800-мĕш кăларăм:
ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ
Универсиада çывхарнă тĕле Хусанта Шыв спорчĕн тĕсĕсен керменне тата 45 пин çын шăнăçакан футбол стадионне тăвас вырăна çирĕплетнĕ. Çак объектсем ăçта вырнаçассине Тутарстан Президенчĕ Минтимер Шаймиев хăй палăртнă. [...]
ÇУРКУННЕПЕ ТАТА ĔÇ УЯВĔПЕ САЛАМЛАТПĂР!
Пĕтĕм тĕнчери ĕçлекенсен пĕр шухăшлăх кунĕ умĕн Никама пăхăнман профсоюзсен федерацийĕн (ФНПР) председателĕ М.Шмаков тата Профсоюзсен Мускаври федерацийĕн председателĕ М. [...]
АННЕ, МАН ЮРЛАС КИЛЕТ!
Çĕпрел районĕнчи Шемĕршел шкулне фотограф килнĕ. Тĕкĕр умĕнче тирпейленекен хĕр ачасем карета ăшĕнче ларакан пикесем пек е качча каякан хĕр тумĕпе сăнӳкерчĕкĕсене кăларса пама ыйтаççĕ. [...]
ТĔНЧЕ ШАЙНЕ ТУХĂПĂР-И?
Республикăн Çамрăксен эстрада искусствин «Созвездие-Йолдызлык» IX уçă телефестивалĕн гала-концерчĕ апрелĕн 27-мĕшĕнче «Пирамида» культурăпа кану комплексĕнче пулчĕ. Çамрăксен пултарулăхне аталантарма пысăк тимлĕх уйăрса ТР Президенчĕ М. [...]
ПУЛТАРАТЬ
Кашни ял илемлĕ те сăпайлă, маттур та пултаруллă çынсемпе пуян. Вĕсен шухăш-кăмăлĕпе паллашсан, ĕçне-хĕлне курсан ял пĕтменнине туятăн. [...]
МУЗЫКА – ÇУТĂ – ШЕДЕВР
ТР Наци музейĕнче иртнĕ эрнере çĕнĕ искусство куравĕ уçăлчĕ. Унăн ячĕ те «Новое искусство на рубеже тысячелетий». [...]
ВЕТЕРАНСЕНЕ ЧЫС ТА ХИСЕП
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа кăçал 64 çул çитет. Пурнăçа хĕрхенмесĕр пĕтĕм халăх, пулас ăрусем валли ирĕклĕх çĕнсе илнĕ ветерансен речĕ, шел те, çулран-çул сайралать. [...]
ЧНКА ХЫПАРĔСЕМ
ПУХУ ĂНĂÇЛĂ ИРТНĔ Кашни çул чăвашсен наципе культура центрĕсем отчетпа суйлав конференцийĕсем ирттереççĕ. Апрелĕн 26-мĕшĕнче Анат Камăра та пуху пулчĕ. [...]
ЧĂН-ЧĂН ЧĂВАШ
Анат Кама хулинче тăрăшуллă чăвашсем сахал мар. Пурин çинчен те çырас пулсан хут та çитерес çук. [...]
Ял хуçалăхĕ
ĔÇ ВĔРЕСЕ ТĂРАТЬ
«ВАМИН-Аксу» агрофирмăн Мереченти филиалĕн машина-трактор паркне пынă вăхăтра кунти çичĕ механизатор хĕрсе ĕçлетчĕ. Ял хуçалăх агрегачĕсене юсаса пĕтеретчĕç вĕсем. [...]
Калем
КĔНЕКЕ ПИРĔНПЕХ ЮЛАТЬ
Январь вĕçĕнче Шупашкарта Чăваш пичечĕн кунне паллă турĕç. «Чувашия» издательствăра журналистикăн ветеранĕсем, хулапа районсенчи, республикăри хаçатсемпе журналсен чаплă ĕçченĕсем пуçтарăнчĕç. [...]
