755-мĕш кăларăм:
ПРЕЗИДЕНТ ТАВĔ
Тутарпа чăваш халăхĕ авалтан пĕр-пĕринпе туслă пурăннă. Çыравçăсем те кӳршĕри ĕçтешĕсен хайлавĕсене пĕр-пĕрин чĕлхине куçарасси çĕнĕ йăла мар. [...]
ÇЫРĂНСА ĔЛКĔР!
2008 çулăн иккĕмĕш çур çуллăхĕнче хаçат-журнал илсе тăма пуçарнă çырăнтару кампанийĕ малаллах пырать. Июнĕн 18-мĕшĕ тĕлне республикăра 4182 çын «Сувар» çырăннă, пĕлтĕр çак вăхăтрипе танлаштарсан самай нумайрах. [...]
Азербайджан делегацийĕ Хусанта
Июнĕн 17-мĕшĕнче Хусана Азербайджан Республикин Премьер-министрĕ Артур Таир оглы Раси-Заде Правительство делегацийĕпе килсе çитрĕ. Вĕсене ТР Премьер-министрĕ Рустам Минниханов, Премьер-министр çумĕ, ТР культура министрĕ Зиля Валеева, ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Римма Ратникова, ТР суту-илӳпе промышленность министрĕ Александр Когогин кĕтсе илчĕç. [...]
ТИРПЕЙ ХАМĂРТАН КИЛЕТ
Ĕмĕртен çул çуккипе, ĕçкĕпе тарăхакан Раççейĕн тата тепĕр пуç ыратăвĕ – çӳп-çап – хушăнчĕ. Юлашки вăхăтра упаковкăсем ( хытă хутлă ещĕксем, пластик савăтсем тата ытти те) ытла нумайланса кайнипе халăх ăна ниçта хураймасть, чылай çĕрте ятарлă полигонсем, санкциленĕ свалкăсем çуккипе е кулленхи каяша турттарассине йĕркелеменнипе çӳп-çапа улах вырăнсене, çырма-çатрана тултарать. [...]
МĔН КУРНĂ, МĔН ТУНĂ
Июнĕн 5-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери тавралăха хутĕлемелли кун. Пĕлтĕр çак кун журналистсем Хусан хулинчи экологи лару-тăрăвĕпе сăнавсем ирттернĕччĕ. [...]
ШКУЛ ПĔТЕРНИСЕН АЛЛЕЙИ
Çимĕк уявĕ юлашки çулсенче тата тепĕр ырă йăлана çаврăнчĕ. Темиçе çул каялла шкул пĕтернисем пĕрле пуçтарăнаççĕ çав кун. [...]
ĔÇСĔР ÇЫН: КАМ ЭСĔ?
РФ Ĕç министерствин хисеплĕ ĕçченĕ, Хусанти Вахитов районĕнчи Ĕçлĕх центрĕн директорĕ Р.Тимершин социаллă пулăшу системинче 33 çул ытла вăй хурать. [...]
КӲРШĔСЕНЧЕ
Чăваш Республики. Коррупципе кĕрешесси çинчен халĕ пирĕн çĕршывра наянни кăна калаçмасть-тĕр. [...]
АТТЕ ÇИНЧЕН СĂМАХĂМ
Социализмла революцин тата Совет патшалăхĕ йĕркеленнин историйĕнче 1918 çулхи июнĕн 11-мĕшĕ паллă вырăн йышăнать. Мĕншĕн тесен çак кун ВЦИК декречĕпе Чухăнсен комитетне (кулаксен экономика вăйне тата политика витĕмне хавшатакан ял чухăнĕсен организацийĕ, пролетариатăн ялсенчи тĕп пункчĕ) çирĕплетнĕ. [...]
РЕСПУБЛИКА УЯВĔ
ТР патшалăх политикине пурнăçа кĕртес тĕллевпе тата Тутарстан Республикинче пурăнакан халăхсен наци культурине аталантарма ТР Культура министерстви, Нурлат муниципаллă районăн администрацийĕ, ТР ЧНКА 2008 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнче Нурлатра чăваш культурин йăлана кĕнĕ Уявне ирттерет. Уяв программинче республикăри фольклор коллективĕсем пултарулăхне кăтартни, декоративлă-прикладной искусство изделийĕсен «Ăстаçăсен хули» куравĕ, тĕрлĕ конкурссем: наци ĕçме-çими, «Уяв пики». [...]
