Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

754-мĕш кăларăм:

«Сувар» хаçатăн 24(754)№ пичĕ
■ 24(754)№, 2008,ака,12

РАÇÇЕЙ КУНĔПЕ!

Хисеплĕ Тутарстан çыннисем! Июнĕн 12-мĕшĕнче пирĕн халăх хăйĕн тĕп уявне – Раççей Федерацийĕн Патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан декларацине йышăннă куна – Раççей кунне паллă тăвать. [...]

ПРЕДПРИНИМАТЕЛЬСЕНЕ ПУЛĂШМА

Предпринимательсемпе пĕчĕк бизнеса пулăшни питĕ те кирлĕ. Харпăр хăй бизнесне çул памаллах, мĕншĕн тесен малашне вăл хуçалăхсене те, халăха та пысăк усă парĕ. [...]

ХАЛĂХСЕН ТУСЛĂХНЕ ХАКЛАСА

ХАЛĂХСЕН ТУСЛĂХНЕ ХАКЛАСААкнă тыр-пул шăтсан типĕ çанталăк тăнă вăхăтра питĕ кĕтрĕмĕр эпир кун пек çумăрсене, анчах вĕсем Акатуй ирттернĕ вăхăтра кăна чарăнусăр шăпăртатма пуçларĕç. Çапах çĕр ĕçченĕ пурпĕр хĕпĕртет: калчасем çитĕннĕ вăхăтра çумăр нихăçан та сахал пулмасть. [...]

УНИВЕРСИАДА ЧĂРМАНТАРМĔ

Иртнĕ эрнере Хусан Кремлĕнче «ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕ» коммерциллĕ мар организацин Попечительсен канашĕн ларăвĕнче пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сӳтсе яврĕç. Унта ТР Президенчĕ Минтимер Шаймиев та хутшăнчĕ. [...]

КӲРШĔСЕНЧЕ

Чăваш Республики. Шупашкарта июнĕн 1-5-мĕшĕсенче иртнĕ «Атăл хĕрринче» патриотизмла кино фестивалĕ вĕçленнĕ хыççăн Чăваш Ен президенчĕ И. [...]

РАÇÇЕЙ КУНĔ — ТĔП УЯВСЕНЧЕН ПĔРИ

1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче РСФСР халăх депутачĕсен съезчĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан декларацине йышăннă. РФ Президенчĕн 1994 çулхи июнĕн 2-мĕшĕнче тухнă Указĕпе çак куна патшалăх уявĕ – Раççей кунĕ тесе йышăннă. [...]

«САХАЛ ĔÇ УКÇИ — КӲРЕНТЕРЕТ»

Июнĕн 6-мĕшĕнче ТР Министрсен Кабинетĕнче тупăша легализацилессипе тата пурнăç шайне ӳстерессипе çыхăннă республикăн ведомствисен хушшинчи комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна ТР Премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ Равиль Муратов ертсе пычĕ. [...]

ТР КАМА ЛЕШ ЕНЧИ ЧĂВАШСЕН «УЧӲК» II УÇĂ ФЕСТИВАЛЬНЕ ИРТТЕРЕССИ ПИРКИ

ПОЛОЖЕНИ Вак халăхсен культура йăли-йĕркисене упраса аталантарас, нацисен хутшăнăвне çирĕплетес, пĕр-пĕрин тĕн ĕненĕвне хисеплеме вĕрентес, çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани парас тĕллевпе ирттереççĕ фестивале. «Единая Россия» политика партийĕн Элметри уйрăмĕ, ЧНКАн Элметри представительстви Элмет муниципаллă районĕн ĕçтăвкомĕпе ТР ЧНКА пулăшнипе йĕркелеççĕ. [...]

ЧИ НУМАЙ ПУРĂНАКАННИСЕМ

ЧИ НУМАЙ ПУРĂНАКАННИСЕМКашни хулара, районта, ялта чи нумай вăхăт пĕрле пурăнакансем пур. Анчах та аллă çултан ытла пурăнаканнисем сахалрах. [...]

ХАЛĂХ ĂНА ЮРАТАТЬ

ХАЛĂХ ĂНА ЮРАТАТЬТутарстанра Чăваш наципе культура автономийĕ йĕркеленсе кайнăранпа аванах вăхăт иртрĕ. 2004 çултанпа вара хăйне евĕрлĕ ĕç пуçланчĕ. [...]

ЧĂВАШСЕМ ÇАПЛА ПУРĂННĂ

(Малалли. Пуçл. 20-23 №№). Удельнăй чăвашсем Чĕмпĕр кĕпĕрнинче пурăннă (Чĕмпĕр, Пăва уесĕсем). [...]

МĔНШĔН ЧĂВАШ, СУВАР МАР?

