Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

794-мĕш кăларăм:

VII АСЛĂ ПУХУ

Мартăн 19-21-мĕшĕсенче Шупашкарта Чăваш Наци Конгресĕ Аслă Пуху ирттерет. Мартăн 19-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕнче чикĕ леш енчи тата Раççей Федерацийĕнчи чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕсен ертӳçисен «Çавра сĕтелĕ» иртет. [...]

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

РФ Премьер-министрĕ Владимир Путин Правительствăн 2009 çулта регионсене Федераци бюджетĕнчен субсидисем парасси çинчен калакан постановленине алă пусрĕ. Ăна медицина оборудованийĕсем илме тата çул çинче инкеке лекнисене пулăшма автотранспортпа тивĕçтерме уйăраççĕ. [...]

ĔÇ ПАРАКАНПА КУÇА-КУÇĂН

ĔÇ ПАРАКАНПА КУÇА-КУÇĂНТĕнчере кризис пуçланнăранпа ĕçсĕр тăрса юлнисен шучĕ кунран кун ӳсни çинчен эпир пурте пĕлетпĕр, çакă обществăра куляну, тарăху туйăмĕсем çуратать. Ĕçсĕр тăрса юлнă çынна тусĕсемпе тăванĕсем шеллени пулăшаймĕ, чăннипех пулăшса тĕрев парасси вара… Хусанта пурăнакансене хулари ĕçпе тивĕçтерекен центрсем пулăшма тăрăшаççĕ. [...]

ХУТ ÇИНЧЕ КРИЗИС ÇУК!

Социаллă экономика кăтартăвĕсене пăхсан Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче Тутарстан вăтам вырăн йышăнать. Хăш-пĕр кăтартупа малти вырăна тухма та пултарайнă. [...]

ХАКĔ УЛШĂНМАСТЬ

Иртнĕ эрнекун массăллă коммуникацисен «Татмедиа» агентствинче ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕн ĕç тăвакан директорĕ Т.М.Абдуллин пресс-конференци ирттерчĕ. Тĕп тема социаллă ипотека программи кăçал еплерех аталанасси пулчĕ. [...]

ÇИРĔП ЗАКОНСĂР ЙĔРКЕ ÇУК

Экономикăри преступленисемпе кĕрешекен служба Раççейре йĕркеленнĕренпе март уйăхĕн 16-мĕшĕнче 72 çул çитрĕ. Çак вăхăтра миçе преступление шута илмен-ши вăл? [...]

СЫВЛĂХ ХУРАЛĔНЧЕ МĔНЛЕ ÇĔНĔЛĔХСЕМ?

Республикăри сывлăх сыхлав учрежденийĕсем 2008 çулта ТР Президенчĕпе Правительстви лартнă задачăна – халăх сывлăхĕн пахалăхне ӳстерессине – пурнăçлама тăрăшнă. ТР Сывлăх сыхлав министерстви хĕрарăм ача çуратма пултараслăх çине питĕ пысăк тимлĕх уйăрать. [...]

«ÇУЛТАЛĂК ВĔРЕНТЕКЕННЕ» – АВТОМОБИЛЬ!

«ÇУЛТАЛĂК ВĔРЕНТЕКЕННЕ» – АВТОМОБИЛЬ! Иртнĕ эрнекун, мартăн 13-мĕшĕнче, Хусанти «Пирамида» культурăпа кану комплексĕнче «Тутарстан Республикин çулталăк вĕрентекенĕ – 2009» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Мартăн 10-12-мĕшĕсенче иртнĕ конкурсра кăçал республикăри 44 хулапа районтан 53 педагог чи лайăх вĕрентекен ятне илес тесе тупăшрĕ. [...]

УНТАКШĂРАН РИГА ТАРАН ЧĂВАШ САССИЙĔ КАЙĔ ЯН!

УНТАКШĂРАН РИГА ТАРАН ЧĂВАШ САССИЙĔ КАЙĔ ЯН!Интернет-интервью Çĕр çинче чăваш ура ярса пусман, пурăнман вырăн пур-ши? Çук тесе калама иккĕленетĕп. [...]

ЧĂВАШ ÇĂЛТĂРĔСЕМ

РНА академикĕн Геннадий Волковăн «Созвездия земли» ăслăлăх ĕçĕнчен (Малалли. Пуçл. 4-7 №№) Чăваш. Çак сăмаха илтсен чĕре ыратса каять. [...]

ТАМĂК ХУРАНĔНЧИ ПАТТĂРЛĂХ

«Моабит тетрачĕ» сăвăсен ярăмĕн авторĕ, тутар халăх поэчĕ Муса Джалиль, Михаил Девятаев летчик (нимĕç самолетне хускатса тарнă) тыткăнра паттăрлăх кăтартнăшăн Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ. Пирĕн чăваш халăхĕ хушшинче те ун пек çынсем сахал мар. [...]

АВТАН ТА ÇĂМАРТА ТУМА ТЫТĂНЧĔ

Шӳт Пĕрре автобус чарăнăвĕнче икĕ çын тавлашнине илтме тӳрĕ килчĕ. – Автан çăмарта тума пултарать, – тет пĕри. [...]

ТĔЛĔНМЕЛЛЕ ВĂРĂ

Эпир, виçĕ милици сотрудникĕ тата йытă, машинăпа хамăр маршрутпа хула тăрăх пыратпăр. Пирĕн тĕп ĕç – лавккасенчи, çыхăну уйрăмĕсенчи, перекет кассисенчи. [...]

