810-мĕш кăларăм:
ÇĂКĂРПА ЮНАШАР ЮРĂ ПУЛТĂР
Иртнĕ вырсарникун Аксу районĕнчи емелькинсем юрăпа вăранса юрăпа çывăрма выртрĕç темелле. Июлĕн 5-мĕшĕнче кунта Аксу районĕнчи чăвашсен Уявĕ иртрĕ. [...]
ТУССЕН ТĔЛПУЛĂВĔ
Ăçта кăна пулсан та кун пеккине курман! Урăх çук-тăр çакăн пек Уяв! [...]
УЯВ – 2009
Пĕтĕм Раççейри III «Уяв» праçникне хутшăнакансене, ăна йĕркелекенсемпе хăнасене чĕререн саламлатăп. Тăван чĕлхепе культурăна юратни – питĕ пысăк вăй, ăна пула чăваш халăхĕн йăли-йĕркисем ăруран ăрăва куçаççĕ те. [...]
ЧУН ÇӲРЕВ-2009
Чăваш çамрăкĕсен «Сăвар» пĕрлешĕвĕ йĕркеленĕ историллĕ вырăнсене курса çӳремелли çул çӳреве хутшăнакансем июлĕн 8-мĕшĕнче Пӳлере çитрĕç. Унта вĕсене ТР ЧНКА çумĕнчи çамрăксен пĕрлешĕвĕн хастарĕсем кĕтсе илчĕç. [...]
ШАРТЛАТСА ÇУНМАН ПУЛЕНККЕ ВУТĂ МАР
Теччĕ районĕнчи Чакăлтăмра пурăнакан Анастасия Ивановна Андреевăна, ялти пек каласан Наçтук аппана, никам та 90-ра тесе калаймасть. Хăй ĕçченлĕхĕпе вăл паян та пĕр-пĕр çамрăкран ирттерет. [...]
СОЛОНЦЫ ВĂРÇĂ ÇУЛĔСЕНЧЕ
(Малалли. Пуçл. 26№). Çапăçусемшĕн мĕнле наградăсем панă тетĕн-и? Маншăн чи хакли – Хĕрлĕ Ялав орденĕ. [...]
«УНИВЕРСИАДА ЯЛĔНЧЕ» ĔÇ ВĔРЕТ
РФ Премьер-министрĕн Владимир Путинăн йышăнăвĕпе Универсиадăна хатĕрленме 7 миллиард тенкĕ уйăрнă укçа Хусана çитнĕ. Çак укçа 29 спорт объектне туса лартма çитмелле. [...]
ПИН ÇУЛХИ ХУСАН
Хальхи Тутарстан территорине пĕрремĕш çынсем 40-100 пин çул каялла килнĕ. Тĕрлĕ çăлкуçсенче çырнă тăрăх, вăл вăхăтра кунта сивĕ климатлă тундра пулнă. [...]
Республикăра
РЕСПУБЛИКĂРА
ПĔКĔЛМЕРИ пахчаçăсене кăçал çут çанталăк савăнтармасть. Ӳсен-тăрансем вăй илсе ӳсмелле чухне çумăр пулман, июлĕн 1-мĕшĕнче ирех тăм ӳкнĕ. [...]
Кӳршĕсенче
КӲРШĔСЕНЧЕ
ОРЕНБУРГ ОБЛАÇĔНЧИ «Наци ялĕ» культура комплексĕнче ку уйăхра эрменсен, августра чăвашсен кил-çурчĕ уçăлмалла. «Наци ялне» тăвасси – область кĕпĕрнаттăрĕн Алексей Чернышевăн пуçарăвĕ. [...]
Шăнкăрав
ХАВХАЛАНТАРЧĔÇ
Аксу районĕнчи çуллен иртекен Уява халиччен аслисемпе çамрăксен коллективĕсем кăна хутшăнаканччĕ. Кăçал вара ачасем те хутшăнчĕç. [...]
ЫРĂ ЧУНЛĂ, ТӲРĔ КĂМĂЛЛĂ
Вĕрентекен... Епле çепĕç те чуна хумхантаракан сăмах. Çак професси çыннисене эпĕ яланах хисеплетĕп. [...]
ТӲЛЕВСĔР ВĔРЕНТЕÇÇĔ
«Тĕрĕк Тĕнчин культура центрĕ» общество организацийĕ (Шупашкар хули, Граждан урамĕ, 74-89, телефон (8352) 34-01-43, 8-906-380-53-89, e-mail: illel@front.ru (ертӳçи Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республикăн журналистсен Çемен Элкер, Тĕрĕк Тĕнчин Абдулхак Хамид Тархан ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ Илле Иванов – Илья Арсентьевич Иванов) Чăваш Республикинчи тата Раççей Федерацийĕнчи чăвашсене ТТКЦ ирттерекен тата хутшăнакан тĕрлĕ ĕçсене, уявсене хутшăнма йыхравлать. [...]
АСЛĂ ĂНĂ ШКУЛНЕ 160 ÇУЛ
Хама вĕрентнĕ учительсем пĕр-ик çул каялла Аслă Ăнă (Теччĕ районĕ) шкулĕн историйĕ çинчен кĕнеке кăларма ыйтнăччĕ. Çавăн хыççăн директорпа, учительсемпе калаçрăм. [...]
ЮРАТАÇÇĔ ПИРĔН ӲКЕРМЕ
Кивĕ Саврăш шкулĕ пултаруллă ачасемпе пуян тесен те юрать. Вĕренме те хастар, спортпа та туслă, илемлĕ ӳкереççĕ, юрă-ташă тесен вара – итлесе-пăхса кăна савăн. [...]
ПИРВАЙХИ ВĔРЕНТЕКЕН КАМ ПУЛНĂ?
«Энциклопедия чувашских сел Самарской области» кĕнекере (Самар, 2008) çавăн пек çырни пур: «В Новой Таябе (хальхи Чаллăпуç районĕ, Самар облаçĕ – авт.) школа была открыта в 1893 году. [...]
ПИРĔН ХАКЛĂ ТА ЮРАТНĂ ВĔРЕНТЕКЕНĔМĔР
Яланах хама çакăн пек ыйту паратăп: телейлĕ-ши эпĕ? Эпĕ вĕрентекенсен çемйинче çуралса ӳснĕ. [...]
МИКУЛА ПИЧЧЕ КУЧЧЕНЕÇĔ
Çулла. Кунсем шăрăх тăраççĕ. Вĕри хĕвел питĕ ир çĕкленет. [...]
САСĂ КĂЛАРАКАННИНЕ КУРАСЧĔ
Виçĕ çулхи Сергей ашшĕ купăс каланине итлеме питĕ юратать. Тепĕр чухне хăй те купăс калас кăмăлпа тӳмисем çине пускаласа, турткаласа пăхать. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
