809-мĕш кăларăм:
![]() ■ 27(809)№, 2009,утă,03 |
ХИСЕПЛĔ ВУЛАКАНĂМĂРСЕМ!
Ырă кун тĕлне пултăр çак тĕлпулу. Пĕлетпĕр, сирĕн хушăрта çак хаçата пуçласа вулама тытăнакансем те пур, мĕншĕн тесен кăçалтан «Сувара» Чăваш, Пушкăрт республикисенче, Ульяновск тата Самар облаçĕсенче çырăнса илме май пулчĕ. [...]
ӲСЕТ, ЧЕЧЕКЛЕНЕТ НУРЛАТ
Хула е район çитлĕхне пĕлес тесен пуçа нумай ватмалла мар, ху куçупа пĕрре пăхни те çитет. Çурт-йĕр тăваççĕ-тĕк – япăх пурăнмасть. [...]
НУРЛАТ ТĂРĂХĔНЧЕ
ПУРНĂÇ ÇĂЛКУÇ ПЕК ТАПАТЬ Тутарстанри ял хутлăхĕсем пурте Нурлат районĕнчи Якуркел ял хутлăхĕ пек пурăнайсан паян пуçа ыраттармалли пĕр ыйту та пулман пулĕччĕ. Тупăш налогне планран çуррине яхăн ирттерсе пурнăçланипе, хăйĕн çурчĕпе тата машинипе кашни ял хутлăхĕ мухтанаять-и? [...]
МĔНПЕ ХИТРЕ ЧĂВАШ УЯВĔ?
Нурлат районĕнче кăçал виççĕмĕш хут чăвашсен «Уявĕ» иртет. Халăхсен культура аталанăвĕшĕн вăл питĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кура ăна тахçанах республика статусне панă. [...]
Ю.ТЕРЕНТЬЕВ «ТĂРĂШСА ĔÇЛЕСЕН НИÇТА ТА ÇĂМĂЛ МАР»
1996 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнчен Нурлат районне Фатих Сибагатуллин ертсе пыма пуçлать. Тепĕр эрнеренех вăл хăй патне «Россия» колхоз председательне Юрий Терентьева чĕнсе илет. [...]
УЯВ: ĂÇТА, ХĂÇАН, МĔНЛЕ?
Авалхи чăвашсен «Уяв» праçникне ТР Культура министерстви пулăшнипе 16 çул каялла çĕнĕрен чĕртнĕ. Тутарстанра вăл Кама леш енчи чăвашсем йышлă пурăнакан районсенче ирттересси йăлара. [...]
КАНМА ПĔЛЕКЕН ĔÇЛЕМЕ ТЕ ПĔЛЕТ
Ĕçлекене тивĕçлĕ тимлĕх уйăрма пĕлниех нурлатсене республикăра тăтăшах малти вырăнсене йышăнма хистет те. Вĕсен ял хуçалăхĕнчи çитĕнĕвне, тĕслĕхрен, юлашки темиçе çул ĕнтĕ республикăра çитекенни çук. [...]
«ТУСЛĂХ» ТУСЛĂХА ÇИРĔПЛЕТЕТ
Нурлат тăрăхĕнче пурăнакан 19 пин чăваш паян та, пĕр ĕмĕр каялли пекех, вырăнти хыпарсене тăван чĕлхепех вулать. Районта тухса тăракан чăвашла куçарăнакан «Туслăх» хаçат вĕсене эрнере икĕ хутчен килет. [...]
КĂПĂКЛАНАТЬ СĂРИ
Чăвашсем авалтан тĕрлĕ майпа сăра вĕретессипе палăрнă. Хальхи вăхăтра ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех-ши? [...]