Шăнкăрав
УМРА ЭКЗАМЕНСЕМ
Вĕренӳ çулĕ вĕçленсе, экзаменсем вара çывхарса пыраççĕ. I, IX, XI (XII) классен урокĕсем майăн 25-мĕшĕнче, II–VIII, X классенче майăн 31-мĕшĕнче вĕçленеççĕ. [...]
ШКУЛА КАЙМА КАШНИН ИРĔК ПУР
Иртнĕ эрнере «Татмедиа» агентствăра ТР вĕрентӳпе наука министрĕн пĕрремĕш çумĕ Данил Мустафин журналистсемпе тĕл пулчĕ. Калаçу ачасене пĕрремĕш класа вĕренме илесси пирки пычĕ. [...]
МАЛАШЛĂХА ÇУЛ ХЫВАÇÇĔ
– Тен, паян сиртен нумайăшĕ çĕнтерӳçĕ пулаймĕ-тĕр, çапах пуçа усма кирлĕ мар, çак турнир малашнехи çитĕнӳсен никĕсĕ пуласса шанатăп, – терĕ Аслă Аксу ялĕнче РФ çутĕç отличникĕ В.П.Лухманов ячĕпе иртекен регионсем хушшинчи ирĕклĕ кĕрешӳ ăмăртăвне хутшăнакансене Çĕпрел муниципаллă район пуçлăхĕн çумĕ А.Ф.Залялов. – «Хисеп Палли» орден кавалерĕ В. [...]
ЭКСКУРСОВОДА ШКУЛТАХ ВĔРЕНТЕÇÇĔ
Кашни шкулта тенĕ пек музей валли пĕрер пӳлĕм уйăрса параççĕ. Апас районĕнчи Черккĕн шкулĕнче те питĕ чаплă таврапĕлӳ музейĕ пур. [...]
ТĔСЛĔХ КĂТАРТАКАНСЕМ
Юрă-ташă – чун уççи тесе ахальтен каламан-тăр çав. Чăн та, йывăр ĕç хыççăн, кăмăл хуçăлнă вăхăтра юрă чуна çĕклентерсе ярать, хуйхă та таçта вĕçсе каять. [...]
АЧАСЕМ ПУР-ТĂК – ЯЛ ПĔТМЕСТ
Инфраструктура çулран çул лайăхланать пулин те çамрăксем яла юласшăнах мар. Вĕсене те ăнланмалла: ĕç çук. [...]
ТИСКЕР ЧĔРЧУНСЕМ ÇĔНТЕРЧĔÇ
Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Пăва районĕнчи Пӳркелĕнчи Культура çуртĕнче ача-пăча сасси урамах шавлăн илтĕнсе тăчĕ. Кунта Кивĕ Пăрăнтăкпа Пӳркел ялĕсенче пуçламăш классенче вĕренекенсем «Джунгли чĕнет» ятлă ăмăртура тупăшрĕç. [...]
ХАЛАП ХАПХА ТĂРРИНЧЕ...
Шкул ачисемпе çамрăксен тата вĕрентекенсен хушшинчи интернет-конкурсăн положенийĕ I. Тĕп тĕллевсем «Халап хапха тăрринче…» интернет-конкурса ачасемпе çамрăксене тата чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕрентекенсене тăван ене, унăн культурипе историне, юмах-халапне тĕпчес, литература пултарулăхне аталантарас, тăван халăхăн, тăван ял-хулан, тăван тавралăхăн чи кăсăк енĕсене илемлĕ литература мелĕсемпе уçса пама хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ. [...]
Гороскоп
ЭРНЕЛĔХ 04.05 – 10.05
ТАКА 21.III – 19. IV Çак эрнере Такасен хирĕçӳсем нумай пулĕç. Апла пулин те, чăрмавсене пăхмасăр шутласа хунисене пурнăçлаятăр, тавлашусенчен те çĕнтерӳçĕ пулса тухăр. [...]
Халăх календарĕ
КУН ХЫÇÇĂН КУН
Май, 2 Хĕвел: тухать – 4.58, анать – 20. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
