Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

748-мĕш кăларăм:

«Сувар» хаçатăн 18(748)№ пичĕ
■ 18(748)№, 2008,çу,02

КЛУБ, ШКУЛ ĔÇЧЕНĔСЕМ — ÇУР АКИНЧЕ

«Çулталăкра вун икĕ уйăх, вун икĕ тĕслĕ çур килет», – теççĕ халăхра. Кăçалхи çуркунне те питĕ ир килнипе çĕр ĕçченĕсене сехĕрлентерсе тăрать. [...]

КӲРШĔСЕНЧЕ

Чăваш Республикинче уйăхсерен тӳлекен ача пособийĕн калăпăшне ӳстерме палăртнă. Министрсен Кабинетĕнче хатĕрленĕ закон проекчĕпе килĕшӳллĕн кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пособи 8,5 процент ӳсмелле. [...]

МАНМАННИ ТЕМРЕН ТЕ ХАКЛĂ

МАНМАННИ ТЕМРЕН ТЕ ХАКЛĂАфган вăрçин инваличĕсен Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн Тутар регион организацийĕ (ТРО ОООИВА) йĕркеленнĕренпе кăçал 15 çул çитрĕ. Анчах çакна республика ертӳçисем те, çар комиссариачĕ те пĕлмĕше хучĕç курăнать. [...]

АНДРЕЙ ЕГОРОВ — ДИПЛОМАНТ

Март вĕçĕнче Çĕнĕ Йĕлмел вăтам шкулĕнчи 11-мĕш класра вĕренекен Андрей Егоров Санкт-Петербургран таврăнчĕ. Унта вăл çуркуннехи каникул вăхăтĕнче (март уйăхĕн 24–30-мĕшĕсенче) «Неделя информатики и программирования для школьников России» информатика предмечĕпе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăна хутшăннă. [...]

«ШУÇĂМ» ÇУТИ СӲНМЕСТ

«ШУÇĂМ» ÇУТИ СӲНМЕСТАлексеевски районĕнче чăн-чăн чăваш ялĕ пĕрре кăна темелле. Çаплах ачасен «Шăнкăрав» ушкăнĕпе пĕрле чăваш фольклор ушкăнĕ те районта пĕртен-пĕрре. [...]

АСРАН ТУХМĔ ПАТРИАРХ

АСРАН ТУХМĔ ПАТРИАРХЧăваш çырулăхĕн ашшĕ çуралнă кун – апрелĕн 25-мĕшĕнче – Чăваш Республикинче Чăваш чĕлхи кунне паллă тăваççĕ. Çак уяв тахçанах республика чиккисенчен тухса Раççейĕпех сарăлнă, кăçал вăл уйрăмах анлă иртрĕ. [...]

ÇĔНТЕРӲ УЯВĔ (сценарий)

Музыка янăрать. Сцена çинче икĕ-виçĕ мăшăр вальс çаврăнаççĕ. [...]

ЙЫШĔ ТЕ ӲСĔ, КУПĂСÇĂ ТА ТУПĂНĔ

ЙЫШĔ ТЕ ӲСĔ, КУПĂСÇĂ ТА ТУПĂНĔКăçал çиччĕмĕш хут иртрĕ «Чăваш шăпчăкĕ». Чăваш юрăçисен конкурсĕ икĕ çулта пĕрре иртнине шута илсен пĕрремĕш «Чăваш шăпчăкĕ» пулнăранпа 14 çул. [...]

ХĂВĂРТ ЧУПАКАН ЧУЧУНА

1963 çулта пире географипе Павел Петрович Сидоров вĕрентетчĕ. Аллă çула та çитменччĕ-ха вăл ун чухне, çӳçĕсем çавах шап-шурăччĕ. [...]

Хыпарсен ярăмĕ

КĔСКЕН

Чи лайăх учитель Ку эрнере «Ак Барс» çамрăксен центрĕнче «Тутарстанăн чи лайăх учителĕ-2008» республика конкурсĕн çĕнтерӳçисене чысларĕç. Кăçал конкурсăн республика шайĕнчи тапхăрне 53 çын кĕнĕ. [...]

Чĕлхе пуянлăхĕ

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

ПĔРЕШКЕ / ПРЕШКЕ – тăха; ут хатĕрне çаклатмалли; лашана çитерсе кантармасăрах 30-40 километр кайни. Тĕсл.: Çула тухсан пĕрешке ванни чăн нуша. ПĔРЛĔХЕН / ПĔРЛХЕН – ӳсен-тăран ячĕ. [...]

Криминал

ХĂРУШĂ МĂНКУН КАÇ

Апрелĕн 27-мĕшĕнче ирхине 7 сехетре Пĕкĕлмери «Восточный» совхоз çывăхĕнчи Хусан-Оренбург трасса хĕрринче 15 çулхи Эльвира Анязовăн тата 14 çулхи Маргарита Никишинăн виллисене асăрханă, вĕсен пуçĕсене çапса çурнă, вилнисен аллисем тата урисем çинче нумай сурансем пулнă. Икĕ хĕр ача та Кивĕ Исаково ялĕнче пурăннă, вырăнти шкулта вĕреннĕ. [...]

