783-мĕш кăларăм:
ĔМĔТСЕМ ПЫСĂК. ПУРНĂÇЛАНЧЧĂРАХ!
Чи малтан мĕн пур «Сувар» вулаканĕсене Çĕнĕ 2009 çулпа чун-чĕререн саламлас килет. Сире çак хаçата суйласа илнĕшĕн пысăк тав! [...]
КĔСКЕН
«Обществăлла шухăш» фонд пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Раççей çыннисем «Çулталăк çынни» тесе Владимир Путина палăртнă. Социологсен «Раççей политикĕсенчен, обществăлла ĕçченсенчен кама эсир 2008 çул çынни теме пултаратăр? [...]
Фарид МУХАМЕТШИН: «ÇĔНĔ ÇУЛТА ТА ЫРМИ-КАНМИ ĔÇЛĔП»
ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Фарид Мухаметшин республика парламентĕнче вĕçленсе пыракан çулта журналистсемпе юлашки пресс-конференци ирттерчĕ. Пурте юратакан Çĕнĕ çул уявĕ çывхарса çитни тĕлпулăва самаях çемçетрĕ. [...]
ПРЕДПРИЯТИСЕМПЕ ĔÇ КОЛЛЕКТИВĔСЕНЕ УПРАСА ХĂВАРАСШĂН
Йăлана кĕнĕ тăрăх декабрь вĕçĕнче ТР Премьер-министрĕ Р.Минниханов ТР Министрсен Кабинетĕнче журналистсемпе тĕл пулса иртсе каякан çула пĕтĕмлетрĕ. [...]
ТР Чăваш наципе культура автономийĕ чăваш вĕрентӳ учрежденийĕсене грантсем уйăрасси çинчен
1. Йышăну 1.1. Гранта Тутарстан Республикинче чăваш чĕлхипе культурине упраса хăварса аталантарас тата чăваш шкулĕсен администрацийĕсен пуçарăвĕсене пурнăçланма пулăшас тĕллевпе (çав шутра творчество ертӳçисемпе вĕренекенсене те) палăртнă. 1.2. ТР Чăваш наципе культура автономийĕн гранчĕ конкурс мелĕпе вылянать. 1.3. Конкурса чăваш чĕлхине, культурине аталантарма пултаракан проектсене йышăнаççĕ. 2. Конкурс условийĕсем 2.2. Грант илме конкурса пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул ачисен ушкăнĕ (творчество ертӳçипе пĕрле) хутшăнма пултарать. 2.3. Грант илес текенсем çӳлерех асăннă тĕллевсене тĕпе хурса хăйсен проекчĕсене пурнăçлас шутпа заявкăсем памалла. 2.4. Конкурса ярса панă материалсене, рецензисене тавăрса памаççĕ. 3. Конкурс иртесси 3.1. 15.01.2009 заявкăсене йышăнма пуçлаççĕ. 15.02.2009 заявкăсене йышăнасси вĕçленет. Пĕтĕмлетӳсем вĕренӳ отличникĕсен слетĕнче паллă пулаççĕ. [...]
КӲРШĔ ТĂВАНРАН ТА ÇЫВĂХ
Кӳршĕсемпе эпир питĕ туслă пурăнатпăр. Тăвансем аякра, кӳршĕ çывăх. [...]
ГОРОСКОП – 2009
ТАКА 21.III – 19.IV Сирĕнтен Вăкăр çулĕ хастарлăх, харсăрлăх кăтартасса кĕтет. Темĕнле лăпкă та, мăраннисем те кăçал йăрăланаççĕ. [...]
Республикăра
РЕСПУБЛИКĂРА
СПАС. ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин декабрĕн 29-мĕшĕнче районта ĕçлĕ визитпа пулса Пăлхар хулинчи 2-мĕш номерлĕ шкула уçнă. [...]
Кӳршĕсенче
КӲРШĔСЕНЧЕ
ЧĂВАШ ЕН. Çак кунсенче ЧР Правительствинче 2009 çулта Республика кунне еплерех ирттересси çинчен калаçнă. [...]
