758-мĕш кăларăм:
ПРЕЗИДЕНТ АКСУРА
Июлĕн 9-мĕшĕнче Аксура «Республикăри ял хуçалăх тавар производителĕсен кăçалхи пĕрремĕш çур çуллăхри ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тата 2008 çулхи вырма тĕллевĕсем çинчен» семинар-канашлу иртнĕ, ун ĕçне ТР Президенчĕ Минтимер Шаймиев, Премьер-министр Рустам Минниханов, министрсем, муниципаллă районсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен ертӳçисем тата ыттисем хутшăннă. Районти хуçалăхсенчи механизаторсемпе тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсемпе тĕл пулнă май республика пуçлăхĕ çывăх вăхăтра сĕт туянмалли хаксене литршăн 8 тенкĕ таран ӳстересси çинчен каланă. [...]
ИККĔМĔШ ХУТ РАÇÇЕЙ ШАЙĔНЧЕ
Кăçалхи Уявра çын нумайччĕ: хутшăнакансем кăна 1300 ытла çын – Самар, Чĕмпĕр тăрăхĕсенчен фольклор ушкăнĕсем йышлăн килнĕ, Пенза чăвашĕсем те пур, мускавсем те. Анаткăтратасем чĕртсе янă Кама леш енчи чăвашсен йăли çулсерен анлăланса пырать. [...]
ВĂЙĂ КАРТИ ТĔРĔ ТĔРЛЕРĔ
Чăваш культурин Пĕтĕм Раççейри II Уявне ирттерме Турри те пилленĕ тейĕнех çав. Темиçе кун çине-çинех лӳшкекен çумăра чарса июлĕн 5- мĕшĕнче тӳпере хĕртсе хĕвел пăхрĕ. [...]
МАРГАРИТА — «УЯВ ПИКИ»
Ĕлĕк-авал Уявра каччăсем хăйсем валли хĕр суйланă теççĕ. Нурлат тăрăхĕнчи яшсем кăçал та çывăрмарĕç пуль тетĕп. [...]
ÇКХ РЕФОРМИ ÇИНЧЕН МĔН ПĔЛМЕЛЛЕ?
ÇКХра реформа ирттерме пулăшакан фондран пирĕн республика çуртсене юсама тăватă çул хушшинче 6 миллиард та 650 миллион тенкĕ илмелле. Республика, вырăнти тата халăх укçи-тенкипе пĕрле пурĕ 17 миллиард тенкĕ каймалла асăннă программăна пурнăçлама. [...]
ПĔРИСЕН ĔÇ ÇУК, ТЕПРИСЕН ЧИКĔ ÇУК
Июлĕн 7-мĕшĕнче ТР Министрсен Кабинетĕнче Президиум ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркине виçĕ ыйту кĕчĕ. [...]
НАРКОТИКСЕНЕ — ÇУК!
Июлĕн 2-мĕшĕнче Хусанти Бауман урамĕнче «Рок наркотиксене хирĕç» акци иртрĕ. Мероприятие Вахитов районĕн администрацийĕ йĕркелерĕ. [...]
ЧУЛХУЛАРА — ПĂВАСЕН АКАТУЙĔ
Чăн-чăн вырăс хули варринче пăвасем июлĕн 5-мĕшĕнче Акатуй ирттерсе таврăнчĕç. Чулхула облаçĕнчи çĕршер тĕрлĕ наци халăхĕ хушшинче 2 проценчĕ кăна тутар. [...]
«МЕТRO ВĔРЕНТӲ» ПРОЕКТ — ХУСАНТА
Тĕнчери чи пысăк МЕТRO Group суту-илӳ компанийĕн (Германи) çамрăксем валли хатĕрленĕ çĕнĕ «Metro вĕрентӳ» программипе вĕреннĕ Хусанти суту-илӳпе экономика техникумĕн пирвайхи студенчĕсем июлĕн 3-мĕшĕнче диплом илчĕç. Ун умĕн МЕТRO Group компанин персонала аталантаракан уйрăмĕн председателĕ Жан-Пьер Шнойли, техникумăн директорĕ А. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
КĔСКЕН
Пĕтĕм тĕнчери студент спорчĕн федерацийĕнчен (FISU) ТР Премьер-министрĕ Рустам Минниханов ячĕпе Тав çырăвĕ килнĕ. Çырура FISU генеральнăй секретарĕ Эрик Сайнтронд ТР Правительствин пуçлăхне тата мĕнпур Тутарстан командине 2013 çулта Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиадăна Хусанта ирттерес ирĕке çĕнсе илнĕ ятпа саламланă. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