Районсенче

РЕСПУБЛИКĂРА

ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăн уй-хирĕсенчи 97 пин ытла гектар çинчи кĕрхи тырăсем, уйрăмах кая юлса акнисем, япăх шăтса тухнипе çĕр ĕçченĕсем хăвăртрах ку лаптăксене тĕрĕслемелле. Енчен те пĕр тăваткал метрта 150-200 калчаран сахал пулсан, ку хирсене çĕнĕрен çурхи культурăсем акма тивĕ. [...]

Верук тĕпелĕ

Верук тĕпелĕ

«ХУРĂН» САЛАТ 1 сий – туранă хура слива; 2 сий – тураса ăшаланă шампиньонпа сухан; 3 сий – пĕçернĕ, туранă чăх ашĕ; 4 сий – пĕçернĕ, туранă çăмарта; 5 сий – теркăпа хырнă хăяр. Çиелтен вĕтетнĕ укроп е петрушка сапса илемлетмелле. [...]

Çемье

ЫЛТĂН ТУЙПА!

ЫЛТĂН ТУЙПА! Çарăмсан районĕнчи Йăвашкелĕнче пурăнакан Валентина Прохоровнăпа Михаил Яковлевич Веркинсене çамрăксен ăмсанмалăх та пур. Вĕсем хĕрӳ юратăва аллă çул упраççĕ вĕт. [...]

ÇӲПÇИПЕ ХУПĂЛЧИЕХ-И?

Тест ыйтăвĕсене «аха» тата «çук» тесе хуравлăр. 1. Мăшăрăн вăрттăн интересĕсене тĕпчесе пĕлме вăхăта та, вăя та хĕрхенместĕп. 2. Тавлашуллă самантран тухмалли, иксĕмĕре те тивĕçтерекен утăм тăвасси маншăн нимĕн те мар. 3. Мăшăрпа килĕштермелли майсем шырани кайран хăй хакне кăларать. 4.Тĕрĕсне пĕлмесĕрех васкаса пĕтĕмлетӳсем тăватăп. 5.Çемьере «эпĕ – аван, эсĕ – аван», урăхла каласан пĕртанлăх, позиципе пурăнма пултаратăп. 6. Мăшăрпа пĕр ĕçпе ĕçлени çемьери лайăх хутшăнусене сыхласа хăвармалли чи йывăр, анчах чи шанчăклă мел. 7. Хам мĕн тăвас тенине, интерессене мăшăра ӳпкелемесĕрех пурнăçлаятăп. 8. Эпĕ мăшăр каласа панине тимлĕн итлеме тăрăшатăп. 9. Конфликтлă лару-тăрура кӳренетĕп, мăшăр хама тивĕçтерменни çинчен шухăшлатăп. 10. Мăшăрпа тавлашнă чух хама тытса чармалла мар тесе шутлатăп та чунра капланса килнине веçех калатăп. 11. Калаçура мăшăрăн шухăшне, вăл мĕн туйнине ăнланасси маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. 12. Мăшăрпа килĕшмесен шухăша «эсĕ нихăçан та...», «эсĕ ялан...» сăмахсенчен калама тытăнатăп. 1, 2, 3, 5, 6, 7, 8, 11 пунктри кашни «аха» хуравшăн тата 4, 9, 10, 12 пунктри кашни «çук» хуравшăн пĕрер балл лартăр. [...]

Литература каçалăкĕ

ПӲРНИ ПӲРĔНЕТЕХ-ШИ?

САТУР ЙĂХĔ Тутарстанри Çарăмсан районне кĕрекен Йăвашкел чăваш ялĕ хальхи Чăваш Республикинчен 300 çул каялла куçса килнĕ чăвашсенчен йĕркеленнĕ. Пирĕн Сатурсен йăхĕ те çавăнти Чăваш Енри Патăрьел тăрăхĕнчен килнĕ пулĕ тетĕп, мĕншĕн тесен унта та Задоров хушаматлă çынсем тĕл пулаççĕ. [...]

ВĔСЕМ ЧĂВАШ ШКУЛĔНЧЕ ВĔРЕННĔ

Тăхăрьял тăрăхĕнчи Кивĕ Мертлĕре 1887 çулта Молодца Микулайĕн иккĕмĕш ывăлĕ çуралсан ăна Тихăн ят панă. Молодца Микулайне ялта тата Тĕми Микулайĕ тесе те чĕннĕ. [...]

Гороскоп

Эрнелĕх ГОРОСКОП 05.05 – 11.05

ТАКА 21.III – 19.IV Çак тапхăр искусство çыннисемшĕн лайăх. Вĕсем хавхаланса ĕçлеме пуçлаççĕ, творчествăра пысăк çитĕнӳсем тума май пур, интереслĕ идейăсене пурнăçа кĕртме меллĕ вăхăт. [...]

Халăх календарĕ

КУН ХЫÇÇĂН КУН

Май, 3 Пĕтĕм тĕнчери пичет ирĕклĕхĕн кунĕ. 1993 çултанпа паллă тăваççĕ. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 749(19)№ пичĕ
■ 19(749)№, 2008, çу, 08
«Сувар» хаçатăн 747(17)№ пичĕ
■ 17(747)№, 2008, ака, 25