776-мĕш кăларăм:
ХИСЕПЛĔ ĔÇТЕШСЕМ!
Эсир, «Сувар» хаçатра вăй хуракансем, 15 çул ĕнтĕ Тутарстан Республикинчи чăвашлăх тĕнчин историне тĕпчетĕр, çыратăр, вулакансем патне илсе çитеретĕр. «Сувар» – чăвашсен республика шайĕнчи пĕртен-пĕр хаçачĕ, информаци çăлкуçĕ. [...]
КĔСКЕН
Мăсăльмансен массăлла хыпар хатĕрĕсен II фестивалĕн журналистсен конкурсĕнче Хусан хулин мэрĕ Ильсур Метшин «Хусан – Раççей мăсăльманĕсен центрĕ» ятарлă номинаци палăртнă. Тутарстанăн тĕп хулинче ислам тата мăсăльмансен çутĕçĕ аталанса пынине лайăх çутатса панă журналиста мэртан ятарлă парне пулать. [...]
ПЕРЕКЕТ ÇУЛĔ ÇИНЕ ТĂРАТПĂР
Хусанти С.Сайдашев ячĕллĕ концерт залĕнче ТР Патшалăх Канашĕн 42-мĕш ларăвĕ иртрĕ, унта ТР Президенчĕ Минтимер Шаймиев республика парламентне хăйĕн Посланине вуласа пачĕ. [...]
УЛТĂ ТАТА ПИЛĔК ÇУЛЛĂХА
Иртнĕ эрнере РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев Федераллă Пухăва чĕнсе каларĕ. Хăйĕн пĕрремĕш Посланийĕнче вăл чăннипех те революцилле улшăнусем тума сĕнет. [...]
ЖУРНАЛИСТСЕМ ПРОФЕССИНЕ УЛĂШТАРАÇÇĔ
ХАМ МИЛИЦИОНЕР ПУЛСА ТĂНИ ÇИНЧЕН «Журналистсем профессине улăштараççĕ» – çапларах акци ирттерчĕ ТР ШĔМĕ октябрĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 7-мĕшĕччен. Çак тапхăрта Тутарстанри массăлла хыпар хатĕрĕсен корреспонденчĕсем пĕр кунлăха та пулин милици сотрудникне «çаврăнса» вĕсен ĕçне лайăх туйрĕç. [...]
ПĔР КУН УЧАСТКОВĂЙРА
Те ялта ӳснĕрен, халĕ те-ха милиционер тесен куç умне хамăр ялти участковăй тухать. Ача чух унран пысăкрах, вăйлăрах çын та çук пек туйăнатчĕ. [...]
100 ÇУЛХИ ШКУЛ
Паянхи кун Тутарстанри вĕрентӳ тытăмĕнче пĕр миллиона яхăн çын ĕçлет, ку вăл пирĕн республика халăхĕн тăваттăмĕш пайĕ. Çĕршыври хăвăрт иртекен улшăнусен вăхăтĕнче, çĕнĕ экономика лару-тăрăвĕнче халăх вĕрентĕвĕн задачисене пурнăçлакан ялти шкулăн вырăнĕ паянхи кун калама çук пысăк. [...]
ТАШЛА МАНПА
НОВЕЛЛА Вĕçĕ. Пуçл. 41, 43-45 №№). Унтан Вовка пĕччен «Барыня» ташша кăтартрĕ. [...]
ЮБИЛЕЙ
ЧУНĔПЕ ВĂЛ ЯЛАНАХ ЕНТЕШСЕМПЕ Ноябрĕн 9-мĕшĕнче чăваш халăхĕн пултаруллă ывăлĕ Анатолий Константинович Самаренкин 70 çул тултарчĕ. Ăна хамăр хаçатра чыслама унăн витĕмлĕ ĕçĕсем хушаççĕ. [...]
ХРЕСЧЕН ĔÇ-ХĔЛĔ
КАНТĂР – КАЛАМА КĂНА ÇĂМĂЛ Ĕлĕк чăваш хресченĕн пурнăçĕ çăмăл пулман. Мĕнпур ĕçе вăл алă вĕççĕн тунă. [...]
ШУЙТТАН МĂЙРАКИ ШӲРПИ
Афонькăпа Пахомка тĕнче çути курни вăтăр çула та çывхарать. Кӳршĕсем пĕр хĕр хыççăн ăмăртса чупнăранпах ĕçре те ăмăртма пăрахмаççĕ. [...]
Кӳршĕсенче
КӲРШĔСЕНЧЕ
САРАТОВ ОБЛАÇĔНЧЕ çар çыннисемпе чернобылецсене хваттерпе тивĕçтерес программа пурнăçа кĕрсе пырать. Федерацин 2002 – 2010 çулсене йышăннă «Çурт-йĕр» тĕллевлĕ программин «Федераллă законодательство çирĕплетнĕ граждансен категорине çурт-йĕрпе тивĕçтерес патшалăх обязательствисене пурнăçласси çинчен» подпрограммине пурнăçлама 2008 çулта Саратов облаçне 106 миллион та 508,2 пин тенкĕ уйăрнă. [...]
Чĕлхе пуянлăхĕ
ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ
ХАВХА – сас-хура; савăнăç. Тĕсл.: Петĕр салтака каясси пирки хавха тухрĕ. Хушса укçа тӳлессине пĕлсен рабочисем хавхаланса ĕçлеме пуçларĕç. [...]
Çемье
ÇУЛТАЛĂКĔПЕХ ТУЙРА
Ытти çынсемпе танлаштарсан, вĕсем çулталăкĕпех туйра. «Тăванĕсем çав териех нумай-ши кусен? [...]
Калем
ВИЛĔМЕ ХĂЙСЕМ ЧĔНМЕÇÇĔ ХУРÇĂ ШАНЧĂКЛĂ ÇЫНСЕМ
Публицистикăлла шухăшлав Пурнăçра кашни хăна çав, Шăпине кура çынна Тепĕр чух мĕскер кăна-ши Кăтартмасть çак самана? * * * Революци кĕр кĕрлерĕ Аслати пек сасăпа, Кашнинех куçран хистерĕ: – Эй, кала-ха, эс кампа? [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