(Вĕçĕ. Пуçл. 20, 23 №). Халăхăмăрăн аваллăхĕ Икĕ пин çул ытла ĕлĕкрех, Александр Македонский вилсен саланнă империйĕнчен юлнă, хальхи Иран территорийĕнчи патшалăхра 18 е 19 сатрапийĕнчен (облаçран) виççĕшĕнче суварсем сапаланса пĕтмесĕр пурăннă. М.Артамонов «История хазар» кĕнекери (пĕрремĕш кăларăмĕнче) картта çинче суварсене Каспи тинĕсĕн Кăнтăр хĕвел анăçĕнчи çыранне çывăх кăтартнă. Çав картта çинчех гунн-савирсене (кочевниксене) Кавказра вырнаçтарнă. [...]

АННЕ ТЕЛЕЙĔ

Сывă, ăслă-тăнлă ача çуратас тесен хĕрарăмăн çие юличченех тĕплĕн хатĕрленме пуçламалла. Ăсчахсем тĕпчесе палăртнă тăрăх, хĕрарăм çитес тăхăр уйăха савăк кăмăлпа кĕтет-тĕк, унăн организмĕ те çак тапхăра хатĕрленсе иммунитета çирĕплетет. [...]

ÇИМĔК

Çимĕк – çуллахи сиплĕ вăхăтри таса уявсенчен пĕри, ваттисене асăнмалли кун. Уяв ячĕ «çиме» тенинчен тухнă. [...]

«СУВАР» 15 ÇУЛТА! ШĂПА ЯРАТПĂР!

2008 çулăн иккĕмĕш çур çуллăхĕнче хаçат-журнал илсе тăма пуçарнă çырăнтару кампанийĕ малаллах пырать. «Сувар» вулаканĕсенчен нумайăшĕ çыхăну уйрăмне çитме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ, вĕсем 2008 çул вĕçленичченех Тутарстанри ентешсен республика шайĕнчи пĕртен-пĕр чăваш хаçачĕпе пулĕç. [...]

Хыпарсен ярăмĕ

КĔСКЕН

Кăçалхи деклараци кампанийĕ вăхăтĕнче пĕлтĕрхинчен 2,5 хут ытларах Тутарстан çынни хăйĕн тупăшĕсем çинчен пĕлтернĕ. Çав вăхăтрах куçман пурлăх сутни çинчен пĕлтернĕ граждансен шучĕ 32 хут, автомобиль сутни çинчен пĕлтерекенсен шучĕ 52 хут ӳснĕ! [...]

Чĕлхе пуянлăхĕ

ЧЄЛХЕ ПУЯНЛҐХЄ

САХА / САХАВ / САКАВ – лаша чирє, пырє патєнчи шыѕґ. Тєсл.: Эпє ветеринар патне кайса тихан сахине мєнле сиплемеллине ыйтам-ха. СҐКА – аскґн, ясар хєрарґм. [...]

Криминал

МĂШКĂЛЛАКАН АТТЕ

Майăн 30-мĕшĕнче Çĕпрелĕнчи милицине 17 çулхи хĕре хăйĕн ашшĕ мăшкăллани пирки заявлени килсе панă. Çак фактпа пуçланнă тĕрĕслев тăрăх, заявленире кăтартнă факт – 44 çулхи ашшĕ хăйĕн хĕрне мăшкăллани пĕрремĕш хут пулман. [...]

Районсенче

РЕСПУБЛИКĂРА

АКСУ. «Аксу продкорпорацийĕ» тулли мар яваплăхлă общество кĕске вăхăтрах таврари акăнман пушă çĕрсене сухаланă. Кăçал та вăл 5000 гектар çинче çурхи тырă акнă. [...]

Верук тĕпелĕ

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

«ÇĂМАРТА ХĂПАРТНИ» РУЛЕТ Чĕрĕ çăмартасене майонезпа пĕрле лăкамалла. Унтан хутăша çу сĕрнĕ противень çине ямалла та духовкăра 5-10 минут пĕçермелле (астăвăр, çунса ан кайтăр). [...]

Литература каçалăкĕ

КОМБАЙН

Асаилӳ Вăрçă умĕн пирĕн яла тырă пуçтармалли комбайн илсе килчĕç. Хальхи комбайнсенчен вăл вăрăмрах та çӳллĕрехчĕ пулас. [...]

Гороскоп

Эрнелĕх ГОРОСКОП 16.06 – 22.06

ТАКА 21.III – 19.IV Хăвăр туйăмсене ытларах шанăр, çакă таврари çынсем мĕн шухăшпа хăйсене çапларах тыткаланине ăнкарса илме пулăшĕ. Çак эрнере эсир хăвăрпа та, ытти çынсемпе те килĕшӳ шырăр. [...]

Халăх календарĕ

КУН ХЫÇÇĂН КУН

Июнь, 14 Пĕтĕм тĕнчери юн донорĕн кунĕ. 2005 çултанпа паллă тăваççĕ. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 755(25)№ пичĕ
■ 25(755)№, 2008, çĕртме, 20
«Сувар» хаçатăн 753(23)№ пичĕ
■ 23(753)№, 2008, çĕртме, 06