821-мĕш кăларăм:
АЧА ÇУРАТАСЛĂХ ӲСНĔ
Тунтикун ТР Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура «Сывлăх» нацин приоритетлă проекчĕпе çӳллĕ технологиллĕ медицина пулăшăвĕн аталану перспективисем çинчен сăмах пычĕ. Ăна ТР Премьер-министрĕ Рустам Минниханов ертсе пычĕ. [...]
СУВОРОВЕЦСЕН ХĂНĂХĂВĔ – ĔМĔРЛĔХЕ
Хусанти Суворов училищинче çирĕп команда янраса кайсанах стройри тĕрлĕ çулти 700 ытла çын тӳп-тӳрĕ тăма васкарĕ. Çамрăк курсантсем çине пăхса кашни хăйĕн яшлăхне аса илчĕ-тĕр çав самантра. [...]
Константин ЯКОВЛЕВ: «ĔÇЕ КĂÇАЛ ВĔÇЛЕМЕЛЛЕ»
Сентябрĕн 18-мĕшĕнче Хусанта иртнĕ ТР ЧНКА Канашĕн черетлĕ ларăвне республикăри 20 наципе культура центрĕнчен Аксу, Нурлат, Лениногорск, Теччĕ, Çĕпрел, Алексеевски, Чистай, Çарăмсан районĕсемпе Хусан, Çырчалли, Анат Кама хулисен представителĕсем хутшăнчĕç. Пухăва ТР ЧНКА Ĕçтăвкомĕн председателĕ Игорь Казачкин вырăсла ертсе пычĕ. [...]
ĂРУСЕН ТĔЛПУЛĂВĔ
Якуркелĕнчи шкулăн 130 çулхи юбилейне халалланă чаплă мероприяти ăрусен тĕлпулăвне аса илтерчĕ. Пĕлӳ çурчĕ хисеплĕ хăнасене тата шкултан вĕренсе тухнисене, хăйсен пурнăçне вĕрентӳ ĕçне халалланă педагогсене кĕтсе илчĕ. [...]
ЧНКА ХЫПАРĔСЕМ
Çамрăксене спорта явăçтарса ТР ЧНКА Спорт тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкне пайта кĕртрĕ. Сентябрĕн 20-мĕшĕнче Алексеевски, Чистай, Нурлат, Çĕнĕ Шуçăм тата Самар облаçĕнчи Кушкă районĕсем хутшăннипе Нурлат районĕнчи Якуркел ялĕнче мини-футболпа блиц-турнир иртрĕ. [...]
ПĔРЛЕ ЧИРКӲ ТĂВАР
Хусан хулипе Тутарстан архиепископĕ Анастасий пехилленипе сентябрĕн 11-мĕшĕнче Çĕпрел районĕнчи Упи ялĕнче Турă Амăшĕн Хусанта тупнă турăшĕ ячĕпе тума палăртнă чиркĕвĕн пирвайхи чулне хыврĕç. Хальхи вăхăтра ун ячĕпе ĕçлекен чиркӳ Упи ялĕнчи ĕлĕкхи пуçламăш шкулăн кивĕ çуртĕнче вырнаçнă. [...]
Ял хуçалăхĕ
ПЫЛАК ТЫМАР – ЮНТАРМĂШ ÇИМĔÇ
Пăва районĕнчи хуçалăхсенчен сахăр кăшманĕ кăларас ĕçе В.П.Чернов ячĕллĕ агрофирма малтан тытăнчĕ. Ултă талăк «Победăпа» «Восход» хуçалăхсен хирĕсенче ĕç кĕрлерĕ. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ
Хусан «Раççей – спорт çĕршывĕ» Пĕтĕм Раççей форумĕн яланхи вырăнĕ пулма пултарать. Кун пирки форумăн йĕркелӳ комитечĕн Мускавра иртнĕ ларăвĕнче РФ спорт, туризм тата çамрăксен политикин министрĕ Виталий Мутко пĕлтерчĕ. [...]
Ял хуçалăхĕ
ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ
ПУÇАРУЛЛИСЕНЕ ПУЛĂШАÇÇĔ ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин сентябрĕн 21-мĕшĕнче Спас районĕнче ирттернĕ зональнăй ларура республика, районсемпе ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем пĕчĕк хуçалăхсене аталантарас, пуçаруллă ял çыннисен хастарлăхне ӳстерес ыйтусене сӳтсе явнă. [...]
Экономика
ТĂВАТĂ КИЛĔШӲ ÇИРĔПЛЕТНĔ
Нумай пулмасть Сочире Халăхсен хушшинчи VIII инвестици форумĕнче Тутарстан Республикин презентацийĕ иртрĕ. Çак форума рецесси вăхăтĕнчи пĕрремĕш мероприяти теме пулать. [...]
Калем
ТЕЛЕЙЛĔ-ШИ ЭСĔ МАНПА?
(Малалли. Пуçл. 37, 38 №№.) Уйрăлу каçĕ. [...]
Çунатлă çамрăклăх
ТЕПĔР ХУТ ЭКЗАМЕН ТЫТАÇÇĔ
ТЕПĔР ХУТ ЭКЗАМЕН ТЫТАÇÇĔ Сентябрь вĕçлениччен Тутарстанри хăш-пĕр аслă шкулсенче пĕрремĕш курссенче вĕренекенсен тепĕр хут пĕрлехи патшалăх экзаменне (ППЭ) тытма тивет. ТР Вĕрентӳпе наука министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, пĕрремĕш курс студенчĕсене вĕсем хăйсен пĕлĕвне çирĕплетеймесен те кăларса ямаççĕ. [...]
КĔРХИ ШĂПА
Рункă шкулĕнче вĕреннĕ, Чечня çĕрĕнче çапăçса 18 çултах пуç хунă Саша Квасова халалласа Йывăçсем кĕрхи тумпа Илĕртеççĕ куçăма, Кĕрен тĕслĕ кавирпе Витет çĕре хурама. Пăхăр-ха пилеш çине! [...]
ВĂЙЙĂН ВĔÇĔ ПУР
Токсикомансем – хими препарачĕсенчен тухакан наркăмăшлă пăсне, шăршине сывласа минреççĕ. Клей, бензин, сăрăсен тытăмĕнчи наркăмăш пуç мимине тĕрĕс ĕçлеме чарать, мимери нерв клеткисене вĕлерет. [...]
АН ĔÇ. СĂРА СИЕНЛĔ
Пĕр паллă юрăра: «Губит людей не пиво, губит людей вода», – текен сăмахсем пур. Тен, çапах та çынсене шыв мар, сăра пĕтерет? [...]
КУЛЬТУРА КУÇКĔСКИЙĔ – ТУМТИР
Чăваш хĕрарăмĕ мĕн авалтан хăйĕн çи-пуçне пысăк тимлĕх уйăрнă. Унăн çын çине тухма та, килте çӳреме те, уява кайма та ятарлă тумтир пулнă. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
