Мĕншĕн-тĕр эпир вĕсене цивилизацирен аякри этемсем пек курăнатпăр. [...]
ИНТЕРНЕТРАН СИКСЕ ТУХНĂ ПУРНĂÇ ... е АСАТТЕН ШĂПИ
Энтри Салтак эртелĕнчи ватăсене асăнса Хальхи вăхăтра эпир час-часах Интернета кĕрсе темтепĕр пăхкаласа ларатпăр. Пĕрре «Яндекс» шырав системинче тăван çынсен ячĕсене кĕртсе пăхма пуçларăм. [...]
ХУСАНСЕМ ПĂРАХАÇÇĔ. ЭСИР МĔНЛЕ?
Нумай пулмасть Çырчалли мэрĕ пируса табакпа пĕрле темĕнле имçам тултарса сутакансене хирĕç чăн-чăн кĕрешӳ пуçарнăччĕ. Тутарстанăн тĕп хули те çакăнтан айккинче юлмарĕ темелле, ку кăна-и? [...]
МĔНЛЕ ÇĔРШЫВРА ПУРĂНАТПĂР ЭПИР?
Тĕлĕнсе хытса каян вĕт... Нумай пулмасть Мускавра пĕр вăрра пытарнине телевизорпа хыпарсенче кăтартрĕç, 15 минут. Калама кăна вĕт! [...]
СКИНХЕДСЕН ТĂВАН ÇĔРШЫВĔ: НАЦИОНАЛИЗМ ЕПЛЕРЕХ ÇĔКЛЕНЕТ
«Малтан Сăмах пулнă...» Хальхи пурнăç асăрхакан культурăлла чарусем тата историре пысăк йĕр хăваракан политика проекчĕсем, калăпăр, Çутĕç, Коммунизм, Глобализаци, Капитализм, çакнашкал пулăмсен тӳнтер енĕ çĕнтерни патне илсе çитереççĕ. Урăхла каласан, хальхи политикăра пĕтĕмĕшле тата пурне те тивĕçтерекенни çине тайăнса мар, наци, тĕн, истори уйрăмлăхĕ çинче никĕсленсе аталанасси. [...]
ĂÇТАН ТУХНĂ ЧĂВАШСЕМ?
(Яков Кузьмин-Юманадипе Павел Кулешовăн «Чăваш этногенезĕ» кĕнекинчен) Çак ыйту çине хальхи вăхăтра ăсчахсем тĕрлĕрен хурав параççĕ. Ытларахăшĕ, паллах, чăвашсем авалхи тĕрĕксенчен тухнă, вăхăтĕнче вĕсене пăлхарсем тесе чĕннĕ тесе ăнлантараççĕ. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ
Хусанта иртнĕ «XXI ĕмĕрти Раççей çулĕсем» наукăпа практика конференцийĕнче: «Çул-йĕр, вĕсем мĕнле пулни, инфраструктура пурри аталану никĕсĕ пулса тăрать», – терĕ ТР Премьер-министрĕ. Рустам Минниханов сăмахĕсемпе, çул-йĕр отраслĕ Тутарстанра приоритетлă шутланса тăрать. [...]
Ял хуçалăхĕ
ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ
ТЫМАР ÇИМĔÇЕ ÇУРРИНЕ КĂЛАРНĂ Октябрĕн 13-мĕшĕ тĕлне Тутарстанра 31,6 пин гектар çинчи пылак тымар çимĕçе пухса кĕртнĕ. Ку пĕтĕмпе 707,2 пин тонна, кашни гектар пуçне тивекен вăтам тухăç 224 центнер. [...]
Республикăра
РЕСПУБЛИКĂРА
ЕЛАБУГА. Тутарстан Халăхсен ассамблейи октябрĕн 30-мĕшĕнче Елабугăра лару ирттерме хатĕрленет. [...]
Кӳршĕсенче
КӲРШĔСЕНЧЕ
УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔН нумай функциллĕ центрсене аталантарассипе хатĕрленĕ проекчĕ РФ Экономика аталанăвĕн министерстви ирттернĕ конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă. Конкурса пурĕ 48 регион хутшăннă. [...]
Кил-çурт хуçалăхĕ
ПĔЧĔК ВĂРТТĂНЛĂХСЕМ
РЕЗИНКА ХĂЙĔННЕ ТĂВАТЬ Электрозажигалкăпа усă куракансем яланах шнурĕ чăлханнипе тарăхаççĕ. Хăш чухне туртса илме çук, плита патне çитмест, хăш чух тата . [...]
УТАРÇĂСЕМ ВАЛЛИ
АМАСĂР ÇЕМЬЕСЕНЕ АМА ПАРАССИ Çамрăк амасене ваттисем вырăнне кăна мар, хăйсен амине çухатнă, урăх ама кăларайман çемьесене те пама лекет. Кун пекки начар хĕл каçнă тата нозематозпа чирлĕ çемьесенче пулать. [...]
Калем
КАЯ ЮЛНĂ ТУЙ
Повесть (Малалли. Пуçл. 41№.) Ун чухне Мариç пурнăçĕ çĕр çинчи тамăка çаврăнĕ, Кирюхана, çут тĕнчене ылханса-кӳренсе вăл чăннипех те хăй çине аллине хума пултарать. Мĕнрен кая пулăп-ха эпĕ тăрлавсăр, упăшкасăр пурăнса пĕтĕм тĕнче çине кӳреннĕ хĕрарăмран? [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
