802-мĕш кăларăм:
![]() ■ 20(802)№, 2009,çу,15 |
ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ
2009 çулхи Тĕнчери хоккей чемпионатĕнче кашни вăйăра çĕнтернĕ Раççей сборнăйĕпе мăнаçланни çинчен пĕлтернĕ çĕршыв Президенчĕ Дмитрий Медведев. Ун сăмахĕ çумне миллионшар хоккей кăмăллакан хушăнаççĕ, паллах. [...]
МАЙĂН 15-МĔШĔ – ÇЕМЬЕ КУНĔ
ÇУЛ ÇИТМЕН АННЕСЕМ Демографи лару-тăрăвĕ пирĕн çĕршывра яланах хумхантарать. Юлашки вун-вун çул ача çуралассинчен абортсен шучĕ чылай пысăк пулнине шута илсен, пушшех те. [...]
НАЧАР ĔÇЛЕКЕНСЕНЕ ТЫТМАСТПĂР
Аксу районĕнчи «Аксу» агрофирмăн Кивĕ Ӳселĕнчи уйрăмĕнче 500 ытларах гектар лаптăк çинче сахăр кăшманĕ акнă. Çанталăк сивĕ тăнипе акана кăшт каярах юлса тухма тивнĕ. [...]
ПАТШАЛĂХ МАШИНА ТУЯНМА ПУЛĂШАТЬ
Процент ставки валли субсиди паракан патшалăх программи тăрăх, Раççей çыннисен, çав шутра тутарстансен те, тинех хаклах мар автомобиль туянма май пур. Çăмăллăх автокредитсене пирĕн республика территорийĕнчи икĕ банк пама тытăннă. [...]
«КАРАВОН» – ХĔВЕЛ УЯВĔ
ТР Президенчĕн Указĕпе килĕшӳллĕн 2009 çулхи майăн 23-мĕшĕнче Лайăш муниципаллă районти Никольское ялĕнче Вырăс фольклорĕн Атăлçи XVII «Каравон» фестивалĕ иртет. Уява Тутарстан Республикинчен, Новосибирск хулинчен, Чулхула, Иваново, Киров облаçĕсенчен, Марий Элтан тата 1-мĕш каналăн Анастасия Заволокина ертсе пыракан «Играй, гармонь» творчествăлла ушкăнĕпе «Эфир» телеканал ертӳçисем Константин Курановпа Анастасия хутшăнĕç. [...]
ЧĂВАШ ÇĂЛТĂРĔСЕМ
РНА академикĕн Геннадий Волковăн «Созвездия земли» ăслăлăх ĕçĕнчен (Малалли. Пуçл. 4, 5, 6, 7 №№) ТĂВАН АНТАРКТИДА Арктикăран Антарктидăна çитме инçе, анчах Арктикăра чăваш полярникĕн йĕрĕсем, Антарктидăра ентешĕн вилтăприйĕ пур... Хĕрĕх çул каялла Челюскин сăмсахĕ çине хĕл каçакансем аннă. Вĕсен хушшинче гидрографсен отрячĕн пуçлăхĕ, Чăваш çĕрĕнчен килнĕ инженер Константин Петров. [...]
ТЫТКĂН ПУСМĂРĔ ВИТĔР
Борис Николаевич Саунин 1921 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче çуралнă. Столбищери вăтам шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн 1935 çулта Хусанти çыхăну техникумне вĕренме кĕрет те 1940 çулта ăна пĕтерет. [...]
КОЛОРАДО НĂРРИНЧЕН МЕЛ
Тутарстанри наукăпа тĕпчев институчĕ колорадо нăррипе кĕрешмелли мел тупнă. Çĕр улмине лартас умĕн вăрлăха ятарлă препаратпа (актара) сапмалла. [...]
Ял хуçалăхĕ
ÇĔР ЮРАТСА ĔÇЛЕНИНЕ КĂМĂЛЛАТЬ
Пăва районĕнчи В.Чернов ячĕллĕ агрофирмăна кĕрекен «Победа», «Правда», «Восход» хуçалăхсем пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлеççĕ. [...]
Кӳршĕсенче
КӲРШĔСЕНЧЕ
ЧĂВАШ ЕНРИ Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ялĕнче пурăнакан Медведевсен çемйи çак кунсенче «Ашшĕ-амăш мухтавĕ» ордена тивĕçнĕ. РФ Президенчĕн Указĕпе парăнакан ордена кăçал Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче пурăнакан 19 çемье тивĕçнĕ, çав шутран пĕри – Чăваш Енрен. [...]
Сывлăх
ÇĔР ТĂВАРĔ
Çăкăр-тăвар таса чунтан Куллен апатра усă куракан тăвар пирки «шурă вилĕм» тесе çӳрекен сăмаха илтмен çын çук пулĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн кардиологĕсем çынна талăкра 3-4 грамм тăвар çини çителĕклĕ теççĕ. [...]
ШĂМĂ ӲСЕТ
Эпĕ 40 те тултарман-ха, манăн вара уран пуç пӳрни çумĕнчи шăмă ӳсме пуçланă. Çынсем илемлĕ, çӳллĕ кĕлеллĕ туфлисемпе çӳреççĕ, манăн тапăчки пек сарлака пушмак тăхăнма тивет. [...]
Çемье
ХĔРЛĔХ КАÇĔ
Качча каякан хĕр туй умĕнхи каçа хĕр тантăшĕсемпе ирттерес йăла авалтанпа пырать. Çак каç хĕр ирĕклĕ пурнăçпа сывпуллашнине пĕлтернĕ. [...]
КĂЛТĂР-КĂЛТĂР Е ЕРИПЕН
Пурнăç мĕн иккенне пурăнса курнă çын кăна калаять. Апла пулин те кашни хăй евĕр шутлать. [...]
«А» ТАТА «Б» ПĔРЛЕШНĔ ĔМĔРЕ
– Эпир Валерипе пĕр-пĕрне палламан тесен те юрать. Вăл пĕр класра вĕреннĕ, эпĕ – тепринче. [...]
ХАМĂР МАР-ТĂК КАМ?
Çие юлнă, ĕçлекен хĕрарăма закон хӳтĕленине манмалла мар. Çак тĕлĕшпе Раççейре ятарлă постановленисем йышăннă. [...]
Калем
ТУТĂХМАН КАЛЕМ
Янкăс юрă мар этем кун-çулĕ, Яш чухне янкарлă ун шăпи. Чĕрере пулсан хăть пĕчĕк çулăм, Пурнăç лавĕ йывăр мар пек пит. [...]
НИКОЛАЙ ЗИМИН СĂВĂСЕМ
Николай ЗИМИН ЧУН-ЧĔРЕ ВУН ÇИЧЧĔРЕ Çирĕмре çиçетчĕ çиçĕм Ӳт-тирте те чĕрере. Пулнине пĕлменччĕ çирĕм Пĕрре çеç çак тĕнчере. [...]
ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ
АÇТАХА – вут çĕлен. Тĕсл.: «Хальхи ача-пăча аçтахана çаврăнса пĕтнĕ ĕнтĕ», – кăмăлсăррăн мăкăртатрĕ кинеми. АТАВРА – таврара. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