Этем тата закон
«КАЙРĔ ТЕ... ТАВРĂНМАРĔ»
«Тухса кайрĕ те таврăнмарĕ...» Çынсем çухални çинчен çырнă заявленисем шăпах çак сăмахсенчен пуçланаççĕ те нумай чухне. Çухалнă çынна тупас тесе ирттернĕ мероприятисем пур чухне те кĕтнĕ пек вĕçленмеççĕ. [...]
Сетнер
АÇА-АРÇЫН ÇУЛĔ
– Чи юратнă çыннăм эсĕ манăн! – Мĕнле «юратнă çын» пулам, айккине чупатăн-тăк? [...]
КĂМĂЛНЕ КАЯС ТЕСЕН
Арçын хĕрарăм кăмăлне каясси пĕчĕк япаласенчен килет. Çавăнпа та хăш-пĕр канашсем ку ĕçре усăллă пулĕç тесе шутлатпăр. [...]
САХĂР САХАЛРАХ ÇИМЕЛЛЕ
32 шăл пурнăç ирттерме сахалрах. Арçынсен вĕсем ахаль те хăвăрт чакаççĕ. [...]
Çемье
АННЕ – КИЛ ĂШШИ, АТТЕ – ТĔРЕКĔ
«Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Çемье пурнăçĕ тĕлĕшĕпе ваттисем каланă сăмаха чăваш халăхĕ ялан та хытă тытса тăнă. [...]
АККА САВĂНĂÇĔ, ТЕЛЕЙĔ
Акка Валентина Васильевна кӳршĕ Савгачево ялне (Аксу районĕ) качча тухнă. Унта вăл вăтăр çул ытла хăй юратнă ĕçре тăрăшать – пуçламăш класс ачисене вĕрентет. [...]
ПРОБИРКĂРАН 450 АЧА
Раççейри, çав шутра Тутарстанри те, çемьесенчен 17-20 проценчĕ ача çуратаймасть. Сывлăх сыхлавĕн тĕнчери организацийĕн стандарчĕ тăрăх, ку кăтарту 15 процент пулсан патшалăхăн чан çапмалла. [...]
Чăвашăн сумлă çыннисем
ЫРĂ ĔÇĔН ЧИККИ ÇУК
Тĕлĕнмелле çын вăл – Наратлăра (Пĕкĕлме районĕ) çуралса ӳснĕ Сергей Михайлович Малышев. Чăваш ачи пурнăç çулне хăй тĕллĕн уçса пынă, атте-анне пулăшасса кĕтсе тăман. [...]
Шăнкăрав
ВĂЛ ПИРĔН ТĔРЕК
«Пурнăçра хăй вырăнне тупнă»,– теççĕ ĕçе чунтан юратса, парăнса ĕçлекенсем пирки. Çырчаллинчи чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ, хулари 43 номерлĕ шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекен Р. [...]
ОЛИМПИАДА
Çак кунсенче ТР Вĕрентӳпе наука министерстви Хусанта чăваш чĕлхипе тата литературипе иртнĕ олимпиада пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Ял шкулĕсем хушшинче малти вырăна кăçал Çĕпрел районĕ тухнă, иккĕмĕш вырăна – Апас районĕ, виççĕмĕш вырăна – Элкел районĕ. [...]
ЙĔРКЕНЕ СЫХЛАКАНСЕМ
Вунă çул каялла Тутарстанра обществăлла йĕркене сыхлассипе «Форпост» центр уçăлчĕ. Ăна çамрăксем хушшинче йĕркене сыхлассин юхăмне аталантарма, шкул ачисемпе çамрăксене йĕркене пăсассинчен пăрма, çапкаланса çӳрессипе тата наркомание хирĕç кĕрешме йĕркеленĕ. [...]
ПĔРРЕМĔШ ÇĔНТЕРӲСЕМ
Республикăра олимпиадăн пĕрремĕш тапхăрĕ пырать, ăна ирттермесĕр пĕр район та юлмасть. Шкул ачисемпе вĕрентекенсемшĕн вăл чи хĕрӳ вăхăт. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
