803-мĕш кăларăм:
ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ
Раççей Президенчĕн майăн 7-мĕшĕнче тухнă 513 № Указĕпе килĕшӳллĕн «Хусан хули» муниципаллă йĕркеленĕвĕн пуçлăхĕ Ильсур Метшин ĕçри çитĕнӳсемшĕн тата нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Хисеп орденне илме тивĕçнĕ. Наградăна майăн 20-мĕшĕнче Кремльте панă. [...]
ПАЛĂК ЛАРТСА ЧЫСЛАРĔÇ
И.Я.Яковлев чăваш халăхĕшĕн тунă ĕçсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Ăна пулăшаканĕсем те нумай пулнă. [...]
ТУТАРСТАНРА – ПИЛОТЛĂ ПРОЕКТ
Майăн 14-15-мĕшĕсенче ТР Экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министерствинче медицина каяшĕсене çирĕп пăхса тăрас стратегие мала ярас халăхсен хушшинчи конференци иртрĕ. Мероприяти промышленность аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕ (ЮНИДО) пуçарнипе, ТР Правительстви, РФ Çут çанталăк, ТР Экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министерствисем пулăшнипе иртрĕ. [...]
АШШĔ-АМĂШĔ, АЧУНА УПРА!
Пилĕк кун хушшинче, майăн 8-13-мĕшĕсенче, республикăра тăватă ача çул-йĕр çинче транспорт айне пулса вилнĕ. Майăн 8-мĕшĕнче Нурлатра 6 çулти хĕр ача автомобиль айне пулнă. [...]
ТĔП ВЫРĂНТА – ТУРĂ ПАНИ
Преступление уçса парасси ним те мар тесе шутлакансене шантарсах калатăп – йăнăшатăр. Вăр-варлăх, логика шухăшлавĕ, интуици аталанман-тăк, следователь пуласси пирки ан та ĕмĕтлен. [...]
АСЛĂ ÇУЛ ÇИНЧИ ТРЮКАЧСЕМ
«Мускав-Астрахань» федераллă трассăн Грибановскипе Борисоглебски районĕсен территорийĕнче йывăр тиевлĕ фурăсене çаратнипе водительсем аптрасах çитнĕ. Кам тата хăçан хăтланать ку ĕçе – никам та сисмест. [...]
ТĂХĂРЬЯЛ ШĂПЧĂКĔСЕМ
Шăпчăк юрриллĕ çуркунне çитрĕ. Каçăхса кайсах юрлакан вĕçен кайăксен кĕвви кашни çыннăн чĕрине пырса тивет, ырă туйăмсем çуратать, юрлама, савăнма хистет. [...]
ЧĔРТЕСЧĔ ÇАВ ЫРĂ ВĂЙĂСЕНЕ
Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче – çурхи Микула. Ĕлĕк Микула каçĕнче çамрăксен вăййи тытăнатчĕ. [...]
НИКАМ ТА МАНĂÇА ТУХМАН
Çĕнтерӳ пĕр аслă юрă, Пĕр уяв пек пуличчен Тар та юхрĕ, юн та юхрĕ, Пуçĕпе пĕтни миçен!.. Петĕр Хусанкай. «Вăрçă» сăмах ытла та хăрушшăн, сиввĕн илтĕнет: чуна çӳçентерет, кăмăла хуçать, чун-чĕрене ыраттарать, сехрене хăпартать. [...]
ЯЛАНАХ ПИРĔН ЧĔРЕРЕ
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче ирпе тапăнас чух нимĕç офицерĕсемпе салтакĕсене çакăн пек памятка валеçсе панă: «… вырăс çыннисене пурне те вĕлер: салтак-и вăл е хĕрарăм, хĕр ача е арçын ача – хĕрхенсе ан тăр, вĕлер». Авă епле хăрушă тĕллев тытнă Гитлер! [...]
АСАТТЕ ПИРĔНШĔН ТĔСЛĔХ
Эпĕ асаттене астумастăп. Вăл эп çураличчен çĕре кĕнĕ. [...]
Республикăра
РЕСПУБЛИКĂРА
Журналистикăпа масс-медиан «Хрусталь калем» республика конкурсне Тутарстан прессин кунĕнче пĕтĕмлетесси йăлара. Шучĕпе кăçалхи 12-мĕш пулчĕ. [...]
Кӳршĕсенче
КӲРШĔСЕНЧЕ
ЧĂВАШ ЕНРИ Вăрмар районĕнче хĕрсех Республика кунне хатĕрленеççĕ. Аса илтеретпĕр, Республика кунне ирттерес ирĕке çĕнсе илес енĕпе кашни çулхи конкурсра пĕлтĕр Вăрмар районĕ çĕнтернĕччĕ. [...]
Кил-çурт хуçалăхĕ
МАЙ
Майăн 23-мĕшĕ – июль-август уйăхĕнче тата кĕркунне кăна пулакан купăста калчисене лартмалли кун. Чечек калчисене те куçарса лартма вăхăт. [...]
ЧИР ЧАРАТЬ
Хăш-пĕр чухне вĕллери çемье ӳсесси тăруках чарăнать. Ку ĕнтĕ унта уйрăлас туйăм пуçланнинчен мар, урăх сăлтавсенчен килет. [...]
Спорт тата сывă пурнăç йĕрки
ÇĔНТЕРӲ ХАКĔ – СЫВЛĂХ
Çĕнтерӳшĕн, пьедестал çинчи вырăншăн спортсменсем хăйсен сывлăхне пама хатĕр. Вăй çитнинчен ытлашши тренировкăсем, ăмăрту нагрузкисем организмшăн пĕр ахаль иртмеççĕ. [...]
ЭПИР ЧЕМПИОН!
Хоккейĕн тĕнчери чемпионатĕнче Раççей сборнăйĕ çĕнтерӳ тунине нихçан та манас çук. Пирĕн хоккеистсем тĕнчипе те чи пултаруллисем! [...]
Калем
СĂВĂÇ-ФРОНТОВИК
Петр Гаврилов-Меречен хăйĕн юлташĕ, паллă сăвăç Алексей Андриянович Афанасьев 80 çул тултарнă ятпа асăнса çырнă сăвва мана çырупа ярса панăччĕ. Талантлă сăвăç хайлавĕсем чун-чĕрене хускатрĕç. [...]
ÇЫРАВÇĂСЕМ ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ШĂПИШĔН
Чăвашсен чи пирвайхи çыравçин, этнографĕн тата историкĕн Янтуш Çĕпритунĕн 1852 çулта тухнă «Чăваш халăх халапĕсемпе юмахĕсем», 1855 çулта кун çути курнă «Чикме уесĕнчи халăх вăййисем» ятлă кĕнекисенче автор чăваш вăййи-юррисемпе мăнкăмăлланни сисĕнет. «Чăваш эпир пултăмăр» сăввинче те чăваш чĕлхине юратни, унăн шăпишĕн пăшăрханни сисĕнет. [...]
ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ
ĂРĂС – телей. Тĕсл.: Ăрăслă çын пурне те ырă тума тăрăшать тени тĕрĕсех-ши? ĂРКАЙ – кĕркке (форель). [...]
Гороскоп
ЭРНЕЛĔХ 25.05 – 31.05
ТАКА 21.III – 19.IV Çемье ыйтăвĕсем сирĕн пĕтĕм тимлĕхе тытса илĕç. Тăвансен пурнăçне лайăхлатассишĕн çине тăратăр. [...]
Халăх календарĕ
КУН ХЫÇÇĂН КУН
Май, 23 Хĕвел: тухать – 4.18, анать – 21. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