УЧӲК – 2009
ЛАПРИСЕН САВĂНĂÇĔ СĂРТРА Лапра ларакан Патраклă çыннисем ял çумĕнчи чи çӳллĕ вырăна улăхса ак ĕнтĕ виççĕмĕш хут республика шайĕнче Учӳк ирттереççĕ. Çак, хăнасене пурне те килĕшекен, ытти халăх çыннисене тĕлĕнтерекен, пĕтĕм ял халăхĕпе пухăнса туслăн ирттерекен авалхи йăла Элмет районĕнчи чăвашсене çӳллĕ шая хăпартать, уйрăмах тĕне кĕменнисене. [...]
ТЕЛЕЙ ЧЕЧЕКĔН УЯВĔ
ПӲРКЕЛ+БОЛОНЬЯ=ХĂЯТ Чăваш халăхĕ çак черчен те хитре чечексен асамлă вăйне пĕлсе тăнă, шаннă. Ватăсем каласа панă тăрăх Хăят каçĕ ирччен вăйă каласа çамрăксем Чӳк кӳлли патне çитсе ун йĕри-тавра тăрса юрланă. [...]
ТАРКАНПУÇ
Цивилизаци йĕрĕсем Теччĕ районĕнчи Тарканпуç ялне асфальтлă çул кĕнишĕн ял халăхĕ савăнса пĕтереймест. Унччен яла çырма урлă каçса кĕме çукчĕ. [...]
АСРАН КАЙМИ ТĂВАН ЯЛĂМ – ТУРИ ÇĔНЬЯЛ
Эпĕ Аксу районĕнчи Кивĕ Аксу ялĕнче çуралса ӳснĕ. Çак ялти педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн, 1953 çулта мана Кузнечиха районне (халь Элкел районĕ) ĕçлеме ячĕç. [...]
ÇЕМЬЕ КУНĔПЕ САЛАМЛАТПĂР
Муром кнеçĕ Петр пĕррехинче питĕ хытă чирлесе ӳкет, ăна ахаль хресчен хĕрĕ Феврония сиплесе вилĕмрен çăлса хăварать. Юратса пăрахать çак хĕре кнеç. [...]
СЕРГЕЙ МИРОВ: «ТĔП КАНАЛСЕМ ÇЫНСЕНЕ ПОП-МУЗЫКĂПА МИНРЕТЕÇÇĔ»
«Сотворение мира» фестиваль иккĕмĕш хут Хусанта музыкантсене пуçтарчĕ. Ун пирки халĕ пĕтĕм тĕнче калаçать. [...]
ТАВ СĂМАХĔ
«Сувар» хаçата 2009 çулхи II çур çула çырăнтарас ĕçе хастар хутшăннăшăн мĕн пур почта ĕçченĕсене тав сăмахĕ калас килет. Çак ĕçре редакцие пулăшса пархатарлă ĕç тунăшăн Анатолий Константинович САМАРЕНКИНА, Геннадий Михайловичпа Валерий Михайлович ВОЛОСТНОВСЕНЕ, Николай Ремович АБРУКОВА, Сергей Михайлович МАЛЫШЕВА, Николай Николаевич СЕРГЕЕВА, Константин Валентинович МИНДРЮКОВА, Владимир Петрович БАБАЙКИНА, Александр Валерьевич ШАДРИКОВА, Сергей Витальевич АЛЕКСАНДРОВА, Юрий Владимирович ТЕРЕНТЬЕВА, Аркадий Леонтьевич КЛЕМЕНТЬЕВА, Тимĕр Геннадьевич ТЯПКИНА уйрăм Тав. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ
Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев çĕршыври хоккей сборнăйĕн тренерĕсемпе спорт- cменĕсене тĕнче чемпионатĕнче çĕнтернипе тав туса патшалăх наградисене пачĕ. Сборнăйăн тĕп тренерĕ В. [...]
Анне тата эпĕ
ЛАША ПУЛАССИ ТИХАРАН ПАЛЛĂ-И?
«Ӳссен эсĕ кам пуласшăн?» аслисен пĕчĕкскерсене паракан чи юратнă ыйтăвĕ пулĕ. [...]
Халăх календарĕ
КУН ХЫÇÇĂН КУН
Июль, 4 Хĕвел: тухать – 4.06, анать – 21. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