ÇЕРЕМ ПУСНĂ ЯЛ
Хаклă вулакансем! «Суварта» (5№(735) 01. [...]
МĂСĂЛЬМАНСЕНЕ ПĔРЛЕШТЕРЕÇÇĔ
2007 çулхи июль уйăхĕнче Мăсăльман çамрăкĕсен I фестивалĕ иртнĕ. Ăна Президентăн Раççей Федерацийĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представительствин аппарачĕн пуçарăвĕпе Федерацин Атăлçи округĕнче Çамрăксен çулталăкне халалласа йĕркеленĕ. [...]
ЧĂВАШСЕМ ÇАПЛА ПУРĂННĂ
(Н.В.Никольский чăвашсен этнографийĕпе хатĕрленĕ конспектран) (Малалли. Пуçл. 20-24 №№). ХIХ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче вырăссем хушшинче интеллигенци вăй илме пуçлать. [...]
ÇĔНЬЯЛТА КĔРККЕ ĔРЧЕТЕÇÇĔ
МЕЦЕНАТ Ахаль комбайнертан республикипе паллă мецената çити ӳснĕ çынсем сахал. Казак çарĕсен лейб-гвардийĕн полковникĕ, Çĕр çуллăх меценачĕсен ыр кăмăллăх организацийĕн хисеплĕ членĕ, тĕрлĕ наградăсен кавалерĕ Геннадий Михайлович Волостнов барон çинчен, унăн ырă ĕçĕсем çинчен эпир çырнăччĕ ĕнтĕ. [...]
ÇАКĂН ПЕК ЧĂВАШСЕМ КИРЛĔ
Кăçалхи çула Çемье çулĕ тесе йышăнни питех те тĕрĕс пулчĕ. Мĕншĕн тесен пĕтĕм ырăпа усал ĕçсем çемьерен пуçланаççĕ теме пулать. [...]
АППĂШНЕ ПАШАЛУПА СĂЙЛАЙМАН
Вăрçă мĕн чухлĕ нуша-инкек кăтартнă çынна, çапах тӳснĕ этем. Çитĕннисем вăрçă хирĕнче вилĕм сирпĕтекен тăшмана çĕнтерсе Берлина çитсе аркатнă, Тăван çĕршыва ирĕке кăларнă. [...]
ХАЯР ÇУЛСЕНЧИ АЧАЛĂХ
1942 çулхи утă уйăхĕнче Павлă районĕнчи Тăмпăрлă ялне Пĕкĕлме станцийĕнчен пилĕк лавпа эвакуированнăйсене илсе килчĕç. Хальхи пек астăватăп: вĕсене кĕтсе илме мĕнпур çын ял совечĕн çурчĕ патне пухăннăччĕ. [...]
ПĂРÇА ЯШКИ
Чăн пулни Вăрçă вăхăтĕнче «Победа» колхозăн 6-мĕш бригадинчи хĕрарăмсем пăрçа çулма тухнă тет. Серафинька, Çерçи Сантăркки, Хвекла, Анук, Сулпике, Матĕрне, Елюк, Митӳç арăмĕ Альтюç – пурте салтак арăмĕсем. [...]
ВУТРА ТА ÇУНМАСТЬ, ШЫВРА ТА ПУТМАСТЬ
1930-1932 çулсенче пуянтарах çынсен, хăйсен вăйĕсемпе ĕçлесе тунă пурлăхне туртса илнĕ. Хирĕç тăракансене ялтан хăваласа янă. [...]
ВĂРÇĂ ПУÇЛАНСАН
Асăмра юлнисем Иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланнă çул эпĕ çиччĕре пулнă, унăн кашни куннех астăватăп теме пултараймастăп. Çапах та хăш-пĕр саманчĕсем пуçăма çирĕпех кĕрсе юлнă пулас. [...]