ПĂВАСЕМ КАЛЛЕХ ПĔРРЕМĔШ

Мартăн 3-мĕшĕнче Пăвара ятарлă вăтам пĕлӳ паракан учрежденисен – ял хуçалăх техникумĕнче вĕренекен студентсен VIII хĕллехи спорт вăййисем иртрĕç. Унта Пăвари ветеринари, Хусанти механикăпа техника, Лайăшри, Мензелинскри, Теччĕри, Чистайри ял хуçалăх техникумĕсем хутшăнчĕç. [...]

Ял хуçалăхĕ

ÇУР АКИ НИМЕ ПĂХМАСĂР ИРТМЕЛЛЕ

Правительство пулăшнипе (юлашки 3-4 çулта 100 миллиард тенке яхăн укçа хывнă) Тутарстанри ял хуçалăхĕ çулран çул вăй илсе пычĕ. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр пĕтĕмпе 124 миллион тенкĕлĕх чĕр тавар туса илнĕ. [...]

Республикăра

РЕСПУБЛИКĂРА

Март уйăхĕн вĕçĕнче, апрель пуçламăшĕнче республикăн кашни районĕнче ял хуçалăхĕсем хушшинче конкурс иртет. Уйрăмах çур акине техникăна мĕнле хатĕрленине, вăрлăхпа ядохимикатсем пуррипе çуккине пăхĕç. [...]

Кӳршĕсенче

КӲРШĔСЕНЧЕ

ЧĂВАШ ЕНРИ Улатăр хулинчи Турă Амăшĕн Иверски турăшĕн храмĕн пачăшки Василий атте çак кунсенче икĕ уйăхри Даниэле шыва кĕртнĕ. Шыва кĕртес йăла-йĕркене священник икĕ чĕлхепе – вырăсла тата французла – ирттернĕ. [...]

Чĕлхе пуянлăхĕ

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

ЫР- I – ывăнма. Тĕсл.: Инçе çултан ырса килнĕ хыççăн выртса канчĕ. ЫР- II / ЫРА – шăтăк, шăтăк тума. [...]

Кил-çурт хуçалăхĕ

УТАРÇĂСЕМ ВАЛЛИ

ÇУРКУННЕ – ЧĔРĔЛӲ ТАПХĂРĔ Çулталăкри вăхăт тата ӳсен-тăран тĕнчи улшăннине кура, хурт-хăмăр çемйи пĕр çулталăк хушшинче улшăнать. Хĕллехи вăхăтра çемье пурнăçĕ лăпланать. [...]

АЛОЭ

Вăл сайра-хутра çеç чечек çурать. Ахальтен мар ăна «столетник» теççĕ. [...]

Спорт тата сывă пурнăç йĕрки

«АК БАРС» – МАЛАЛЛА!

Чĕрĕк финалăн пиллĕкмĕш матчĕ Раççей хоккейĕн историне плей-офф тĕслĕхĕ пек кĕрсе юлать. Мĕншĕн тесен кун пек вăйă çĕр çула пĕрре пулать. [...]

ДОПИНГ СĔНЕКЕНСЕНЕ АЙĂПЛАМА ПУÇЛАÇÇĔ

Допинг ĕçнĕ тесе миçе спортсмена медальсĕр хăварман-ши? Тĕнче чемпионачĕсемпе олимпиадăсенче мĕншĕн-тĕр ытларах Раççей спортсменĕсене айăплаççĕ. [...]

ÇĔНĔ ПАСПОРТ ПУЛАТЬ

Çĕнĕ паспорт пулать РФ Патшалăх Думи 2006 çултах «Физически культура тата спорт çинчен» закона спорт паспорчĕпе çыхăннă улшăнăва кĕртнĕччĕ. Ку закон проекчĕпе килĕшӳллĕн, спорт паспорчĕ Раççейĕн кашни спортсменĕн пулмалла. [...]

Калем

МАРТĂН 21-МĔШĔ – ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ ПОЭЗИ КУНĔ

Владимир ЛЕВУКОВ ЮРАТАТĂН ПУЛСАН КĔВĔÇМЕ АН ХĂЙСАМ Мĕн пулать-ши хăш чух пирĕнпе – Кĕвĕçӳ тупăнать пуç тĕлне, Тытăнать кăшлама шĕкĕ пек Йăкăртса пĕр-пĕрин чун мулне.   Кĕвĕçмен арăм çук тĕнчере Тенĕ-ха ĕлĕкрен ваттисем. [...]

ЯЛТĂРМА

…пур шухăша пĕрле те шухăшласан, ик куçăмран та куççуль, ай, тан юхать. Чăваш халăх юрринчен. [...]

Гороскоп

ЭРНЕЛĔХ 23.03 – 29.03

ТАКА 21.III – 19. IV Сирĕн ăнăçу çăлтăрĕ пĕтĕм тавралăха çутатмалла йăлтăртатать, чи хăюллă пуçарусене тытăнма пултаратăр. Анчах хăвăр идейăсене пурнăçлассишĕн кĕрешмелле пулать. [...]

Халăх календарĕ

КУН ХЫÇÇĂН КУН

Март, 21 Хĕвел: тухать – 5.44, анать – 17. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 795(13)№ пичĕ
■ 13(795)№, 2009, пуш, 27
«Сувар» хаçатăн 793(11)№ пичĕ
■ 11(793)№, 2009, пуш, 13