Ылханлă вырăн
Вăтăр пилĕк çул каялла пулса иртрĕ ку ĕç. Пĕр район центрĕнче пурăнаттăмăр ун чухне. [...]
ПУÇЛĂХ ПРОЕКЧĔ
Ялсенче наци проекчĕн льготăлла субсидийĕсемпе çурт тăвас списоксем ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствин районсенчи управленийĕсем урлă иртнĕрен, вĕсенче ĕçлекен хăш-пĕр пуçлăхсен аллисем çак «пылак çимĕç» патне туртăннинчен тĕлĕнмелли çук-тăр. Çакнашкал пуясшăн пулса Лениногорск районĕнчи чиновник «çакланни» çинчен апрель уйăхĕнче паллă пулчĕ. [...]
САБАНТУЙ – 2008
Июнĕн 21-мĕшĕнче Хусанта наци уявĕ Сабантуй иртет. Уяв иртекен лаптăксене чăрмавсăрах çитме май пултăр тесе Хусан Ĕçтăвкомĕн Транспортпа çыхăну комитечĕ обществăлла транспортăн маршручĕсен шутне ӳстерет. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
КĔСКЕН
Июнĕн 18-мĕшĕнче «КамАЗ» УАОн производство лаптăкĕсенче ял хуçалăх тракторĕсем тума тытăнасси çинчен пĕлтернĕ ТР Премьер-министрĕ Рустам Минниханов. Тутарстан Великобританире McCormick маркăллă тракторсем тăвакан завода туяннă. [...]
Чĕлхе пуянлăхĕ
ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ
СĂПĂРЧĂК – шуçлак, йăмпăлтăк. Тĕсл.:Тĕттĕмре хыпашласа шыранă чух сăпăрчăк япала ал айне лекнипе çухăрса ячĕ. II Пушă, тĕвĕсĕр çăмарта. [...]
Районсенче
РЕСПУБЛИКĂРА
ЭЛКЕЛ. Июнь – сĕт суса илмелли чи лайăх тапхăр. Ял çыннисен те çак вăхăтра ытлашши сĕте сутса кăшт та пулин тупăш илме май пур. [...]
Верук тĕпелĕ
ВЕРУК ТĔПЕЛĔ
КОНФИТЮР — АБРИКОСПА ХĂМЛА ÇЫРЛИНЧЕН Абрикоссене çумалла, вăррисене кăлармалла. Тăватă пая касмалла. [...]
Нарспи
КАСĂК-КĔСĔК ШЕДЕВРĔ
Пусма-тавар касăкĕсем, çип татăкĕсем, çип-çинçе хăюсем– пĕрне те пăрахмасть Александра Николаевна. Çак ниме тăман япаласем ун аллинче самантрах шедевра çаврăнаççĕ: панно, кавир, утиял, пукане, сумка, шăрçа, тум-тир, оберег. [...]
Яту сан мĕне пĕлтерет?
ЛЮДМИЛА Славян чĕлхинчен «çынсене кăмăллă» тесе куçать. Ятăн пĕрремĕш пайĕ çирĕп, иккĕмĕшĕ – çепĕç. [...]
СУДАН ХĔРĔ
Судан çĕршывĕн хĕрĕсен пурнăçĕ пĕрре те пылак мар-мĕн. Вĕсен йăлтах хăйсен тумалла. [...]
Гороскоп
Эрнелĕх ГОРОСКОП 23.06 – 29.06
ТАКА 21.III – 19.IV Эрне пуçламăшĕнче юлташсемпе тĕлпулусем ирттерме лайăх. Çак тапхăрта Такасем интереслĕ çынпа паллашма пултараççĕ, ӳлĕм , хăвăрăн кăмăл пулсан, унпа романтикăлла хутшăнусем те пулĕç-ха. [...]
Халăх календарĕ
КУН ХЫÇÇĂН КУН
Июнь, 21 Раççей ШĔМĕн кинологи подразделенийĕсен кунĕ. Халăх календарĕпе – Федор Стратилат. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
